Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Турци кĕрĕкне çунтарас килмерĕ»

29 мая 2010 г.

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери пируса йышăнмалла мар кун. Çакă ăнсăртран мар. Çынсем вилессин пĕлтерĕшлĕ иккĕмĕш сăлтавĕ шăпах пирус пулса тăрать. Тарăна кайнă çак сиенлĕ йăла çыннăн активлă пурнăçĕн чĕрĕк пайне пĕтерет. Пирус туртнине пула тĕнчере çуллен 5 миллион çын вăхăтсăр пурнăçран уйрăлать. Раççейпе илсен – 300 пине яхăн. Çаксем çинчен тата Муркаш райповĕ урлă район çыннисем иртнĕ çул 13 миллион та 280 пин тенкĕлĕх 1 миллион та 30 пин те 800 пачка пирус туянни пирки шутласа утрăм та эпĕ Н. Еропанов ертсе пыракан «Компьютерсем» салон еннелле. Муркаш райповĕ çумне Мăн Сĕнтĕрсене тата уйрăм предпринимательсен магазинĕсене хушсан... Ытарлăрах шутласан пирĕн çынсем иртнĕ çул 25 миллион тенкĕне яхăнлăх пирус мăкăрлантарнă. Çунтарнă çак укçана район территорийĕнче çурт-йĕр е ытти социаллă объектсем тума усă курнă пулсан, пирĕн пурнăç пĕр çулталăкрах тĕпрен улшăнмаллаччĕ. Анчах тĕллевсене «пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕ» таптарĕ: çурт тăваймарăмăр, çул сараймарăмăр, çĕнĕ спорт залĕ хута каяймарĕ...

Николай Васильевич Еропанов мана кăмăллăн кĕтсе илчĕ.

– Пирус туртман çынна кофе сĕнме кăмăллă, – йăл кулă парнелерĕ черетлĕ клиентăн ыйтăвĕсене татса панă хушăрах ман еннелле çаврăнса «Компьютерсем» салон ертÿçи.

– Вăрттăнлăх тумăпăр. Хăçан пируспа туслашнă эсĕ тата епле хăтăлтăн çав сиенлĕ йăларан; Пирус тĕтĕмĕн серепинчен тухмалли утăма тума çăмăл-и; Мĕн тÿссе ирттерет кун пек чух пирус туртакан; – ыйтусемпе пуçăнтăм хамăн сăмахăма.

– Паян паракан çак пĕчĕк интервью пĕр çамрăка та пулин тĕрĕс çул суйласа илме пулăштăр тесе килĕшрĕм эпĕ сирĕнпе тĕл пулма. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче «Ял хуçалăхне механизацилесси» факультетра вĕреннĕ чух 1991 çулта Мускава «ЗиЛ» автозавода практикăна кайсан юлташсем астарнине чăтайманнипе хăнăхрăм çак сиенлĕ йăлана. Киле таврăнсан анне вăрçрĕ, анчах... Çапла вара «хаклă» пируспа йĕркеленнĕ туслăх 10 çула тăсăлчĕ.

Лайăхах астăватăп, 2001 çулхи утă уйăхĕ. Ирлесе вăранса кайрăм та нимĕн çинчен шухăшламасăр ытти чухнехи пекех пирус шыратăп. Анчах çĕркаç пĕтнĕ пулнă вăл. Çавăн чухне пуçа вăрттăн шухăш пырса кĕчĕ: «Мĕн чуль укçа пĕтеретĕп-ха эпĕ çулталăкра пирус туртса;» Хам вăл вăхăтра перекет банкĕнче ĕçленĕскер тата хаклă йышши пируссене çеç туяннăскер ыйтăвăн хуравне хăвăрт тупрăм: Турцире туса кăларнă 10-12 пин тенкĕлĕх пĕр чаплă кĕрĕк! «Хаклă йышши кĕрĕк çунтармалăхах пуян-ши вара эпĕ;» ыйту çав самантра пирус туртас килнине «хупларĕ».

– Ку ыйту çине хуравĕ ансат-и; – тăсатăп калаçăва.

– Шăпах çак йывăрлăха çĕнейменни нушалантарать те чылай арçынна. Кунта компьютер çинчи пекех хăйĕн программи. Пирус туртма пăрахас тесен çав вăхăтра эрех ĕçмесĕр пурăнмалла. Ку пĕрремĕшĕ. Иккĕмĕшĕ. Малтанхи икĕ эрне йывăр вăхăт. Кунта, шÿтлесерех каласан, малтанхи 1-2 кунне кĕтÿре пĕччен çÿремелле. Çывăхра туртакан çын ан пултăр. Çакăн чухне 2 эрне хушши кĕсьерен хĕвел çаврăнăшĕпе канфет ан тухтăр. Нервăсене лăплантарма вара çумра глицин таблетки пулни вырăнлă. Хăвна япăх туйма пуçласан чĕлхе айне хунă глицин пăлханăва ирттерсе ярать. Хыççăнхи икĕ уйăхра юлташсемпе чух пирус туртас килет, тĕлĕкре те хăв туртни тĕлленет. Çак тапхăр та хыçа юлсан çеç ир тăрсан пирус пирки шутлани иртсе каять. Малти вырăна мăшăр, ачасемпе ырă ĕç тăвас шухăшсем тухаççĕ. Пурнăç илемне туйса илетĕн.

– Пирус туртмасан ÿт хушăнать тенине мĕнле хаклатăр;

– Пушă вырăн ахаль юлмасть тенĕ пек кун пекки чăнах та пулма пултарать. Çитменлĕхе спортпа саплаштарни вырăнлă, – пулчĕ хурав. – Пурнăçра мĕн те пулин çĕнсе илес тесен хăш-пĕр сиенлĕ йăларан пăрăнма тивет. Пирус туртмастăп та çав вăхăта ĕç пирки шутласа çĕннине шыраса ирттеретĕп. Стреса ирттерме пирус туртатăп текенсене çав йывăрлăха туссемпе калаçса е спорт снарячĕ патне пырса ирттерме сĕнетĕп – пулăшать. Наука çирĕплетнĕ ĕнтĕ, пирус туртма пăрахнă çыннăн организмĕ вăхăт иртсен пĕтĕмпех юсанса çитет, пĕрре те алла пирус тытман çыннăнни пек пулать. Кун пек чух пурнăç илемĕ куç тулли пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Манăн методикăпа кăсăкланакансене хам патăма калаçăва пыма сĕнетĕп. Сÿтсе явăпăр та пĕрлехи йышăну тăвăпăр.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика