Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыран – экзамен

26 мая 2010 г.

Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем пуçланиччен вăхăт питĕ сахал юлчĕ. 11 класран вĕренсе тухакансем пĕрремĕш экзамена ыран тытĕç. Ăçта ирттерме палăртнă-ха пирĕн районта обязательнăй майпа иртекен экзаменсене; Ыттисене ăçта тытмалла; Çак ыйтусем çине район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ А. ЛЕСКИНА хуравларĕ:

– Пĕрремĕш тапхăрпа иртекен пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене çапла йĕркепе тытмалла пулать. Майăн 27-мĕшĕнче 11 класран вĕренсе тухакансем информатикăпа ИКТ предмечĕпе (районтан 7 выпускник), биологипе (65) тата литературăпа (4) пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене Етĕрне хулинчи 3 " вăтам шкулта тытĕç. Майăн 31-мĕшĕнче пур выпускник та (малтанхи çулсенче шкултан вĕренсе тухнисемпе пĕрле пурĕ 294 çын) вырăс чĕлхипе экзамен тытать. Вĕсем Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулсенче иртеççĕ. Июнĕн 4-мĕшĕнче экзаменсем химипе (33 вĕренекен), акăлчан (5) тата нимĕç (2) чĕлхисемпе Шупашкар хулинчи 10 " вăтам шкулта (чĕлхесемпе) тата Шупашкарти 4" гимназире (химипе) иртеççĕ. Математикăпа экзамен июнĕн 7-мĕшĕнче пулать. Ку экзамен Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулсенче иртет. Экзамен тытакансем малтанхи çулсенче шкул пĕтернисемпе пĕрле пурĕ 289-ăн. Июнĕн 11-мĕшĕнче физика (70) тата истори (37) предмечĕсемпе пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене суйласа илнисем Етĕрне хулинчи 3 " вăтам шкула çитĕç. Кунсăр пуçне географи (9) тата обществознани (105) предмечĕсене суйласа илнисем те кăçал çак предметсемпе пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене Муркашри вăтам шкултах тытĕç. Вĕсен экзамен кунĕ – июнĕн 15-мĕшĕ.

Экзаменсене шута илмелли сăлтавсене пула асăннă кунсенче тытайманнисем валли резерв кунĕсене çирĕплетнĕ: июнĕн 17,18, 19 тата 21-мĕшĕсем.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика