Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра – тухăçшăн малалла кĕрешесси

22 мая 2010 г.

Çанталăк условийĕсене кура кăçал çур аки ытти çулхисенчен маларах иртрĕ. Район пĕтĕмпе 9 пин ытла гектар çуртрисем, пиншер ытла гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акрĕ, çĕр улми лартрĕ тата ытти те. Маларах акнă хирсем ешĕл кавирпе хупланчĕç те. Анчах акни-лартнипе кăна кĕлете тыр-пул кĕртеймĕн. Çĕр ĕçченĕн практикинче акса-лартса хăварнине тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтересси тĕп вырăн йышăнать. Çавăнпа та паянхи калаçăва эпир «Россельхозцентр» ФГУн Муркаш районĕнчи филиалĕн пуçлăхне В.П. МОРОЗОВА чĕнтĕмĕр. Мĕн шута илмелле малашнехи çĕр ĕçĕнче, çум курăкĕпе тата ÿсен-тăран сăтăрçисемпе, чир-чĕрпе мĕнле препаратсемпе кĕрешмелле; Ку ĕçсене хăш вăхăтра ирттермелле; Çак ыйтусем тавра ирттертĕмĕр эпир хамăр калаçăва.

– Виталий Пименович, хирте ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ май акнă-лартнă культурăсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстересси мала тухать. Ку çĕр ĕçченĕшĕн яланхи йăла ĕнтĕ, çапла вĕт;

– Яланхи ĕç пулнине пĕлетпĕр пулсан та акаран кĕрсенех тепĕр чух ун пирки манса каятпăр. Кайран вара çум айне пулнă, сăтăрçăсемпе чир-чĕр тухăçа палăрмалла пĕчĕклетнĕ хирсенче, ытарлă каласан, «суя вырма» ирттеретпĕр. Ăна валли хаклă техника туянатпăр, пуррине юсатпăр, сĕрмелли-çунтармалли материалсене тăккалатпăр, ĕç укçи тÿлетпĕр, анчах вăхăт иртсен хамăр ĕç тунă тăкаксене саплаштарманнинчен «тĕлĕнетпĕр», хĕл варринче выльăх валли тырă шырама пуçлатпăр. Каллех тăкаксем – ăçта кунта мал туртăмлă аталанма вырăнĕ; Çак суя çултан пăрăнас тĕллевпе паянах акнă-лартнă культурăсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерес тесе çанă тавăрса ĕçе кÿлĕнмелле. Çумран, хурт-кăпшанкăсемпе, ÿсен-тăран чирĕсенчен паян эпир химилле тата биологилле препаратсемсĕр тухăçлă хÿтĕленейместпĕр. Вĕсемпе ĕçлессин те кашнин хăйĕн вăхăчĕ. Çакна çеç калатăп, ку ĕçре чи хаклă препаратсемпе усă курсан та тăкаксем гектартан 2 центнер тырă ытларах туса илсен саплашăнаççĕ. Çавăнпа та гербицидсемпе, фунгицидсемпе, инцектицидсемпе тата биологиллĕ препаратсемпе вăхăтра ĕçлени хуçалăх экономикине пуянлатать кăна.

– Хăшĕсемпе, ăçта, хăçан, мĕнле усă курни вырăнлăрах;

– Малтанах кĕрхи культурăсем çинче чарăнса тăрар. Вĕсем тунана каяс шая аталанса çитрĕç ĕнтĕ. Вĕсем çинче паян çемçерех химилле препаратсемпе усă курни вырăнлă. Кун пеккисем çаксем: «Гранстар», «Прима». Ĕçленĕ чухне вĕсене «Кристалон», «Планриз» тата «Псевдобактерин-2» препаратсемпе хутăштарса усă курни вырăнлă. «Кристалонра» макро-, микроудобренисем пур. Вĕсем çулçă витĕр ÿсен-тăрана кĕреççĕ, вăйлă аталанма пулăшаççĕ, пĕрле усă куракан химилле препаратсен наркăмăшлăхне пĕтереççĕ. «Планриз» тата «Псевдобактерин-2» препаратсем антидепрессант пулнипе пĕрлех ÿсен-тăрансене ÿсме пулăшакан стимуляторсем.

Çуртрисем çинче имçамсемпе тыр-пул культури сарăлнă вăхăтра усă курмалла. Çакна валли çÿлерех асăннă препаратсемех каяççĕ. Вĕсемпе усă курса çуртрисем çине «Гранстар-Кросс», «Гранстар-Лорен», «Прима-Магнум», «Банвел-Логран» хутăшсем туса сапни çумпа тата сăтăрçăсемпе ăнăçлă кĕрешме май парать. Асăннă хутăшсене хире сапнă чух пĕрле «Кристалон» препаратпа усă курни ĕç пахалăхне ÿстерет кăна.

– Шăрăх çанталăкра тыр-пул çинче сăтăрçăсем анлă вăй илеççĕ. Вĕсемпе кĕрешме хăйĕн методики пур-тăр;

– Паллах. Курăк пыйтипе трипсысем – шăрăх çанталăкра тыр-пула пысăк сиен кÿрекен турт-кăпшанкăсем. Вĕсем пĕлтĕр тырă калчи ÿссе пучаха ларнă вăхăтра пысăк сиен кÿчĕç, пучах тăрринчи 4-5 пĕрчĕне пĕтерсе тыр-пул тухăçне самай пĕчĕклетрĕç. Манмалла мар, ÿсен-тăранăн ÿсĕм тапхăрĕнче шурă янкар, ÿсен-тăран тутăхĕ, септориоз чирĕсем тухăçа 30 процент таран чакарма-пĕтерме пултараççĕ. Кăçалхи шăрăх çанталăкра тата хăш-пĕр тыр-пул уйĕсене хĕрес пăрçасем (крестоцветные блошки) тапăнса сиен кÿме те ĕлкĕрчĕç. Вĕсемпе кĕрешме, çак сăтăрçăсене малалла аталанасран чарма инсектицидсемпе, «Сочва, Ж» препаратпа усă курмалла. «Сочва, Ж» препаратпа «Герой» хуçалăх усă курма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Чирсемпе кĕрешме калчасем пучаха кайиччен «Колосаль» тата «Альто-супер» препаратсемпе усă курмалла. Çак препаратсене ыттисемпе пĕрле усă курни перекетлĕхе ÿстерет кăна.

– Çĕр улмине тĕрлĕ чир-чĕртен сыхласа хăварасси – кашни ял çыннине пырса тивекен ыйту.

– Çапла, кунта та вăхăтра татса памалли ыйтусем нумай. Тĕслĕхрен, çĕр улмине лартнă хыççăн çум курăкĕ шурă çип фазине лариччен агротехнологипе килĕшÿллĕн 5-7 кунтан анана сÿрелемелле. Хыççăн та çĕр улми кассисене чĕрсе кăпкалатса тăни çум курăкне пуç çĕклеме памасть. Çумпа химилле майпа кĕрешмелли лайăх препаратсем «Ганстар» (ăна çĕр улми шăтиччен сапмалла), «Лазурит», «Титус», «Агритокс», «Гербитокс» (кусене вара çĕр улми шăтсан «Акварин» микроудобренипе, «Планриз» тата «Псевдобактерин-2» биологиллĕ препаратсемпе хутăштарса усă курмалла).

Пурне те хумхантараканни – çĕр улми çинчи фитофтора. Çак чиртен ял çыннисене тата çĕр ĕçченне «Метаксил», «Ридомил Голд», «Танос» системлă препаратсем, «Ордан» тата «Браво» контактлă препаратсем, «Планриз» тата «Псевдобактерин-2» биологиллĕ препаратсем ăнăçлă хÿтĕлеççĕ.

– Виталий Пименович, çу кунĕн пĕр пайне ял çынни çĕр улми пуссинче колорадо нăррипе кĕрешсе ирттерет. Çак сăтăрçăпа ăнăçлă кĕрешме мĕн сĕнетĕр;

– Кунта «Актара», «Моспилан», «Конфидор», «Танрек» т. ыт. препаратсемпе усă курмалла. Кам килти хушма хуçалăхра пыл хурчĕ тытать, унăн пыл хурчĕсемшĕн наркăмăшлă мар «Моспилан» препарата çул памалла.

Çакăнтах манăн «Сочва, Ж» препарат çинче чарăнса тăрас килет. Унпа ял хуçалăх производство кооперативĕсенчи пекех килти хушма хуçалăхра та усă курма вырăнлă. Тĕтĕм шăршиллĕ препарат сăтăрçăсене ял хуçалăх культурисен лаптăкĕнчен хăваласа ярать. Çак препаратăн тĕп эффекчĕ – вăл сăтăрçăсене ÿсен-тăран çинче тĕпленме май паманни. Химилле хушăмсемсĕр хатĕрленĕ тĕтĕм ароматизаторлă препаратпа усă курнă чух çыншăн хăрушлăх çук. «Сочва, Ж» препаратпа тырă-пулă пуссисенче те, çĕр улми анисенче те, пан улми пахчинче те, купăстапа сухан тата кишĕрпе помидор йăранĕсем çинче те ним хăрамасăрах усă курма юрать.

Халĕ тата маларах асăннă препаратсене тата ыттисене те эсир «Россельхозцентртан» (унăн пирĕн районти филиалĕ Муркашри вăрлăх инспекцийĕн çуртĕнче вырнаçнă), «Сингента», «Позитив» чикĕллĕ яваплăхлă обществăсенчен, Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнчен туянма пултаратăр.

Мĕнех, акнă-лартнă культурăсене çум айне хăвармасан, тĕрлĕ чир-чĕрпе сăтăрçăсенчен агротехнологие пăхăнса хÿтĕлесе хăварсан кĕркуннехи тухăç кашнинех савăнтарĕ.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика