Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус туртман хĕрсен шăпи телейлĕрех пулĕ

29 мая 2010 г.

Кашни çулах майăн 31-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра пирус туртма пăрахмалли куна паллă тăваççĕ. Кăçал çак кун пире пĕр кун кăна пируссăр пурăнмаллине пĕлтермест. Çак кунтан пуçласах яланлăхах çак сиенлĕ йăларан хăтăлма хистет. Ытларах чух мĕн те пулин татăклă йышăну тумалла чухне эпир «çитес тунти кунтан пуçлăп-ха» тесе калама хăнăхнă. Пирус туртма пăрахмалли кун кăçал шăпах тунти кунпа пĕр килет. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркипе пурăнма пуçламалли кун пултăр ку сирĕншĕн, хаçат вулакансем.

Кăçалхи Пĕтĕм Раççейри акцинче пирус туртма пăрахассине пропагандăланипе пĕрлех хĕрарăмсем туртнин сиенĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма палăртнă. Ку ахальтен мар, мĕншĕн тесен кашни хĕрача – пулас ача амăшĕ. Çавăнпа та хĕр пирус туртать пулсан, вăл хăйĕн сывлăхне çеç мар, хăйĕн пулас ачин сывлăхне те ним вырăнне хуманнине пĕлтерет. Паянхи калаçура районти тĕп больницăри нарколог врачпа Л.М. Ивановăпа çак тема тавра калаçни пĕр хĕре те пулин пирус туртма тăснă аллине каялла илме пулăшрĕ пулсан – пирĕн тĕллев пурнăçланчĕ, тесе те шутлама пулать. Мĕншĕн тесен çак пĕр пурнăç хăй миçе пурнăçпа çыхăннă. Эппин итлер-ха Лариса Меркурьевнăна.

– Паллах, пирус туртни хĕрарăмсенне çеç мар, пурин сывлăхне те хавшатать. Уйрăмах вăл ачасен тата хĕрарăмсен сывлăхне япăх витĕм кÿрет. Пирус туртакан хĕрарăмсен ракпа чирлес хăрушлăх пирус туртманнисенчен 2,5–5 хут пысăкрах. Америкăри рак чирĕпе кĕрешекен обществăра ĕçлекен Тейлор тухтăр шутланă тăрăх, çитес вăхăтра туртакан хĕрарăмсен йышĕ чакмасть пулсан, тепĕр 3-4 çултан ÿпке ракĕ хĕрарăмсем вилессин тĕп сăлтавĕ пулса тăма пултарать (халĕ кăкăр шыççи ытларах тĕл пулать).

Унсăр пуçне пирус туртакан хĕрарăмсен арçынсен пекех сăмса пырĕн, çăвар, пыр ракĕпе, çавăн пекех шăк хăмпин, пÿре, вар-хырăмай парĕн ракĕпе чирлеме пултараççĕ. Çакна та асăнмасăр иртме çук. Туртакан хĕрарăмсем тата эрех ĕçеççĕ пулсан, вĕсен çамрăклах çăвар тата чĕлхе ракĕпе чирлес хăрушлăх пур. Спирт пур шĕвек тата пирус тĕтĕмĕ пĕр клеткăсем çинех лекни рак шыççине пуçланма пулăшать.

Тĕпчев çакна та çирĕплетсе парать. Пирус туртакан хĕрарăмсен матка мăйĕн ракĕпе чирлесси туртманнисенчен 3,5 хут пысăкрах. Хĕрсем арлăх аталанăвĕ вăхăтĕнче пирус туртни уйрăмах хăрушă ку енĕпе.

50 çулсенчи хĕрарăмсем пирус туртни вара вĕсен чĕре чирĕсене аталанма май парать. Енчен те хĕрарăм кунне 2 пачка туртса ярать пулсан ку хăрушлăх 7 хут пысăк. Вăл тата юн пусăмĕ пысăккипе е диабетпа чирлет пулсан çак кăтарту тата темиçе хут пысăкланать.

Туртакан хĕрарăмсен янахай парĕ ÿссе каять. Вĕсен чĕри сиксе тухасла тапма пуçлать, хĕрарăм час-час чăркăшланма пуçлать, тарлакан пулса каять.

Пирус туртни хĕрарăмсен арлăхĕ çине сиен кÿрет. Веществосен ылмашăвĕнче çăмарталăхăн фунцийĕ чакать. Туртакан хĕрарăм арçыншăн хĕрарăм илĕртÿлĕхне çухатать. Ку çеç те мар: уйăх хушши вăхăтĕнче хырăм питĕ ыратма пуçлать, менструаци пач пĕтсе ларма та пултарать. Хĕрарăм час-часах арлăх органĕсен чирĕпе чирлеме пуçлать. Çакă ăна ача пулмасси патне илсе çитерме пултарать.

– Хĕрарăм ача кĕтет пулсан, пирус тĕтĕмĕ мĕнле хăрушлăх кăларса тăратать ачашăн;

– Хĕрарăм çие юличчен пирус туртнă пулсан плацента матка çумне кирлĕ пек çирĕпленеймест. Çапла майпа хырăм ÿкес хăрушлăх тухса тăрать. Амăшĕ пирус туртсан тин çуралнă ачана «кĕтмен çĕртен вилессин синдромĕ» патне илсе пыма пултарать. Унсăр пуçне туртакан ача хырăмра чухнех вилме е тухса ÿкме пултарать.

Пирус тĕтĕмĕ организм белоксене йĕркеллĕ йышăнассине пăсать. Çавăнпа та ача питĕ пĕчĕк виçепе çуралма пултарать, çуралсан та ÿт-пÿ тата ăс-тăн аталанăвĕ енчен кирлĕ пек аталанаймасса та пултарать. Çулланнă хĕрарăмсем хырăм юлнă вăхăтра туртсан çакă ачара ытлашши хромосомăсем пуласси, çапла вара вăл Даун синдромĕпе чирлесси патне илсе пыма пултарать.

– Кашни хĕрех илĕртÿллĕ те хитре пулма тăрăшать. Пирус туртни вĕсен ку тĕлĕшри ĕмĕтне татмасть -и;

– Тÿрех калатăп, пирус туртакан хĕр хăйĕн илĕртÿлĕхне çухатать. Ÿт якалăхĕ пĕтет. Пит çинче пĕркеленчĕксем курăнма пуçлаççĕ, пит çĕр тĕслĕ пулса е чăпарланса каять. Çамрăк хĕрарăмсен сасси хулăнланать, пыр тĕпĕнчен тухнă пек илтĕнет. Пирус тытаканăн алă пÿрнисем, чĕрнисем саралса каяççĕ. Туртакан хĕрарăмсем час-часах пуç ыратнипе аптраççĕ, вăй пĕтекен пулать, час ывăнаççĕ. Шăлĕсем те саралаççĕ, шăл эмалĕ хăйĕн çирĕплĕхне çухатать.

– Апла пулсан, Лариса Меркурьевна, туртман йăл кулăллă хĕрсен пуласлăхĕ телейлĕрех пуласси куçкĕрет.

– Ку чăннипех те çаплах. Çавăнпа та пирус туртакансене пурне те çапла калас килет: çитес тунти кунтан пуçласа çĕнĕлле пурăнма тăрăшăр – алла пирус илмесĕр. Вара сывлăх та çирĕп пулĕ, ачасем те тĕрĕс-тĕкел çуралĕç.

– Тавах, Лариса Меркурьевна, калаçушăн.

Л.ПАВЛОВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика