19 мая 2010 г.
Каникул вăхăтĕнче ачасен сывлăхне лагерьсенче çирĕплетес ĕçе пурнăçласси кăçалтанпа муниципаллă районсен тата хула округĕсен администрацийĕсен тивĕçĕ пулса тăрать. Пирĕн район шайĕнче çак ĕçе пурнăçлама район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайне çирĕплетнĕ. Мĕнле пырать-ха путевкăсемпе тивĕçтерес ĕç; Çак ыйту çине вĕрентÿ пайĕн пуçлăхне Зоя Юрьевна ДИПЛОМАТОВĂНА хуравлама ыйтрăмăр:
– Кăçал çуллахи вăхăтра ачасене сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене яма путевкăсене пирĕн патра заявлени çырса панă хыççăн туянма пулать. Анчах та малтанхи çулсенче социаллă страховани уйрăмĕ предприятисемпе учрежденисене путевкăсемпе тивĕçтернине хăнăхнăран-ши, чылайăшĕ çак ĕçе пурнăçлассинче кăçал çĕнĕлĕх пуррине район хаçатĕнче пĕлтернĕ хыççăн та пирĕн пая килме васкаманни курăнать.
– Миçе путевка уйăрнă-ха çуллахи вăхăта пирĕн район ачисем валли;
– Пĕтĕмпе 293 путевка уйăрнă. Путевка хакĕн 10 процентне çеç тÿлемелле ашшĕ-амăшĕн. Ку вăл 770 тенкĕпе танлашать. Лагерьти 21 куна тăсăлакан сменăра çак хакпа ачасене кантарнине, вĕсен сывлăхне çирĕплетме май туса панине шута илсен çак укçан калăпăшĕ пĕрре те пысăк мар темелле. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тăвасса питĕ шанатпăр.
– Хальлĕхе миçе заявлени йышăнма ĕлкĕрнĕ вĕрентÿ пайĕнче;
– Паянхи кун тĕлне пурĕ 150 заявлени йышăннă. Çапла тата тепĕр 143 ача валли вырăн пур темелле. Çуллахи 4 смена валли путевкăсене çапла уйăрнă: 1–3-мĕш сменăсене 80-шар, 4-мĕш смена валли 53 путевка.
– Хăш лагерьсене кайма пултараççĕ-ха путевка туянакансем;
– Майăн 7-мĕшĕнче эпир çуллахи вăхăтра ачасен сывлăхне çиреплетме тата канма услугăсемпе тивĕçтерессин уçă конкурсне ирттертĕмĕр. Ултă лагерь хутшăнчĕ унта. Эпир тăратнă условисене мĕнлерех пурнăçлассине тивĕçтерессипе вара конкурсра Шупашкар район территорийĕнче вырнаçнă «Чайка» тата хамăр район территорийĕнчи «Березкăпа» «Утес» лагерьсем çĕнтерчĕç. Çак виçĕ лагерьте канĕç те çуллахи вăхăтра пирĕн районти ачасем.
Ачасем каникул вăхăтне усăллă ирттерччĕр тесе ашшĕ-амăшĕн тăрăшмалла. Пирĕн район валли уйăрса панă укçа-тенкĕпе усă курмаллах. Сахал тупăшлă, йывăр лару-тăруллă, нумай ачаллă çемьесенчи ачасене тата риск ушкăнне кĕрекен ачасене лагерьсене ямаллах.
Заявленисене май уйăхĕ вĕçлениччен йышăнатпăр. Ку ыйтупа тимлесех ĕçлетпĕр. Республика шайĕнче çак ыйтăва Министрсен Кабинечĕн председателĕ Н. Суслонова контрольлесе тăрать.
Ыйтусемпе районти вĕрентÿ пайне пымалла е тĕплĕнрех çак номерсемпе шăнкăравласа пĕлме те пултаратăр: 62-4-33 тата 62-0-92.
Н. НИКОЛАЕВА.