02 июня 2010 г.
Çулсеренех Пĕтĕм тĕнчери гемофилия федерацине кĕрекен çĕр-шывсен хисепĕ ÿссе пырать. Гемофили кунне тĕнчипе паллă тăвакан кун та пур. Ăна çак сиплеме май çук ăруран ăрăва куçакан чир çине ытларах тимлĕх уйăрассишĕн паллă тума йышăннă та. Тĕнчипе гемофилийăпа 400 пин çын – 10 пин арçынтан пĕри – чирлет.
Гемофилия – ашшĕ-амăшĕнчен куçакан чир. Çак чирпе чирлисем пурнăç тăршшĕпех юн кĕвĕлес йĕрке пăсăлнипе аптăраççĕ. Чир тĕслĕхĕсен 80 проценчĕ юн шĕвекĕнче ятарлă глобулин çитменнипе çыхăннă. Çапла вара чирлисен юн кĕвĕлес вăхăт тăсăлать, пĕчĕк суран пулсан та юн вăйлă юхать. Юн кирлĕ пек кĕвĕлменни арçынсен кăна палăрать. Йывăрлăхĕпе вара вăл тĕрлĕ çемьесенче ăруран ăрăва тĕрлĕрен куçса пырать.
Камсен пулать-ха çак чир; Социаллă шая тата этемсен расине пăхмасăрах, вăл ялан тенĕ пекех арçынсен кăна пулать. Чире куçаракансем – хĕрарăмсем, хăйсем вара вĕсем çак чирпе аптăрамаççĕ. Юн кĕвĕлменни йывăр формăллă чухне пулмалла мар çĕртех юнăхнă (кăвакарнă) вырăнсем пулаççĕ е суранран юн ытла та вăрах вăхăт хушши юхать.
Арçын ачасен çак чир паллисем вĕсем упаленме е утма пуçличчен палăрмаççĕ. Вĕсем чирлĕ пулнине юнăхнă вырăнсем пулнипе е чĕлхепе тутаран юн юхнипе пĕлме пулать. 2-3 çулхи арçын ачасен сурансенчен юн юхнине пула мышцăсемпе сыпăсем те сиенленме пултараççĕ. Çакна пула шыçсарах тăракан вырăнсем ыратаççĕ тата алă-ура хусканăвĕсем вăйсăрланаççĕ.
Шел пулин те, паян çак чире пĕтĕмпех сиплеме майсем çук. Анчах та юн чылай юхассине чарма пулăшакан препаратсем паян çителĕклĕ. Çапла вара пĕр-пĕр операци тунă е шăл кăларнă хыççăн, мышцăсемпе сыпăсене е ытти тĕртĕмсене (тканьсене) юн кайнă хыççăн вĕсемпе тухтăрпа канашласа сипленмелле.
В. ГРИГОРЬЕВА,
Муркашри тĕп больницăн
участокри терапевчĕ.