22 мая 2010 г.
Районти пур вĕренекен те çак куна чăтăмсăррăн кĕтрĕ пулĕ. Йышлăн пухăнчĕç шкул ачисемпе вĕрентекенсем майăн 19-мĕшĕнче иртнĕ Вĕрентÿ кунне. Шăпах çак кун кĕтнĕ грамотăсемпе дипломсем, парнесем ачасен аллине çитрĕç. Вĕсене шкулти линейкăра илни мар, пĕтĕм район умĕнче илни тем тесен те чыслăрах.
Уяв районти ача-пăчан обществăлла организацийĕсен фестивалĕпе питĕ хаваслăн пуçланчĕ. Паян çак организацисем тĕрлĕ енлĕн ĕçлесе, аталанса пыраççĕ, ÿсĕмсем тăваççĕ. Район пуçлăхĕ Ю.Иванов, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова ачасене саламласа хастар та маттур пулма, шкул пурнăçĕпе хавхаланса çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем тума чĕнсе каларĕç.
Учитель çулталăкне халалланă уяв кунĕнче савăнăçлă самантсенчен пĕри район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов вĕренÿре «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракансене стипендисем пани пулчĕ.
З.Ю. Дипломатова хастар волонтерсене ятарлă документ – волонтерăн кĕнекине – пачĕ. Вĕсем хушшинче пурте тенĕ пекех Чуманкассинчи вăтам шкултан пулчĕç. Çак çамрăксем малалла та ырă ĕçсем пурнăçласси иккĕлентерменнине тата ыттисен те волонтер кĕнекине илессишĕн тăрăшмаллине каларĕ Зоя Юрьевна.
Фестивале хутшăнакан шкул ачисен ĕçне пурĕ ултă секцире йĕркелерĕç кăçал. Ачасен пултарулăхĕпе тавçăрулăхне тĕрĕслеме, вĕсене обществăлла организацисем малтан мĕнле ĕçленипе паллаштарма та май пачĕç вĕсем.
11 сехет çурăра савăнăçлă уяв район администрацийĕн ларусен залне куçрĕ.
«Мĕн чухлĕ грамота!» – тесе тĕлĕнчĕç шкул ачисем вĕрентÿ пайĕн специалисчĕсем зала грамотăсем, дипломсем, парнесем йăтса кĕнине курсан. Чăнах та, уяв тăршшĕпех сцена çине пĕрин хыççăн тепри вĕренекенсем тĕрлĕ диплом-грамота илме хăпарчĕç. Раççей тата республика шайĕсенчи олимпиадăсен çĕнтерÿçисем, республика тата район шайĕсенчи тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçисемпе призлă вырăнсене тухнисем, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă конкурссен çĕнтерÿçисем, çамрăк космонавтсем, çамрăк журналистсем, çамрăк экологсем... – кам кăна çук-ши хастар ачасем хушшинче. Паллах, вĕсен вĕрентекенĕсен тÿпи пысăк çакăнта. Вĕрентекенĕсем те пултаруллă. Акă вĕсем хушшинче вăрçă тематикипе иртнĕ художесто пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçисем те грамотăсемпе ятарлă парнесене тивĕçни çакнах кăтартса парать.
Хастар яш-кĕрĕме, вĕрентекенсене халалласа сцена çинчен илемлĕ юрă-ташă татăлмарĕ.Çакă та районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене пур енлĕн аталанма условисем пуррине кăтартса пачĕ. Кунĕпех савăк лару-тăру хуçаланни вара ачасемпе вĕрентекенсене малашне те çирĕп утăмлă, хастар пулма çĕнĕ вăй хушрĕ.
Н. НИКОЛАЕВА.