26 мая 2010 г.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕ районти вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн, шкул ачисемшĕн питĕ тулли те ăнăçлă çул пулчĕ. Вĕрентÿ системине юрăхлă та пахалăхлă, экономика тĕлĕшĕнчен эффективлă туса хурасси, ачасен социаллă прависене хÿтĕлесси, ĕçе кадрсем тата специалистсем тĕлĕшĕнчен тултарасси, «Вĕрентÿ» нацпроектра палăртнă приоритетсене пурнăçа кĕртсе пырасси, «Пирĕн çĕнĕ шкул» националлă вĕрентÿ пуçарăвне сÿтсе явасси – çакă пĕтĕмпех пирĕн тĕллев пулчĕ.
АЧА САЧĔСЕМ
Районта пурĕ 16 ача сачĕ, 5 пуçламăш шкул–ача сачĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем çумĕнчи 8 шкулчченхи ушкăн тата 2 филиал ĕçлет. 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне 2210 ачаран 1470 ача садике çÿренĕ. Шкула кайма хатĕрленекенсенчен (5-6,5 çулхисем) 92,2 проценчĕ – ача садне çÿрекенсем.
Декабрь уйăхĕнче Катькас ял тăрăхĕнчи Яракри Культура çурчĕ çумĕнче шкула кайма хатĕрленекен ачасем валли талăкра 10 сехет ĕçлекен ушкăн уçма май тупрăмăр. Çак ушкăн Катькасри пуçламăш шкул-ача сачĕн тытăмĕнче. Ашшĕ-амăшĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерес тенипех çак вĕренÿ çулĕнче «Путене» ача садĕнче 60 ача çÿремелĕх 4 ушкăн уçăлчĕ.
Асăннă лайăх самантсемпе пĕрлех Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш салисенче пурпĕр «ачасен черечĕ» пĕтмен, шкулчченхи вăхăтрисене те 100 проценчĕпех садике çÿретме май килмест-ха. Садиксенче пурлăх базине пуянлатасси, çуртсене капиталлă юсав тăвасси те – кун йĕркинчи ыйту. Пĕлтĕр вырăнти бюджетран уйăрса панă укçа-тенкĕпе усă курса «Путене» тата «Солнышко» ача сачĕсен çурт çивиттийĕсене юсаса çĕнетме май пулчĕ. Кăçал вара «Малыш» ача сачĕн çивиттине, «Тюльпан» ача сачĕн çивиттийĕпе стенине, «Золушка» ача садĕнче ăшă трассипе канализацие юсаса çĕнетессипе ĕçлемелле.
ШКУЛСЕМ
2008-2009 вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче районта пурĕ 31 шкул пулнă, вĕсенче 4073 ача вĕреннĕ пулсан 2009-2010 вĕренÿ çулĕн сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 29 шкул тата 3902 вĕренекен шутланнă. Куратăр ĕнтĕ, вĕренекенсен йышĕ 171 ача чухлĕ чакнă. Ку вăл пĕр пĕчĕк мар вăтам шкулти ача чухлĕ. Ытларах аслă классенче вĕренекенсен йышĕ чакни палăрăмлă. Çакă Раççей Федерацийĕн «Вĕрентÿ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытмаллипе çыхăннă.
Вĕрентÿ ĕçне экономика тĕлĕшĕнчен эффективлă туса хурас тĕллевпе шкулсенче реструктуризаци ирттерессине пурнăçлама тиврĕ. Çапла Тойкилтĕри вăтам шкула тĕп шкул, Очăкассинчи тĕп шкула пуçламăш шкул–ача сачĕ, Панклири тĕп шкула Йÿçкассинчи вăтам шкулăн структура пайĕ, Тивĕшри пуçламăш шкул–ача садне «Незабудка» шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕ туса хумалла пулчĕ.
2009-2010 вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче 14 вăтам, 10 тĕп, 5 пуçламăш шкул–ача сачĕ ĕçленине документсемпе çирĕплетрĕмĕр. Оптимизаци мелĕпе ĕçлесе пырса 9 база шкулĕ йĕркеленĕ, вĕсем хушшинче – 3 ресурс центрĕ. Çак утăмсем вĕренекенсене пахалăхлă вĕрентÿ ресурсĕсемпе тивĕçтерме май туса пачĕç. 2009 çулхи октябрь уйăхĕнче Юнкă шкулне çĕнĕ автобус çитрĕ. Пĕтĕмĕшле вара 17 шкул автобусĕ кунсерен 92 ялтан 919 ачана шкула турттарать. Çак транспорта тытса тăма та укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Хальлĕхе вара Москакассинчи, Калайкассинчи, Юнкăри тата Ярапайкассинчи вăтам шкулсенче гаражсем çук.
Пĕлтĕр вырăнти тата республикăри бюджетран укçа-тенкĕ уйăрса панипе Оринин шкулĕн çивиттине юсаса çĕнетме май пулчĕ. Кăçал вара Çатракассинчи вăтам шкулăн çивиттине те юсаса çĕнетмелле, Йÿçкассинчи шкулта вара чÿрече блокĕсене улăштармалла тата канализаципе шыв пăрăхĕсене юсамалла.
ВĔРЕНТŸ
Реструктуризаци ирттерни классенче ача йышне ÿстерме тата пĕр учитель пуçне тивекен вĕренекенсен йышне те пысăклатма май пачĕ.
2001 çултанпа вĕренекенсене пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тыттарассине пур шкул та хутшăнма тытăнчĕ. 2006 çултанпа – 9-мĕш класра пĕрлехи муниципаллă экзаменсене тытассине те. ППЭ кăтартăвĕсемпе районти база шкулсенче вĕренекенсен (Мăн Сĕнтĕр, Йÿçкасси, Калайкасси, Чуманкасси, Юнкă, Муркаш, Москакасси, Çатракасси, Нискасси) результачĕсем хула шкулĕсенчи вĕренекенсенпе танлашнине çирĕплетеççĕ.
Малтанхи вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 13 выпускник ылтăн медальпе, 8 выпускник кĕмĕл медальпе шкултан вĕренсе тухрĕç. 9 класран вĕренсе тухнă 22 вĕренекен ятарлă аттестатсем илме тивĕçрĕç. Обязательнăй майпа тытмалла мар предметсемпе патшалăх экзаменĕсене суйланине тишкерсен Мăн Сĕнтĕрти, Муркашри вăтам шкулсенче тата Муркаш лицейĕнче вĕренекенсем виççĕ тата ытларах ППЭ тытма кăмăл туни паллă. Çав вăхăтрах Тойкилтĕри (пĕр выпускник та ППЭ суйласа илмен), Калайкассинчи тата Çатракассинчи шкулсенче ку кăтартусем пĕчĕк пулнă.
Юлашки çулсенче биологи, хими, географи предмечĕсемпе тытнă ППЭ кăтартăвĕсем ÿссе пыни палăрать. Ытти предметсемпе вара самаях туртăнмалла-ха.
Шкулсем инноваци центрĕсем пулса тăраççĕ. Л. Занковăн аталану вĕрентĕвĕн системипе усă курса пуçламăш классен учителĕсем С. Желтова, С. Купцова (Москакасси), П. Кожевникова (Нискасси), А. Егорова (Мăн Сĕнтĕр) тата Л. Тихонова (Муркаш) ĕçлеççĕ. Мăн Сĕнтĕрти тата Муркашри шкулсенчи пуçламăш классенче «Шкул 2010» системăпа вĕрентеççĕ.
2009-2010 вĕренÿ çулĕнче 10-11 классенче вĕренекенсен 86 проценчĕ профильлĕ майпа вĕренет. Çут çанталăкпа наука, гуманитари профилĕсене ытларах килĕштерни курăнать.
Паян шкулсенче компьютер пурри вĕрентÿпе воспитани ĕçне те çĕнĕлле аталантарма май парать. Вăтамран тăхăр ача пуçне пĕр компьютер тивĕçет. Малтанхи çул 11 ачана пĕр компьютер лекнĕччĕ. Шкулсем мультимеди проекторĕсемпе (57), проекторсемпе (17) тата интерактивлă доскасемпе (14) пуянланса пыраççĕ.
Пур ача та тăван чĕлхене, тăван тавралăх культурине вĕренме пултарать. Ку тĕлĕшпе шкулсенче электронлă вĕрентÿ пособийĕсем те, кадрсем те çителĕклĕ.
