Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пирĕн бизнес – район аталанăвĕшĕн»

26 мая 2010 г.

Районти пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕнче Леонид Геннадьевич Ильгечкин ертсе пыракан Мăн Сĕнтĕрте вырнаçнă «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество тăрăшулăхне кура хăйне евĕр курăмлă вырăн йышăнать. Призводствăри чи ăнăçлă технологисене алла илеççĕ тейĕн вĕсен ĕçне курса хак парсан. Пытармăп, çапла тăвакан йăнăшмĕ тата Мăнсĕнтĕрсенче хăй аталанăвĕн, пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн пĕтĕмĕшле ыранхи çул-йĕрне курĕ.

«Сундырь-Хлеб» ООО – Мăн Сĕнтĕр райповĕн çăкăр комбиначĕ – хăйĕн историне 1965 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче çырма пуçлать. Пĕрремĕш кунранах çанă тавăрса ĕçе кÿлĕннĕ коллектив пилĕк çултан ĕç хăватне çулталăка вуншар хут ÿстерет. Тăрăшулăхне кура Мăнсĕнтĕрсен ячĕ районта çеç мар, унăн тулашĕнче те инçете сарăлать.

Иртнĕ çулсенче Мăн Сĕнтĕрти «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество Муркаш тăрăхĕнче çеç мар, Чăваш Енре те, республика тулашĕнче те хастар та мал туртăмлă ĕçĕпе ырă ята тивĕçнĕ. Таçта пулсан та сентре çинче Мăнсĕнтĕрсен продукцийĕ нумайччен выртнине курма çук. Туянакансем ăна ялан кĕтеççĕ, ун пирки ырă сăмах кăна калаççĕ. Çакă вара Мăнсĕнтĕрсене пĕр вырăнта лартмасть: тăтăшах шыравра вĕсем, çĕннине алла илессипе районта та, республикăра та малтисен ретĕнче. Халĕ каланине курса-пĕлсе тăнăран асăннă обществăн ĕç пÿлĕмĕсенчен те яланах çĕкленÿллĕ кăмăлпа тухатăн. Пĕрешкел условисенчех Мăнсĕнтĕрсем малтуртăмлă ĕçлеме мехел çитернинчен тĕлĕнсе савăнатăн.

«Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăшăн иртнĕ çул производствăна малалла аталантарнă черетлĕ çулталăк пулчĕ. Тĕллевсем пурнăçланни коллектив пĕр çын пек тар юхтарса ĕçленипе пулнă. Çапла вара кунта пĕлтĕр оборудование çĕнетессипе, ĕç йĕркелĕвне лайăхлатассипе, пахалăха ÿстерессипе виçĕм çул йышăннă чикĕсене парăнтарнă. Çак ĕçсене пурнăçласа тата производство технологине паянхи кун ыйтнă пек аталантарса пыракан предприятин паянхи ассортимент виçи – 160 яхăн продукци тĕсĕ.

– Эпир кунсерен çавăн чухлĕ продукци кăларатпăр тенине пĕлтермест ку. Пирĕн ĕç потенциалĕ çавăн пек. Хамăр ĕç тытăмне рынок ыйтнă пек йĕркелесе пырса паян эпир ытларах заказсемпе ĕçлетпĕр: кам мĕн тата епле виçе ыйтать – çавна вăхăтра туса паратпăр. Ку вăл – пирĕн мал туртăмлă ĕçĕн тĕп тĕллевĕ, – терĕ общество директорĕ Леонид Ильгечкин производство пуçлăхĕнчен Татьяна Маринкинаран иртнĕ çулхи тата 2010 çулăн пĕрремĕш кварталти ĕç кăтартăвĕсене ыйтса пĕлнĕ май. Татьяна Николаевнăн вара ÿсĕмсем пирки каламалли нумай. Иртнĕ çул кунта туса кăларакан «Грушевый – любимый аромат» пылак шыв республикăра та чи пысăк хисепе тивĕçни – хăех Мăнсĕнтĕрсен производствăри ÿсĕмĕ. «Грушевый – любимый аромат» пылак шыв – натураллă продукт. Çавăнпа ăна ыйтакансем те паян чылай».

Асăннă пылак шывсăр пуçне «Сундырь-Хлеб» кăларакан продукци ячĕсене кĕскен каласа та çитерейместĕн. Çакна çеç пĕлтерме пулать: кунта ахаль те пуян ассортимента çулсерен 7-8 çĕнĕ ят хушса пыраççĕ. Пĕлтĕр çеç производствăна «яблочные», «морковные» премĕксем, «снежинка» печени, «зебра» сухари, иçĕм çырлиллĕ кавăн çăкăрĕ т. ыт. те хушăнчĕç.

Цехсем тăрăх иртетпĕр. Кашни тĕлтех ĕçе юратса вăй хуни сисĕнет. Акă пирĕн умра Вера Анатольевна Адамова. Мăн Шашкар хĕрĕ «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра 1975 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнченпе. 35 çул хушшинче вăл хăйĕн ĕçĕнче ăста специалист пулса çитнĕ. Предприяти аталанăвĕн кашни утăмĕ куç умĕнче пулнăран унăн аса илĕвĕ те общество ĕç-хĕлне çывăх тăрать.

– Шкул хыççăн хĕр чухне Шупашкарта та ĕçлесе пурăнтăм, анчах ял пурнăçĕ асран кайманни ялах илсе таврăнчĕ. Мăн Сĕнтĕрти çăкăр заводне вырнаçрăм та çакăнтах ĕç ĕмĕрĕн тĕп пайĕ иртрĕ. 1977 çулта Мăн Тутаркасри Михаил Адамовпа пĕрлешсе 2 ывăлпа хĕр çуратса ÿстертĕмĕр. Рена хĕрĕм паян хамăрăн общество диспетчерĕ, – каласа парать ĕçлекен юлташĕсем çинчен куç илмесĕр Вера Анатольевна.

В. Адамова пек тăрăшуллă ĕçченсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ асăннă общество. Эпир çак ĕçчен патĕнчен уйрăлнă чух пире кăмакаран хатĕр продукци кăларнă Майя Анатольевна Голишниковапа Галина Геннадьевна Цветкова тĕл пулчĕç. Хатĕр продукцин техĕмлĕ шăрши кунта вăй хуракансем чуна парса ĕçленине çирĕплетрĕ çеç.

Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пынипе пĕрлех продукци тирпейлекен предприяти унчченхи ĕçсем çине те алă сулмасть: кулленех районти тата Туçи Çармăс тăрăхĕнчи ял магазинĕсене çемçе те тутлă çăкăр изделийĕсем ăсанаççĕ. 2009 çулта çеç «Сундырь-Хлеб» 884,8 тонна çăкăр изделийĕсем пĕçерсе кăларнă. Кунсăр пуçне ĕç ÿсĕмĕнче кондитер изделийĕсем 160,6 тонна, макарон-тавраш 27,5 тонна, тутлă шыв 63751 декалитр йышăнаççĕ. Çак кăтартусем пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕ хуçаланнă 2009 çулта та Мăнсĕнтĕрсем экономикăна хавшатманнине, производствăна унчченхи çулсен шайĕнчех сыхласа хăварма пултарнине кăтартаççĕ. Вăтам ĕç укçи 10 пин тенкĕне яхăн пулни те чикĕллĕ яваплăхлă общество ура çинче çирĕп тăни пирки калать. Тунă ÿсĕмсене кунта кăçал та алăран вĕçертмеççĕ. Ĕçре тунă ÿсĕмсенчен те пахараххи – «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество рынок тапхăрĕнче те ĕç коллективне сыхласа хăварни. Кунта вара «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăна ертсе пыракан Леонид Геннадьевич Ильгечкинăн тÿпи малта тăрать. Кун пирки пĕр иккĕленÿ те çук.

Чикĕллĕ яваплăхлă обществăра ĕçлес кăмăл пысăк. Тухăçлă вăй хума кунта кадрсем те çителĕклĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕ тата мал туртăмлăхĕ пĕр вырăнта лăпланса ларма памасть. Çавăнпа та коллективри кашни ĕçчен кулленех çĕнĕлĕхсен шыравĕнче. Вĕсен пĕр сĕнĕвĕ те кунта тимлĕхсĕр юлмасть. Общество ертÿçи Леонид Геннадьевич Ильгечкин çакна ăнланни тата ĕçченĕсене тав туса калаçни кунти производство ыйтăвĕсем тивĕçлĕ шайра иккенне çирĕплетеççĕ кăна. «Пирĕн бизнес тăван районăмăр тата Чăваш Ен аталанăвĕшĕн!» – теççĕ паян «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра ĕçлекенсем.

Турă пулăштăрччĕ вĕсене малашне те!

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика