Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун вăл пуриншĕн те пĕрре

22 мая 2010 г.

 

Паянхи кăларăма район прокурорĕн аслă пулăшаканĕ Эдуард СОКРАШКИН тата прокуратура çумĕнчи следстви комитечĕн следователĕ Ленар ДАВЛЕТШИН ертсе пыраççĕ.

Тĕрĕслеврен юлмаççĕ

Прокуратура ĕçченĕсем пур çĕре те çитме тăрăшаççĕ. Ку лайăх-ха, анчах депутатсен районти Пухăвĕн йышăнăвĕсем вĕсемшĕн мĕнле вырăн йышăнаççĕ; Çакăн пирки Э. Сокрашкин аслă пулăшакан мĕн шутлать;

С. ВАСИЛЬКОВА.

Вулавçăсем пирĕн ĕçпе кăсăклансах тăни аван. Çакă пире районта пурăнакансем тата тĕрлĕ шайри влаç тытăмĕсем саккуна пăхăнса ĕçленине çирĕпрех пăхса тăма ыйтать. Çав шутра эпир депутатсен районти Пухăвĕн ĕç-хĕлне те куçран вĕçертместпĕр. Кунти йышăнусем саккунпа килĕшсе тăни халăх пурнăçĕпе çыхăннă.

Нумаях пулмасть эпир депутатсен районти Пухăвĕн «Депутатсен районти Пухăвĕн 2002 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчи «Муркаш районĕн муниципаллă харпăрлăхĕнчи пурăнмалли мар çуртсемпе пÿлĕмсене арендăна памалли йĕрке çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăну проектне (малалла – Проект) тĕрĕсленĕ чух саккуна хирĕçлекен пулăмсене тата коррупци факторĕсене тупса палăртрăмăр.

Тĕслĕхрен, Проектпа килĕшÿллĕ кĕртекен улшăнусенче 6.1 пунктра Арендаторсем арендăна илнĕ пÿлĕме е çурта Пай килĕшсен субарендăна пама пултараççĕ.

Çавăн чухне «Конкуренцие хÿтĕлесси çинчен» Федераллă Саккунра пăхнă пек проектра пурлăха хăçан конкурс ирттермесĕрех субарендăна пама юрани тата хăçан ăна обязательнăй майпа ирттермелли çинчен каламан. Асăннă Саккунăн 17.1 статйин 4-мĕш пайĕнче пÿлĕмсене е çуртсене арендăна илнĕ çын вĕсене виççĕмĕш çынсене хуçи килĕшнипе конкурссем е аукционсем ирттермесĕрех пама пултарать. Кун пек чух субарендăна панă лаптăк пĕтĕмĕшле лаптăкăн 10 процентĕнчен иртмелле мар, анчах 20 тăваткал метртан ытларах пулмалла. Субарендăна паракан лаптăк пĕтĕмĕшле калăпăшăн 10 процентĕнчен тата 20 тăваткал метртан иртсен обязательнăй йĕркепе конкурс е аукцион ирттермелле.

Çавăнпа та право актĕнче субаренда килĕшĕвĕ тума аукцион е конкурс ирттерессине пăхса хăвармалла. Çак процедурăсене ирттерессинчен пăрăнни коррупцие аталанма пулăшакан фактор шутланать.

Çаксене шута илсе эпир пăхса тухнă проектра ăна харпăр хăй интересĕсемпе усă курмалли çулсем пур. Ку вара коррупци вăй илесси патне илсе пыма пултарать.

Виçĕ çуллăха ирĕкрен

хăтарчĕç

Çулталăк пуçламăшĕнче Мăн Сĕнтĕрте «Гастроном» магазин тĕлĕнче пĕр ÿсĕр арçын милици ĕçченĕсем çине алă çĕкленине асăрхама тÿр килчĕ. Пĕлес килет, кам пулчĕ вăл тата саккун умĕнче çав «паттăр» ответ тытрĕ-ши;

М. СОКОЛОВ.

Вулавçă ыйтăвне те, пăшăрханăвне те ăнланатпăр. Çавăнпа та пирĕн ку ыйту тĕлĕшпе хуравĕ те хатĕр.

Йĕрке хуралçисем тĕлĕшпе саккуна пăсаканни вăл – 22 çулхи Шупашкар каччи А. Старшов. Саккуна пăсассинчен унччен те «хăраманскерне» Шупашкарти Ленин район сучĕ Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 318 статйин 1-мĕш пайĕпе икĕ çуллăха тĕрĕсленмелле условнăй майпа ответ тыттарнăччĕ. Анчах А. Старшов йĕркеллĕ пурăнасси пирки шутламан та курăнать. Январĕн 26-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕрти «Гастроном» патĕнче автомашинăра ÿсĕр лараканскерне тĕрĕслеме тăрсан йĕрке хуралçисем çине алă çĕклет.

Район сучĕ кăçалхи апрелĕн 13-мĕшĕнче А. Старшова 3 çуллăха колони-поселение яма приговор кăларчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика