Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулти лагерьсенче – пĕр смена çеç

29 мая 2010 г.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкулсенче йĕркеленекен лагерьсем – вĕренÿрен пушаннă ачасен вăхăтне усăллă ирттермелли чи лайăх мелсенчен пĕри. Акă июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса лагерьсем хăйсен алăкĕсене уçĕç. Кун пирки тĕплĕнрех район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ А.Н. ДАНИЛОВА каласа пачĕ:

– Кăçал та кашни шкултах çуллахи каникул вăхăтĕнче лагерьсем уçăлаççĕ. Анчах та ытти чухнехи пек икĕ-виçĕ сменăпа ĕçлеттерме май килмест вĕсене. Ку укçа-тенкĕ ыйтăвĕпе çыхăннă. Апла пулин те лагерьсем пĕтĕмĕшле вĕренекенсен 31,8 процентне активлă канупа тата ĕçпе тивĕçтереççĕ. Лагерьсенче миçе ача пулассине вара шкулта пурĕ миçе ача вĕреннине шута илсе палăртнă.

– Мĕнле йышши лагерьсем ĕçлеççĕ-ха апла пулсан;

– Шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем тата профиль лагерĕсем çеç уçма палăртнă кăçал. Ĕçпе кану лагерĕсене йĕркелеме, каларăмăр ĕнтĕ, укçа-тенкĕ сахалтараххипе, шел пулин те, май килмест.

Шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче ачасене апатлантарасси республика бюджетĕнчен уйăрса панă укçа-тенкĕпе пулса пырать. Кунне пĕр ачана 55 тенкĕлĕх çитереççĕ кунта. Профиль лагерĕсене çÿрекен ачасене апатлантарма укçа-тенкĕне вырăнти бюджетран уйăрнă. Пĕр ачана кунне çитерме палăртнă сумма 30 тенкĕпе танлашать. Лагерьсене 7-15 çулти ачасем çÿреме пултараççĕ.

– Ачана шкулти лагере çÿретес тесен ашшĕ-амăшĕн заявлени çырмалла-и;

– Çапла, ашшĕ-амăшĕн заявлени çырмалла. Ку ĕç пуçăннă ĕнтĕ. Ĕлкĕрейменнисен вара тунти кун тăхтаса тăмасăрах çак ĕçе пурнăçламалла. Мĕншĕн тесен лагерьсенче кунне икĕ хутчен лайăх апатлантарнисĕр пуçне ачасен вăхăта интереслĕ ирттерме майсем чылай. Тĕрлĕ конкурссем, мероприятисем ачасемшĕн усăллă пуласси иккĕлентермест. Яланхи пекех лагерьсене çÿрекенсен спартакиади те иртет. Кашни кун мĕнле иртессине вара воспитательсем хăйсен планĕсенче çырса кăтартнă. Вĕсене халĕ çирĕплетеççĕ.

Тепĕр самант çинче те чарăнса тăрас килет. Лагерьсене çÿрекен ачасене эрнере пĕрре е икĕ хут «Сывлăх» ФСК-на бассейна илсе çÿрессине графикпа палăртса хунă ĕнтĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшне тата воспитательсене ачасен бассейна çÿреме ирĕк паракан справка пулмалли çинчен аса илтеретпĕр. Шыва кĕмелли костюмсем, пуçа тăхăнмалли калпаксем, сланцы – пĕтĕмпех пулмалла. Ачасем бассейнра чухне вĕсемпе пĕрле воспитательсем тата инструкторсем пулаççĕ.

– Лагерьсем кăçал пĕр сменăпа кăна ĕçлеççĕ терĕмĕр. Вăл миçе куна тăсăлĕ;

– Шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьти пĕр смена 21 кунпа танлашать. Унта пурĕ 634 ачана илме палăртнă. Профиль лагерĕсенчи смена июнĕн 1-16 мĕшĕсенче иртет, вĕсенче пĕтĕмĕшле 595 ача пуласси паллă.

Н. НИКОЛАЕВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика