Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушă инкекре пиллĕкĕн вилнĕ

26 мая 2010 г.

Тунти кун районти шалти ĕçсен пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕнчен хурлăхлă хыпар çитрĕ.

«Майăн 23-мĕшĕнче, çĕрлехи 1 сехет çурă тĕлĕнче «Автанкасси – Муркаш – Козьмодемьянск» автоçул çинче инкек пулни çинчен районти шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй чаçне пĕлтерчĕç, – каласа парать районти шалти ĕçсен пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пуçлăхĕ В. Волков. – Эпир çийĕнчех шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Е. Плечов ертсе пыракан ушкăнпа вырăна çитрĕмĕр. Çулăн 14-мĕш километрĕнче хăрушă авари пулнă. Икĕ машина çапăннипе водителĕсем тÿрех вилнĕ. ВАЗ-21099 машинăри 3 пассажирăн пурнăçĕ те çакăнтах татăлнă. Тепĕр пассажирăн пурнăçне сыхласа хăварассишĕн халĕ Муркашри тĕп больницăри реанимаци уйрăмĕнче медицина ĕçченĕсем тăрăшаççĕ».

Авари вырăнĕнче тишкерÿ тунă хыççăн çакă палăрнă: пĕр машинăн водителĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 29 çулхи арçын пулнă. Ăна машинăпа çÿрес ирĕкрен 2012 çулхи март уйăхĕчченех хăтарнă, хăй вара урăх çыннăн водитель удостоверенийĕпе пулнă иккен. Тепĕр машинин рулĕ умĕнче те, пассажирĕсем те пурте Шетмĕпуçĕнчен пулнă. Пĕтĕмпе пиллĕкĕн. Ку машина водительне те, 24 çулхи каччăна, машинăпа çÿрес ирĕкрен кăçалхи июнĕн 27-мĕшĕччен хăтарнă пулнă. Урăх çыннăн машинипе çаплипех çула тухнă вăл. Машинăра вара 1990-1991 çулсенче çуралнă хĕрсем тата пĕр каччă пулнă.

Çĕрлехи шавлă пурнăç хăвăртлăха юратать, никама та шеллемест. Çакна çамрăксен манас марччĕ, ашшĕ-амăшĕн тимлĕ те витĕмлĕ сăмахлă пуласчĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика