05 июня 2010 г.
«Сунарçăн» ăс пухма тивет
Шаптакра пурăнакан çамрăк «сунарçă» çĕрле ним шикленмесĕрех ют çыннăн хуçалăхне пырса кĕрет. Кил картишĕнчен 6 радиатор вăрласа тухать вăл. Чукун япаласене йăтма сахал мар вăй кирлĕ-ха, чылай çул тапратмасăр выртнăскерсем «тымар та янă» ĕнтĕ. Вăй пулсан ăс кирлĕ мар тенĕ пулас арçын, çăмăллăн пуйма шутланă. Самантрах кил хуçине 5 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Халĕ вара ăс пухма Уголовлă кодекс вулама тивет.
Юнкă «паттăрĕ»
Юнкăри хуçалăхра кирлĕ таварсен лавкки умĕнче пĕр арçынпа хĕрарăм темĕн пайлайман. Лавккара тавар çитмен тейĕн. Арçын хăй этемренех çуралнине маннă пулас, хĕрарăма лавкка умĕнчех хĕнесе пĕтернĕ. Халĕ ку тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарас ыйту тăрать.
Ÿсĕрле кювета сикнĕ
Машинăпа ÿсĕрле çÿренинче миçе пин инкекĕн айăпĕ-ши; Шутласа кăлараяс та çук. Акă Торинкасси ялĕ çывăхĕнче те çакнашкал пĕр çăмăлттай машинипе кювета ÿпĕнет. Юрать чĕрĕ юлать. Явапне вара куншăн туллинех тытмалла пулать.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.