Шкулсенче мĕнле квалификациллĕ учительсем ĕçленинчен ачасен пĕлÿ шайĕ те килет. Çак вĕренÿ çулĕнче вĕрентÿ тытăмĕнче пурĕ 779 çын вăй хурать. Вĕсенчен 66-шĕ – ертÿçĕ должноçĕнче, 436-шĕ – педагогсем. Вĕрентÿ ĕçне тÿрремĕн 387 учитель туса пырать. Вĕсенчен 99 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ. Учительсен 73 проценчĕ квалификаци категорине çирĕплетсе панă: 10,2 проценчĕ – аслă категорие, 41 проценчĕ – 1 категорие, 22 проценчĕ – 2 категорие. Юлашки икĕ çул хушшинче çак кăтарту шайĕ чакса пырать. Районти учительсен вăтам ÿсĕмĕ 43 çулпа танлашать (2008-2009 вĕренÿ çулĕнче – 41 çул). Учительсен 7 проценчĕ пенси вăхăтĕнчисем (малтанхи çул – 2 процент), 35-55 çулхисем пурĕ 74 процент. 25-35 çулхисем – 18 процент, 25 çултан çамрăкраххисем – 1 процент çеç. Çапла вара учительсен 59 проценчĕ шкулта 20 е ытларах çул ĕçлекенсем.
Хăйсен квалификацине ÿстерме учительсем кашни çулах республикăри вĕрентÿ институтне тата çĕр-шыври ертсе пыракан аслă пĕлÿ паракан шкулсенчи курссемпе семинарсене хутшăнаççĕ. Тепĕр чухне дистанци мелĕпе те. Пуçламăш классене вĕрентекенсем вĕрентÿ институчĕпе уйрăмах тачă çыхăну тытаççĕ.
Шкулсенче паянхи кун тĕлне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ 10 учителĕ, «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят илнĕ 3 педагог, Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе наградăланисем виççĕн ĕçлеççĕ. 53 çын – «Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăна, 18 – «Халăха вĕрентес ĕçĕн отличникĕ» паллăна тивĕçнисем.
ВОСПИТАНИ
2009-2010 вĕренÿ çулĕнче воспитани ĕçне 260 класс ертÿçи, 5 психолог педагог, 8 социаллă педагог, 25 аслă вожатăй, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем – 10 çын – туса пычĕç.
Творчествăлла ĕçлекен класс ертÿçисене тупса палăртас, вĕсен ĕçĕпе ыттисене те паллаштарас тата ăна хаклас тĕллевпе кашни çулах районта «Самый классный классный» конкурс ирттеретпĕр. 2009 çулта çак конкурсра пуçламăш классене вĕрентекенсем хушшинче Г.А. Анисова (Ильинка шкулĕ), вăтам сыпăкри вĕрентекенсем хушшинче С.Г. Никифорова (Сосновка) çĕнтерчĕç. Вĕсем республикăра район чысне хÿтĕлерĕç. Аслă сыпăкри вĕрентекенсем хушшинче çак конкурс çĕнтерÿçисем Е.Н. Ефанова (Муркаш), 25 çулчченхи вĕрентекенсем хушшинче Шурча шкулĕнчи М.Р. Ершова пулчĕç. 2010 çулта та ку конкурс иртрĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне çаксем тивĕçрĕç: С.В. Федорова (Çатракасси шкулĕ), С.Г. Дмитриева (Шурча шкулĕ) тата В.В. Сапожникова (Мăн Сĕнтĕр).
Хăйсен ăсталăхне татах та аталантарса пырас тĕллевпе класс ертÿçисем те çулсерен республикăри вĕрентÿ институтĕнчи йĕркелекен курссенче пĕлÿ пухаççĕ.
Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех шкулсенче, районта пĕтĕмĕшле те наркомание, пирус туртассине, эрех-сăра ĕçессине хирĕç кĕрешсе профилактика ĕçĕсене аван йĕркелерĕмĕр. Çавăн пекех çул çитменнисене йĕркене пăсассине асăрхаттарассипе те. Ку анлă ĕçе эпир районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмĕпе тачă çыхăнса пурнăçласа пыратпăр. Профилактика ĕçĕ тĕрлĕ акци ирттерни урлă та пулса пырать: «Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн», «Милици тата ачасем», «Урам – пасар» тата ыттисем те. 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти çул çитменнисен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссинче 58 çамрăк учетра тăрать, районти шалти ĕçсен пайĕнче – 41. Вĕсенче 27-шĕ – шкулта вĕренекенсем.
Каникулсен вăхăтĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетесси тата вĕсен ĕçпе канăвне йĕркелесси çине те яланах пысăк тимлĕх уйăратпăр. 2009 çулта вĕренекенсен 47 процентне çак ĕçе туллин явăçтарма май килчĕ. 14 ĕçпе кану лагерĕ, шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли 25 лагерь, 20 профиль лагерĕ ĕçлерĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 461 çамрăка вăхăтлăх ĕç тупса пама пултартăмăр.
2009 çулта опекăпа попечительство органĕ те ачасен прависене хÿтĕлессипе çине тăрсах ĕçлерĕ. 96 рейдра пĕтĕмпе 441 çемьери условисене тишкерме май пулчĕ. Вăхăтран вăхăта пăхса тăмалли çемьесем пĕлтĕрхи çул 61 пулнă. Çавăн пекех ачана усрава илнĕ çемьесене те тăтăшах тĕрĕслесе тăраççĕ. Пĕлтĕр Раççей Федерацийĕн Административлă нормисене пăснин кодексĕн 5.35 статйипе килĕшÿллĕн (ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçламаннишĕн) 100 ытла ашшĕ-амăшне районти çул çитменнисен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссинче пăхса тухма тивнĕ. 6 çынна ашшĕ-амăш правинчен хăтарнă. Районта ачана усрава илнĕ çемье 11 пулнă.
Ачасене хушма вĕрентÿпе тивĕçтерессипе районта 4 учреждени тимлет: çамрăк техниксен станцийĕ, ача-пăча пултарулăх çурчĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ тата ача-пăча искусство шкулĕ. Вĕсем республика шайĕнче те малтисен ретĕнче. Апла пулсан унта вăй хуракан тăрăшуллă педагогсене те асăнмалла: Ю.Н. Самушков, Э.А. Гордеев, В.Т. Моисеев, С.В. Черкашин. И.В. Петрова ертсе пыракан «Калинка» ташă ушкăнне, Л.А. Митрофанова ертсе пыракан кадетсен ташă ушкăнне республикипех аван пĕлеççĕ.
Физкультурăпа спорта кăмăллакансем валли районта ятарлă сооруженисем сахал мар. Пĕлтĕрхи çул пĕтĕмпе районта 52 ăмăрту ирттерме хал çитертĕмĕр, кунсăр пуçне хуçалăхсен шайĕнче тепĕр 16 ăмăрту. Шкул ачисен спартакиадине йăлана кĕнĕ тăрăх спортăн 8 тĕсĕпе ирттеретпĕр. Район шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртăва ирттерме пулăшакан ертÿçĕсене, уйрăмах Н.Г. Ванеркина («Моргаушская» чăх-чĕп фабрики)тата Б.В. Андреева (Муркаш райповĕ) ырăпа асăнса хăварас килет. Пирĕн вĕренекенсем Раççей тата республика шайĕсенчи 40 ăмăртăва хутшăнчĕç. Чăваш Республики Президенчĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртекен спартакиадăра пĕтĕмĕшле кăтартусемпе 5-мĕш вырăна тухма пултарчĕç.
Районти тата республикăри «Орленокпа» «Зарница» вăйăсене хутшăнма шкулсенчи çарпа патриот клубĕсем лайăх хатĕрленеççĕ. Çултан-çул вĕсен ÿсĕмĕсем (пурĕ 4 клуб: «Родина», Е. Борисов ячĕллĕ, Г. Алексеев ячĕллĕ тата М. Шуйцев ячĕллĕ) те палăрăмлăрах.
2009 çулхи çитĕнÿсемпе Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине районти 9 çамрăк тивĕçрĕ. Раççей Президенчĕн 2006 çулхи апрелĕн 6 мĕшĕнче вăя кĕнĕ Указĕ тăрăх Президент премине (30 пин тенкĕ) 3 çамрăк хĕр тивĕçрĕ: Елена Алексеева (Оринин шкулĕнче вĕренет), Татьяна Арсентьева (Йÿçкасси шкулĕнче) тата Валентина Максимова («Ударник» хуçалăх).
Ÿсĕмсем çук темелле мар. Тăрăшсан вĕсем татах та ытларах пулассине кашни педагогăн пĕлсе тăмалла. Малашне учительсен обществăлла пурнăçа активлăрах хутшăнассипе те ытларах тимлемелле, ачасене тарăн, пурнăç условийĕсем ыйтакан пĕлÿпе тивĕçтерессишĕн тăрăшмалла.
З. ДИПЛОМАТОВА,
район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи.