02 июня 2010 г.
Çапла вырăсла ыйтрĕ пĕр чипер тумланнă çамрăк хĕрарăм Муркаш салинчи апат-çимĕç лавккинче. Лавккара ватă çынсем те пурччĕ çав вăхăтра. Пĕр ватă кинемей çав ыйтăва илтсен сăнран улшăнчĕ: пĕр хĕрелчĕ, пĕр шуралчĕ, тарăннăн сывласа та илчĕ. Тем каласшăн пулчĕ çав çамрăк хĕрарăма, анчах лешĕ нимĕн те илмесĕрех çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмакĕпе шаклаттарса лавккаран васкасах тухса утрĕ. Манăн кăмăл та çакна курнă хыççăн пусăрăнчĕ. Эх усрасчĕ сана пĕр виçĕ кун пирĕн асаннесемпе асаттесен яшлăхĕн вăхăтĕнче. Еплерех «юрланă» пулăттăн эсĕ ун чухне çăкăр пирки; Çапла калама эпĕ те ĕлкĕреймерĕм çав ун чух. Черетпе килĕшÿллĕн хама кирлине туянтăм та лавккаран тухрăм...
Паянхи пурнăç ĕлĕкхи мар. Лавкка сентрисем çинче мĕн кăна çук пуль! Мĕн килĕшет, çавна илсе çи, çавна илсе тăхăн. Саплăклă çи-пуçпа та халĕ никам та çÿремест. Çитес çĕре те ĕлĕкхи пек çуран е лашапа çÿреместпĕр. Çăкăрне те ав хăшĕ-пĕри «ĕнерхине» çиесшĕн мар.
Эпĕ хам ватă çын пулмасан та çăкăр хакне пĕлмен çынсене ăнланмастăп: камсем вĕсем, кам çуратса ÿстернĕ вĕсене; Акă майăн 9-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерĕве чысланă кун, Муркаш салинчи митингра тыл ĕçченĕсене сăмах пачĕç. Вăрçă çулĕсенче епле пурăнни, ĕçлени, мĕн çини пирки каласа пачĕ ватă хĕрарăм. Уйрăмах вĕсем юман йĕкелне авăртса пур-çук çăнăхпа хутăштарса пĕçерсе çини çинчен каласа пани ман асăма кĕрсе юлчĕ. Çавăн чух хамăн асанне каласа панисем те пуçра тепĕр хут «вăранчĕç», чуна çÿçентерчĕç. Çуркунне хире тухса çĕрĕк çĕр улмин крахмалне пуçтарса кĕртнине, унтан икерчĕ пĕçерсе çинине хурланса каласа паратчĕ мана вăл эпĕ пĕчĕккĕ чухне. «Хăçан çемçе çăкăра (паллах, лайăх çăнăхран пĕçернине) алла тытса ăш каниччен, хырăм сарăличчен çисе курас-ши тесе ĕмĕтленеттĕмĕр эпир», – тетчĕ. Мана та хăй пурăннă вăхăтра мĕн ачаран çăкăра хаклама вĕрентрĕ. Çăкăр каснă хыççăн кашни тĕпренчĕкне вăл сĕтел çинчен алăпа пуçтаратчĕ. Яшкана та ярса çиетчĕ. Эпĕ 15 çула кайсан çĕре кĕчĕ вăл.
Асатте те фронтра шăн сухари епле кăтăртаттарнине каласа паратчĕ. Икĕ-виçĕ кун шăл хушшине нимĕн те хуманнине те пĕрре темĕнле уяв хыççăн «наркомовский» çĕр грамне ĕçсен чунне уçмалла каласа панăччĕ. Ун чух эпĕ «наркомовский» сăмах пĕлтерĕшне те ăнланман...
Çапла. Вăхăтра темĕн те курнă, тÿснĕ пирĕнтен аслăрах ăрури çынсем. Эпир, вĕсен ачисемпе мăнукĕсем, вĕсене хăйсене те, вĕсем пирĕншĕн тăрăшса пурнăçланă ĕçсене те хаклама пĕлместпĕр. Хăшĕ-пĕри çăкăра та ĕнерхипе паянхи çине уйăрать.
Маншăн çăкăр – яланах Çăкăр. Сире те çăкăра çав çÿлерех çырса кăтартнă хĕрарăм пек ан хаклăр тесе каласшăн.
Ан манăр, сĕтел çинче çăкăр пулсан пурнăçра ытти те пулать. Çăкăр сĕтел çине тар тăкмасăр çитменнине самантлăха та манас марччĕ. Апат-çимĕç лавккине кĕрсен çавăн пек ыйту пама тăхтасчĕ.
Игорь Майков.
Кашмаш ялĕ.