Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никольский пекех малта пыма тăрăшатпăр

22 мая 2010 г.

Майăн 19-мĕшĕнче чăвашсен паллă ученăй-энциклопедисчĕ, историкĕ, этнографĕ, фольклорисчĕ, лексикографĕ, аслă шкула йĕркелекенĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçи Н.В. Никольский çуралнăранпа 132 çул пулчĕ. Кăçал ку уяв республикăри пĕрлехи информаци кунĕпе тĕл килчĕ. Çавна май пирĕн района килнĕ хăнасен пĕр ушкăнĕ район пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа тĕл пулнă хыççăн Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче Н.В. Никольские чысласа ирттерекен мероприятисенче пулчĕ. Вĕсем чи малтанах Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче иртнĕ Н.В. Никольский ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн пĕлтерĕшĕпе çыхăннă темăпа ирттернĕ çавра сĕтел хушшинчи калаçăва хутшăнчĕç.

Чи малтанах Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.И. Скворцов пĕрлехи информаци кунĕн теми çинче чарăнчĕ: республикăри бюджет политикипе, Чăваш автономийĕ 90 çул тултарнине хатĕрленес ĕçсем епле пынипе паллаштарчĕ. Вăл çакна та палăртрĕ: республикăри халăх пурнăçне лайăхлатассипе юлашки çулсенче нумай ĕç туса ирттернĕ: ялсене газ кĕртсе пĕтернĕ, ялсем патне асфальт çулсем тунă. Халĕ ĕнтĕ ку ĕçе ялсем хушшипе туса ирттерес задача тăрать. Сергей Иванович çавăн пекех Чăваш Республикин Президенчĕн шкул çулне çитмен сферăра паракан пулăшусемпе усă курма ытларах майсем пулмалли çинчен калакан Указ çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Чăваш автономийĕн историйĕнчен те пăрăнса иртмерĕ.

Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш автономийĕн истрийĕ пирĕн районти паллă ентешсемпе С.М. Михайловпа (Яндушпа), Ф.Т. Тимофеевпа (Тимухха Хветĕрĕпе), Н.В. Никольскийпе уйрăлми тачă çыхăннине палăртрĕ. Вĕсем чăваш халăхĕн историйĕнче, çырулăхĕнче, литературинче тарăн йĕр хăварнă. Çавăн пекех Юрий Александрович Чăваш автономийĕ 90 çул тултарнă май район хаçатĕнче çакнашкал паллă ентешсем çинчен каласа паракан ятарлă ярăм уçмаллине, çав çынсем çинчен брошюрăсем кăларма сĕнÿсем пачĕ. Çакă çитĕнекен ăрушăн хамăр истори тĕлĕшĕнчен пысăк парне пулнă пулĕччĕ. Район хаçачĕн тĕп редакторĕпе А.И. Тихоновпа Е.Е. Ерагин таврапĕлÿçĕ ку шухăш вырăнлă тата пурнăçланмалласкерсем пулнипе килĕшнине пĕлтерчĕç.

«Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ А. П. Леонтьев Н.В. Никольский тĕрлĕ тавракурăмлă çын пулнипе пĕрлех чăн-чăн энциклопедист пулнине, вăл чăваш халăх историне питĕ нумай тĕпченине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл халăх медицинипе те интересленнĕ, 200 чăваш халăх юррине нотăсем çине куçарнă. Çавăн пекех Алексей Петрович чăваш чĕлхине сыхласа хăварас ĕçре чăвашла çĕнĕ кĕнекесене тÿрех Интернета вырнаçтарса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмаллине палăртрĕ. Н.В. Никольскин ĕçĕсен 4 томне кăларнă пулсан тата тепĕр 3 том тухмаллине, Шупашкарта Н.В. Никольские асăнса палăк лартма вăхăт çитнине асăнчĕ.

Унтан Никольский паркĕнче Николай Васильевичăн палăкĕ умне чĕрĕ чечек çыххисене хучĕç. Митинг пулчĕ. Ăна Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.И. Егоров уçрĕ.

– Пире паян çакăнта Н.В. Никольский пуçтарчĕ. Пирĕн унăн ĕçĕсене малалла тăсса пымалла. Хамăр район аталанăвĕшĕн, хамăр пурнăç тата та лайăхрах, тулăхрах пултăр тесе хамăрăнах тăрăшмалла, – терĕ Юрий Александрович пуçтарăннисене Н.В. Никольскин çуралнă кунĕ ячĕпе саламланă май. Район историне тĕпчес, ăна пуянлатас ĕçре тăрăшса ĕçленĕшĕн И.В. Раевская (Шетмĕпуç шкулĕ), Н.М. Тюрина (Шурча шкулĕ), И.А. Каргин (Ильинка шкулĕ) таврапĕлÿçĕ учительсене тата М.М. Дмитриев ÿнерçĕ учителе (Çатракасси шкулĕ) хăй ятĕнчен Тав çырăвĕсем пачĕ.

Митинга пуçтарăннисене çавăн пекех «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ А.П. Леонтьев саламларĕ, Н.В. Никольский ячĕ чăннипех çÿле çĕкленнине палăртрĕ.

Ильич яч. хис. хуçалăх ĕçченĕсем те Н.В. Никольский ятне чыслăн çÿлтех тытса пыраççĕ: районта çирĕп хуçалăхсенчен пĕри ку хуçалăх.

– Малалла та тăрăшса ĕçлемелле пирĕн, – терĕ унăн ертÿçи И.В. Николаев.

Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче вĕренекенсем те Николай Васильевичпа мухтанаççĕ, ун пекех пур енĕпе те малта пыма тăрăшаççĕ. Шкул директорĕ И.П. Федотова каланă тăрăх республикăра, районта иртекен тĕрлĕ конкурссенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Палăк умĕнче ачасем Н.В. Никольский çинчен сăвăсем вуларĕç, Николай Васильевич çинчен çырнă «Тăван халăхшăн ун ĕçĕсем» (кĕвви Ю. Жуковăн, сăмахĕсем Л.Туктинан) юрра шăрантарса пачĕç.

Юлашкинчен паркри сцена çинче Ваçкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Талан» фольклор ушкăнĕ илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

Каласа хăвармалла, çак кун Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансем 4 ушкăна пайланса ĕçлерĕç. Тепĕр виçĕ ушкăнĕ Ярапайкасси ял тăрăхĕнче, Каршлăхри ваттисемпе инвалидсен çуртĕнче пулчĕç, Юнкăпа Нискасси шкулĕсен коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика