19 мая 2010 г.
Майăн 13-14-мĕшĕсенче чăваш вăрманĕсене сыхласа хăварас тата вĕсене аталантарас ĕçре тарăн йĕр хăварнă Б.И. Гузовский 150 çул тултарнине халалласа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Муркашсене те çывăх Раççейĕпех паллă çак ят. 1896-1913 çулсенче Бронислав Ильич ертсе пынипе Ильинкăри лесничествăра 1150,2 гектар çинче юманăн опытлă культурисене çитĕнтернĕ. Эрне кун унта хутшăнакансем Муркаш районĕнче пулчĕç. Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрне пулăшаканне Д.А. Николаева, министерствăн вăрмансемпе усă курас, çĕнетес тата патшалăх вăрман реестрĕн пайĕн пуçлăхĕн çумне А.А. Калегина, «Опытлă вăрман хуçалăхĕ» патшалăх учрежденийĕн ертÿçине А.П. Яковлева, район пуçлăхне Ю.А. Иванова, республикăри наукăпа практика конференцине хутшăнакансене Ильинка шкулĕ умĕнче çăкăр-тăварпа, илемлĕ юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Çак кун кунта Б.И. Гузовский музейне уçрĕç.
– Бронислав Ильич пире валли нимĕнпе танлаштарма çук пуянлăх – вăрмансем хăварнă. Пирĕн вĕсене упрамалла. Унăн ĕçне малалла тăсмалла, – терĕ Юрий Александрович музея уçнă май. Вăл шкул директорне В.Ф. Ильинана шкулта Гузовский музейне уçмалли çинчен калакан район пуçлăхĕн йышăнăвне пачĕ.
Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрне пулăшаканĕ Д.А. Николаев музей тунин пуçарулăхне ырларĕ, çакăншăн район, Ильинка ял тăрăхĕн, шкул администрацийĕсене тав турĕ.
Хĕрлĕ хăйăва касса музее кĕнĕ хыççăн Ильинкăри шкулта ачасене истори вĕрентекен И.А. Каргин музейра пĕрремĕш экскурси ирттерчĕ. Кунта Б.И. Гузовский пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, ватă юман çинчен çинчен каласа паракан стендсем вырнаçтарнă. Бронислав Ильичăн çемйи çинчен те çывăхрах пĕлме пулать. Паянхи Ильинка тăрăхĕ çинчен каласа паракан стенд та интереслĕ пулса тухнă. Музее 165 çулхи юмантан хатĕрленĕ «сĕтелпе» «пукансем» тулли содержаниллĕ тума пулăшаççĕ. Вăрманçăн тумĕ те, тата ытти те пур музейра.
Шкулăн актовăй залĕнче вара хăнасем Б.И. Гузовский ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан электронлă презентацие пăхрĕç. Вăрманçă юбилейне хатĕрленсе ку тăрăхри Вăрманкассинчи пуçламăш шкул-садра 4 класра вĕренекенсем, «Кашлаччăрах Атăл çумĕнчи вăрмансем» проект хатĕрленĕ. Б.И. Гузовский ĕçне, çавăн пекех ку тăрăхра пурăннă Ф.А. Перлов ĕçне малалла тунине кăтартса пачĕç ачасем хăйсен ĕçĕнче. Халĕ çеç асăннă çут çанталăкăн аслă тусĕсем пекех вĕсем те юмансене йĕкелтен ĕрчетме шутлаççĕ. Маньчжури мăйăрĕн хунавĕсене пăхса тăраççĕ. Каштансем çитĕнтерме питомникра ятарлă вырăн уйăрасшăн. Федор Азадановичăн прапрамăнукĕ паян Ильинка шкулĕнче вĕренекен Тамара Перлова та мăн аслашшĕн ĕçне малалла тăсассипе проект хатĕрленĕ.
– Ачасене мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка юратма вĕрентетпĕр пулсан, пирĕн тăван ен тасарах та пуянрах пулас шанчăк пур-ха, – терĕ Юрий Александрович.
– Ачасем, çак куна манса ан кайăр. Вăл сире ĕмĕр тăршшĕпех хамăр тăрăхшăн, çут çанталăк илемĕшĕн тăрăшма хавхалантартăр.
Хăнасем Б.И. Гузовский ĕçне малалла тăсассипе Муркашсем çапла тăрăшнипе çав тери кăмăллă пулчĕç.
– Паян Муркаш районĕнче пурăнакансем, ачасем çут çанталăка епле юратнине, вăрманçăна вĕсем асра тытнине, унăн ĕçне малалла тăсассипе çине тăрса ĕçленине куртăмăр. Чăннипех те çав тери кăмăллă пулчĕ пире, – терĕ министра пулăшаканĕ.
Ун хыççăн пурте юмансен Б.И. Гузовский чĕртнĕ культурисен лаптăкĕнче пулса курчĕç. Каласа хăвармалла, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2001 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 703 çакнашкал лаптăка республика шайĕнчи çут çанталăк палăкĕ пулса тăнине палăртнă.
Хăнасем çак кун çавăн пекех Б.И. Гузовские асăнса лартнă обелиск умне чечек çыххисем хучĕç. Малашне Б.И. Гузовский çуралнă кунĕнче майăн 5-мĕшĕнче тата Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсен кунĕнче кунта чĕрĕ чечексем хурасси, митинг ирттересси ырă йăлана кĕрессе палăртрĕç. Хăнасем чи ватă юман патĕнче те пулчĕç. Юлашкинчен Тренккăри Культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ.
Л.ПАВЛОВА.