Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мирлĕ пурнăçшăн службăра тăратпăр»

02 июня 2010 г.

Салтак ячĕ ĕмĕртенпех ырă та пархатарлă пулнă. Çĕр-шыва сыхлакана-хÿтĕлекене авалтанпах чысланă, унпа мухтаннă. Амăшĕ «Ывăлăм салтак кайрĕ» тенĕ чух унăн хумханăвĕпе пĕрлех ачи çак чыса хисеп пулнишĕн мăн кăмăлланни те куç умне тухать.

... Салтак. Шутланă-и Шетмĕпуç ял тăрăхне кĕрекен Автанкассинче çуралса ÿснĕ Юрий Иванович Васильев хăй хĕсметре тăнă чух пурăна киле ывăлĕ те Тăван çĕр-шывăн профессионаллă хÿтĕлевçи пуласса. Паллах, хăй ашшĕ пуласси пирки ĕмĕтленнĕ ял арçынни. Нумай ашшĕ пекех ывăлĕ те хăйĕн çулĕпе кайса шофер пуласси те тĕлленнĕ-тăр Юрий Ивановича.

Çемье çавăрнă хыççăн тăватă ывăл çуратсан кашниех салтака юрăхлă пулччăр тесе сахал тăрăшнă-и тата Тамара Германовна. «Тăватă ывăл Васильевсен ятне 4 хут ÿстерет», – тесе ÿстернĕ амăшĕ пепкисене ырлăх-сывлăх çеç сунса.

Ĕмĕтленни çитрĕ. Ашшĕ-амăшĕн пурнăçа кĕрсе пыракан ĕмĕт-тĕллевĕ пирки уçă калаçура вĕсен виççĕмĕш ывăлĕ – Раççей Федерацийĕн çар офицерĕ Денис Юрьевич Васильев лейтенант – каласа пачĕ:

– Вĕреннипе шутласан 5-мĕш çул Раççей çарĕнче службăра тăратăп. Çĕр-шыва хÿтĕлесси çăмăл ĕç мар, анчах питех те ответлă. Хăвăн аллунта мирлĕ пурнăç иккенне шутлатăн та яваплăха çирĕплетсе черетлĕ службăна тухатăн. Шухăшра вара пĕр вĕçĕмех атте-анне, пиччесемпе шăллăмсем, хам çуралса ÿснĕ пĕчĕк Тăван çĕр-шыв. Йывăрлăхсем çителĕклех пулин те, хам çак çула суйласа илнишĕн паян пĕртте ÿпкелешместĕп, – салтакри пек çирĕп кăмăллă калаçать пĕрремĕш отпуска килнĕ лейтенант.

Денис ачалăхра вăрçă е çар пурнăçĕ çинчен ÿкернĕ пĕр кинофильма та курмасăр юлман. Апла пулин те хăй çар çынни пуласси пирки 10-мĕш класра çар комиссариатне медицина комиссине кайиччен те шутламан.

– Çавăн чух çар ĕç комиссариачĕн ĕçченĕсем пирĕнпе çар училищисене вĕренме каясси пирки калаçу ирттерчĕç. Çиччĕ виçсе пăхрăм та – ман валлиех! Мускаври командирсем хатĕрлекен Аслă çар училищине суйласа илтĕм. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр иртрĕм, вĕренме кĕмелли экзаменсене тытрăм. Çар училищинчи 4 çул 4 кун пекех иртсе кайрĕ, – кăмăллă калаçать хăйĕн ĕмĕрне çар службипе çыхăнтарнă ентеш.

Взвод командирĕ Денис Васильев паян Атăлпа Урал тăрăхĕнчи çар округĕн Свердловск облаçĕнче вырнаçнă вĕрентÿ центрĕнче салтаксене БМП механик-водителĕ пулма вĕрентессипе тимлет.

Ачаранах ĕçе юратса ÿснĕ пирĕн ентеш – çарта та ыттисемшĕн тĕслĕх. Училищĕре тăрăшса вĕреннĕшĕн ăна «Училищĕре лайăх вĕреннишĕн» медальпе чысланă.

Çемье те çавăрнă ĕнтĕ çамрăк лейтенант. Апла ăнăçу пултăр ăна çемье пурнăçĕнче те, çĕр-шыв хÿтĕлевĕнче те.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика