Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм ĕçе вăхăтра тумалла

22 мая 2010 г.

Район уй-хирĕсенче çурхи ĕçсем малалла пыраççĕ. Ял хуçалăх культурисене акса-лартса хăварнипех ĕç вĕçленмест-çке, пуçланать çеç. Иртнĕ ытлари кун районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем шăпах ку таранччен мĕн тунине пĕтĕмлетрĕç тата малалли ĕçсем тавра калаçрĕç те. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В.А. Калинин ертсе пычĕ.

Чи малтанах ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ А.И. Павлов уй-хирти ĕçсене тишкерчĕ. Çурхи культурăсене Ильич яч. хис., «Передовик» хуçалăхсем, «ВаСем», «Гея» чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем, Горбуновăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ планпа пăхнинчен ытларах акса хăварнă. Анчах та ку ĕçе хальлĕхе палăртнинчен пĕчĕкрех лаптăк çинче акнă хуçалăхсем те пур.

Кĕрхи культурăсене районта 6752 гектар çинче акса хăварнă пулсан, вĕсенчен çурри ытла сивĕпе пĕтрĕ. Вăл лаптăксене те халĕ çурхи культурăсене акса хăварнă. Халĕ страхлакан организацисем сивĕпе пĕтнĕ лаптăксемшĕн страхланă суммăна тÿлессипе ĕçлеççĕ.

Районти хуçалăхсенче çĕр улми лартас ĕç малалла пырать. Кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 1541 гектар çинче лартса хăварма тĕллев лартнă.

Александр Ильич çавăн пекех çум курăкпа химилле майпа кĕрешес ыйту çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Патшалăх паян элитăллă вăрлăх туянакансене пулăшать. Кăçал пирĕн район валли республика бюджетĕнчен уйăрнă лимит 1 млн. та 381 пин тенкĕпе танлашать. Канашлу ирттернĕ кун тĕлне унăн 55 проценчĕпе усă курнă. Пĕтĕмпе вара çав кун тĕлне республикăри бюджетран 756 пин тенкĕпе, федераллă бюджетран 530 пин тенкĕпе усă курнă. 2-мĕш çур çулта юлнă лимитпа усă курма июнĕн 1-мĕшĕччен документсем тăратмаллине палăртрĕ Александр Ильич. Çитес вăхăтрах минераллă удобренисем, ядохимикатсем туянни çинчен çирĕплетекен документсене субсидисем илме тăратмалла.

Кăçалхи çумăрсăр çанталăк акса-лартса хăварнă культурăсене çÿрелемелли çинчен тепĕр хут аса илтерет. Çакна уйрăмах çĕр улми, пăрçа анисем çинче туса ирттерни вырăнлă: нÿрĕке сыхласа хăварнипе пĕрлех çум курăкран хăтăлма та пулăшать.

Çивĕч ыйтусенчен тепри вăл – усă курман çĕрсемпе усă курасси. Пĕтĕмпе кăçал 1400 гектар çакнашкал лаптăка ĕçе ямалла. Çак тĕллевпе республика тата район бюджечĕсенчен 984 пин тенкĕ уйăрнă.

Çĕртме пуссисем çинчен те манса каймалла мар. Вĕсем çине органикăллă удобренисем кăларса, тăпра пулăхлăхне хăпартассипе ĕçлемелле.

Александр Ильич çавăн пекех симĕс ĕç çине ăнăçлă ирттермелли хатĕрленÿ ĕçĕсене те вăхăтра пурнăçламаллине палăртрĕ.

Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В.А. Калинин кашни хуçалăхăн умри тĕллевсене вăхăтра пурнăçламаллине палăртрĕ. Çакă районти пĕтĕмĕшле лару-тăру çине витĕм кÿрет. Калчасем мĕнле шăтса тухнине вара июнĕн 1-мĕшĕнче пăхса тухаççĕ. Кăçал та уйсене 2 маршурутпа тухса тишкереççĕ.

Канашлура районти «Акатуй» уявне июнĕн 5-мĕшĕнче ирттерессине палăртрĕç. Унччен вара ку уява вырăнсенче йĕркелемелле.

Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе улăха кăларас ыйтăва та тишкерчĕç канашлура. Ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ Т.А. Алексеева пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра районта кашни ĕнерен вăтамран 13,5 килограмм сĕт сăваççĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 1,5 килограмм нумайрах. Сăвăм уйрăмах Суворов, Ильич яч. хис., «Герой», «Оринино» хуçалăхсенче пысăк. Хăш-пĕр хуçалăхсенче кĕтÿсем уя тухрĕç ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле вара хуçалăхсенчи кĕтÿсене майăн 26-мĕшĕнчен кая юлмасăр кăлармалла. Татьяна Александровна унччен вырăнти специалистсен выльăх тухмалли, шыв ĕçмелли вырăнсене палăртмалли, вĕсене тишкермелли çинчен те каларĕ. Фермăсенче выльăх рационне утăпа улăм кĕртмелли, тăвара нормăран 2 хут ытларах памалли çинчен аса илтерчĕ. Халĕ пур хуçалăхсенче те кĕтÿçĕсемпе ĕç килĕшĕвĕ тăваççĕ.

Канашлура çавăн пекех çĕрпе çыхăннă ыйтусене те тишкерчĕç.

Л.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика