02 июня 2010 г.
Вăрçă ветеранĕ тата ĕç ветеранĕ. Çак сăмахсене илтсен кашнинчех вĕсене тивĕçнисем пирĕн ума Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн патриочĕсем пек тухса тăраççĕ. Вĕсем ăна тивĕç те. Хăй вăхăтĕнче фронтра юн юхтарса Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ асаттесемпе пĕр ретрех çав çулсенче тылри ĕç фронтĕнче пуласлăхшăн епле çапăçу пынине паян кам вĕçне çитиех уçса парĕ-ши; Йăлтах фронт валли! Йăлтах Çĕнтерÿ валли! Çак чĕнĕве 1941-1945 çулсенче талăкра 25 сехет ĕçленĕ хĕрарăмсемпе хĕр-пикесем, арçын ачасемпе салтак çулне çитеймен каччăсем шутласа кăларнинчен тĕлĕнме кирлех-ши тата; Çук. Çĕр планетăшăн хăрушлăх кăларса тăратнă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине пуçласа янă фашизмпа кĕрешме ĕç фронтĕнче урăхла çул пулман. Муркаш ял тăрăхĕнчи Çурлатри ялĕнче çуралса ÿснĕ тата кунтах пурăнакан Нина Димитриевна Курбатовăпа калаçса ларнă чухне те çак шухăшсем самантлăха та пуçран каймарĕç. Çĕнĕ ĕмĕрти хăватлă технологисене алла илсе пыратпăр. 60-70 çул каялла вăй хунисен çул-йĕрне пăхатăн-тишкеретĕн те вĕсем паян та пирĕн хушăмăрта пурри çĕнĕлĕхсен çулне ытларах анлăлатма ыйтать.
Нина Димитриевнăн кун-çулне пĕтĕмĕшле Чăваш Республикинчи тата Муркаш енри çĕршер, пиншер хĕрарăмăннинчен нимĕнпех те уйăрма çук. Анчах унăн ĕç утăмĕсене пăхсан çапла калаймăн.
Нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ Нина пурнăç тути-масине ачаллах çителĕклĕ курнă. Ашшĕпе амăшĕ 9 ача çуратнă пулсан, вĕсенче 4-шĕ кăна пурнăç çулĕ çине тухса малалла утма мехел çитернĕ. Телейĕсем çапла пулнă-тăр.
– Анне 9-мĕш ача çуратнă чух эпĕ 7 çулхи ачаччĕ. Медицина пулăшăвĕ паянхи пек пулман çав. Анчах ача çуратасси те йывăрлăхсенчен хăрамасăрах тĕнчере чи пысăккиччĕ. 9-мĕш ача çуратсан анне пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Пĕчĕк Алевтинăна 9 эрне ĕне сĕчĕпе усрарăмăр, анчах унăн ĕмĕрĕ те вăрăма каяймарĕ, – куççульне шăлса илсе калаçу пуçларĕ Нина кинемей.
Ачалăхпа çамрăклăх çулĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тĕлне лекнĕрен Нина та тутлă пурнăç курайман. Шкулта 4 класс вĕреннĕ хыççăн ашшĕ: «Килте ĕçлемелле», – тесе шкула яманни, учительсем хĕр ачана шырама пырсан вăл тăтăшах колхоз фермине тарса пытанни паян çеç кăсăклă. Ун чухне вара Нинăн мĕн чуль куççуль юхнине кам пĕлсе çитерĕ-ши;
Çавăнпа та кинемейĕн ĕç стажĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнипе пĕр вăхăта килсе тухать те. Аслисемпе пĕрле Етĕрнене çити çĕр улми турттарса кайнисем – аслă ĕç çулĕн малтанхи утăмĕсем. Йывăр пулнă, анчах пурте чăтнă та Çурлатри хĕрĕ те ыттисемпе танах тÿснĕ, ĕçпе Çĕнтерĕве çывхартнă.
– Лаша хресченĕн тĕп ĕç вăйĕччĕ. Колхозри кĕсресем уйрăм сарайĕнче тăратчĕç те вĕсене юрма мана илсе каятчĕç. Кĕсресемпех уйсене сÿрелеме те тухма тиветчĕ. «Кĕсрисем тапранса кайсан эсĕ тар. Вĕсем хăйсемех чарăнаççĕ», – тетчĕ ĕçре ертсе пыракан Маруç аппа. Çапла вара 14 çултах аслисемпе тан ĕçлеме пуçларăм. Юлташсем шкула каятчĕç, эпĕ вара аслисемпе пĕрле Çĕмĕрлене çити вăрман касма çуран тухса утаттăм. Çул çинче вут хурса типшĕнсе çĕр каçаттăмăр, – каласа парать кăçалхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче 80 çул тултарнă Нина.
17 çулта хăйне Кирок пиччĕшĕ сурăх фермине ĕçлеме илсе кайни те кинемейĕн асĕнчен каймасть. Ăçта унта; Путексемпе пĕрле 120-130 сурăха çитсе каякан ферма тавра кашкăрсем уласах çÿретчĕç çав. Йăпăрт пăрăнтăн кăна – пĕр-ик сурăх çук та. «Çатан карта урлă вĕлт! кăна каçатчĕç вĕсем», – аса илет ĕç ветеранĕ.
1950-мĕш çулсем пуçламăшĕнче вак колхозсене пĕрлештерес пĕрремĕш юхăм çитсен Çурлатринчи «Буденный» колхоз та Евтихий Андреев ертсе пыракан «Знамя труда» колхозпа пĕр пулать. Çурлатринчи сурăх ферми вырăнне ĕнесене илсе пыраççĕ те Нина Димитриевнăна унта ĕçлеме чĕнеççĕ.
– П. Онькова ферма заведующийĕ пулма çирĕплетнĕччĕ. Кунти ĕçсене йĕркелесе ярассишĕн вăл ответлăччĕ. Мана ĕçе чĕнчĕ те килĕшрĕм. Ферма çитсен куççуль юхса анчĕ. Ĕнисене çунапа хурса килнĕ те лешсем тăраймаççĕ. Çакна курса ĕçлекеннисем те макăраççĕ. Евтихий Андреевич манран ĕçрен хăранипе хăраманни пирки ыйтса пĕлни паян та асра. «Çынна ĕç хитрелетет», – тесе колхоз председателĕ хыççăн ĕне сарайне кĕрсе кайрăм. Пуçланчĕ вара лачакара тăракан ĕнесене тăратса шăварасси, тасатса сăвасси. Начар ĕнесен ушкăнĕнче 5-ĕн ĕçлеттĕмĕр: йăтатпăр, сăватпăр, вырттаратпăр. Çырмаран кунне 50 картлам шыв йăтаттăмăр, – каласа парать Нина кинемей кашни ĕç çинче уйрăммăн чарăнса тăрса.
Йывăр пулнă, анчах çу каçа пĕр ĕнене те, пăрăва та вĕлермен. Пурте вăйланса илнĕ, ура çине тăнă. Çакăншăн дояркăсем те, хуçалăх ертÿçи те савăнмасăр тăма пултарайман.
– Кĕркунне Евтихий Андреевич ăнăçлă ĕçленĕшĕн тав тума пычĕ те ура çинче тăракан таса ĕнесене пăхса хĕпĕртенипе ташă пуçласа пачĕ. Эх савăнтăмăр вара! – йăл кулăпа çуталчĕ кинемей пичĕ. – Çапла ĕçлесе кĕçех пĕр ĕнерен 20-22 килограмм сĕт суса республикăра та малтисен ретне тухрăмăр. Çакна курма А. Николаев космонавт килни те паянхи пекех куç умĕнче.
1953 тата 1955 çулсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи социализмла ăмăртура çĕнтернĕ Нина Димитриевна Курбатовăна Чăваш Республикин Министрсен Совечĕпе КПСС обкомĕ «Республикăри чи лайăх доярка» ят панă. Ĕç чунлă хĕрарăмăн кăкăрне паян Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕшĕн юбилей медалĕсем, «Ĕç ветеранĕ» медаль, «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллă илем кÿреççĕ. Н. Курбатова ĕçĕпе пурнăçĕ Чăваш автономийĕ 90 çул тултарнă май унăн утăмĕсен пĕр пайĕ пулни пирки иккĕленÿ çук.
Анатолий БЕЛОВ.