29 мая 2010 г.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче виçĕ уйăх инкек-синкек сиксе тухассинчен, йĕркене пăсассинчен ашшĕ-амăшĕ ытти чухнехинчен ытларах хÿтĕлеме тивĕç хăйсен ачисене. Тепĕр чухне вара ачисене те ашшĕ-амăшĕнчен хÿтĕлемелле. Шел, анчах кун пек тĕслĕхсем те районта сахал мар. Акă Ярославка ял тăрăхĕнчи Н. Мясникова хăйĕн пĕчĕк ачине пăхма ниепле те вăхăт тупаймасть. Пĕрле пурăнакан арçынни те ниçта та ĕçлемесĕр эрех ăшне путнă, унпа пĕрле ача амăшĕ те алла лекнĕ эрех стаканне пушатмасăр тăмасть. Темиçе хутченех сипленĕ ăна, кодировать тунă, пурпĕр усси çук. Çавăнпах ĕнтĕ амăшĕн прависенчен хăтарма материалсем те пухмалла пулчĕ.
Чуманкасси ял тăрăхĕнчи С. Строюна та темиçе хутчен асăрхаттарнине шута илменрен ачине туртса илмех тивнĕччĕ. Кайран вара вăл хăй сипленнине, малашне ачине тивĕçлĕ воспитани парассине ĕнентерме пултарнăран ачине тавăрса пачĕç. Кăлăхах пулчĕ пулмалла. Амăшĕ ачине пăхманни пирки ялти çынсем те пăшăрханса калаççĕ.
Майăн пĕрремĕшĕ тĕлне РФ Административлă нормисене пăснин кодексĕн 5.35 статйипе килĕшÿллĕ пурĕ 56 ашшĕ-амăшне явап тыттарнă.
Лайăх тĕслĕхсем те пур-ха. Акă Оринин ял тăрăхĕнчи Васильевсен çемйи хăйсен пысăк йăнăшне ăнланса илме пултарчĕ. Маларах эрехе ытла та хытă килĕштернипе хăйсен ачине садикран та илме маннă пулсан халĕ вĕсем тĕрĕс çул çине тăчĕç, малалла та йĕркеллĕ пурăнасса шантараççĕ.
Йркене пăснă çул çитмен ачасем те, хăйсен йăнăшĕсене ăнланса илнисем, кайран килсе тав тăваççĕ. Çакнашкал çамрăкра çынлăх тени пулнăран ĕнтĕ тав сăмахĕ калама ăс çитерет вăл. Апла пулсан вĕсем çине аслисем вăхăтра тимлĕх çителĕклĕ уйăрманни курăнать те. Çапла вара ашшĕ-амăшĕнчен питĕ нумай килет.
Кăçалхи тăватă уйăхри кăтартусене тишкерсен (пиллĕкмĕшĕ вĕçленейменрен) çул çитменнисем пурĕ 4 преступлени тунă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан преступленисен шучĕ чакни курăнать, анчах та умра çуллахи каникул. Шăпах çак вăхăтра ĕнтĕ район территорийĕнче вырнаçнă лагерьсенче йĕркене пăснисем ĕç практикинче ытларах пулнăран кăçал та сыхă пулма хистет. «Лесная сказка–Алый парус», «Березка», «Солнышко» тата «Ильинский» лагерьсен ертÿçисемпе пĕрле районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕпе уйрăмсен ертÿçисем хутшăннипе профилактика мероприятине майăн 21-мĕшĕнче ирттертĕмĕр. Кĕсье телефонĕсене зарядкăна лартакан пÿлĕмре видеосăнав йĕркелемеллине, ачасене хăй тĕллĕн лагерь территорийĕнчен тухса каясран пăхсах тăмаллине хытарса каларăмăр. Çапах та ашшĕ-амăшне хăйсен ачисене лагерьте кĕсье телефонне парса хăварма ан тăрăшăр-ха тесе калас килет. Акă пĕлтĕрхи кану вăхăтне илес пулсан та телефонсене çухатни, вĕсене вăрлани пĕрре кăна пулман.
Çÿлерех асăннă 4 тĕслĕхе илсен вĕсем хушшинче кĕсье телефонне вăрлани те пулчĕ. Çурлатăри ялĕнче пурăнакан А. Петров, Муркашри вăтам шкулта вĕренекен турĕ çак ĕçе (кун пирки хаçатра маларах тĕплĕн пĕлтернĕччĕ). Тепĕр хĕр ача пур пирĕн учетра – О. Степанова. Муркашран вăл. Ку таранччен япала вăрлани 4 тĕслĕх пулнă унăн. Ăна административлă майпа асăрхаттарнă, пĕр ĕçне суд та тишкернĕ ĕнтĕ. Çук, лăпалмасть-ха. Çак кунсенче акă Шупашкартан материал ярса пачĕç. «Пирĕн хĕр ача» лавккаран тĕрлĕ çимĕç илсе тухма тăнă иккен.
Çул çитменнисене йĕркене пăсасран асăрхаттарас, йĕркене пăсакансене, çул çитменнисене тĕрлĕ преступлени тума явăçтаракансене тупса палăртас тесе хамăрăн ĕçе тивĕçлипе пурнăçлатпăр. Ачасене çĕрлехи вăхăтра та ятарлă рейдсем йĕркелесе тĕрĕслетпĕр.
Районти шалти ĕçсен пайĕнче маларах ĕçлекенсен пуян опытне вĕренсе, çĕнĕлĕхсене алла илсе ĕçлесе пыма тăрăшатпăр. Паян пирĕн уйрăмра Н. Пушкина тата С. Белов вăй хураççĕ. Июнĕн 31-мĕшĕнче Раççейре çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекцисем йĕркеленнĕренпе 75 çул çитет. Çавăнпа та паян пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмăн специалисчĕсене те, инспекцие маларах ертсе пынисене те уяв ячĕпе саламлас килет. Малтанхи çулсенче инспекцие Р.Н. Филиппова, В.И. Федоров, А.П. Осипова (Ямутина), М.Н. Васильева, Г.И. Григорьева, В.М. Максимов ертсе пынă. Пурне те çирĕп сывлăх, çемьере ăнланупа килĕшÿ, телей сунатăп. Паян ĕçлекенсене тата – çирĕплĕхпе чăтăмлăх.
М. КОНУЗИНА,
районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмăн пуçлăхĕ, милици майорĕ.