Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл марччĕ вăхăт ун чухне

19 мая 2010 г.

Вăхăт иртнĕ май иртнĕ кунсене аса илес килет. Эпĕ халĕ ĕнтĕ 80 çул тултаратăп. Совет влаçĕ вăхăтĕнче çуралнă, вĕреннĕ, ĕçленĕ. Ытларахăшĕ, уйрăмах влаçра ларакансем, унчченхи вăхăта халĕ хурлама пикенеççĕ. Анчах та эпĕ вĕсем çакăн пек хăтланни тĕрĕс тесе шутламастăп.

Эпĕ 1929 çулта çуралса колхозсем йĕркеленсе вăй илнĕ вăхăтра çитĕннĕ. Шкулта вĕреннĕ, институт пĕтернĕ, колхозра агроном пулса ĕçленĕ.

Муркашри вăтам шкултан 1947 çулта вĕренсе тухрăм. Çав çулах Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕтĕм. Ăна 1952 çулта ăнăçлă вĕренсе пĕтерме пултартăм. Тĕрĕссипе каласан, ун чухне институтра вĕренме япăх марччĕ. Малтанхи 2 курса вĕренсе пĕтернĕ çĕре общежитире пурăнма ирĕк панăччĕ, вĕренÿре ăнăçлă ĕлкĕрсе пыракансене уйăхсерен стипенди те паратчĕç. Хальхи вăхăтра вара вĕренÿ ытларах çĕрте тÿлевлĕ ĕнтĕ.

Институтран вĕренсе тухсан мана Мари Республикине ĕçлеме кайма направлени панăччĕ. Вĕренсе тухнисен ун чухне 3 çул хушши ĕçе янă вырăнта ĕçлемеллеччĕ. Эпĕ вара унта ĕçлеме каяймарăм. Хамăрăн пысăкланнă «Красное Сормово» колхоза килсен унăн ертÿçи А.М. Моисеев тÿрех мана ку колхозра агрономра ĕçлеме сĕнчĕ. Çав кунах мана ял хуçалăх министрĕ патне Шупашкара илсе кайрĕ, хамăр хуçалăхрах ĕçлеттересси пирки калаçса татăлчĕ.

А.М. Моисеев ун чухне Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йывăррăн аталаннă. Ĕç укçи сахал паратчĕç. Агрономсем те сахал шалупах ĕçлесшĕнех марччĕ. Вара мана колхозран МТС штачĕ çине куçарчĕç. Анчах укçине колхозранах тÿлесе тăратчĕç. Ку ĕç укçи çумне патшалăх райфо урлă хушса тÿлемелле турĕ: 1-мĕш çулне уйăхне 500 тенкĕ, 2-мĕш çулне 400 тенкĕ, 3-мĕш çулне 300 тенкĕ. Çавна май хуçалăхран ниçта тухса каймасăрах ĕçлеме тиврĕ.

Колхозра уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмпе тенĕ пекех МТС тракторĕсемпе ытти техники тума пулăшатчĕ. Хуçалăхсен ертÿçисен вара МТС-ăн трактор бригадин бригадирĕпе калаçса ĕç калăпăшне кăтартса ĕçлеттермелле пулнă, ĕç пахалăхне те вĕсемех йышăннă. Ĕçленĕшĕн кайран патшалăха укçан е тырăпа тÿленĕ.

Эпĕ ĕçлеме тытăннă вăхăтра МТС-ăн трактор бригадин бригадирĕ пулса И.В. Сучков ĕçлетчĕ. Пултаруллă механизаторччĕ, ертÿçĕччĕ вăл. Ĕçе пуçăнас умĕн вăл яланах колхоз правленине пырса агрономпа, бригадирпа, правлени членĕсемпе канашлатчĕ, мĕнле ĕçсем пурнăçласси пирки палăртатчĕ.

1956 çулта вара партин Тĕп Комитетне И.В. Сталин вилнĕ хыççăн Н.С. Хрущев ертсе пыма тытăнсан ял хуçалăхĕнче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. МТС-ăн трактор бригадинчи техникăна хуçалăхсене сутма пуçăнчĕç.

Ун чухне пирĕн хуçалăха А.Н. Бардасов ертсе пыма пуçларĕ. А.М. Моисеев сывлăхĕ хавшанă пирки хăйне çак ĕçрен хăтарма ыйтса заявлени çырса пачĕ.

Çав вăхăтран тытăнса пĕтĕм техника колхозăн пулса юлчĕ. Колхоз кирлĕ техникăпа хăех усă курма тытăнчĕ. Техникăпа епле усă курнишĕн, ĕçсене пурнăçланишĕн, механизаторсене ĕçе йышăнса ĕçшĕн тÿлессишĕн трактор бригадин бригадирĕ, агроном, уй-хир бригадисен бригадирĕсем ответлă пулса тăчĕç.

Пирĕн «Красное Сормово» хуçалăха 7 пĕчĕк хуçалăха пĕрлештерсе йĕркеленĕ пулсан та, 1 трактор бригади кăна пулнă. Бригадирсем пулса П. Муравьев, К. Кузнецов, М. Блинов тата ыттисем ĕçленĕ.

1956 çулта МТС техникине хуçалăх çине куçарнă чухне трактор бригадине П.Г. Муравьев ертсе пыратчĕ. Хуçалăх çултан-çул вăй илсе çирĕпленсе пычĕ. 1970 çулта вара мана хуçалăхран районти ял хуçалăх управленине тĕп агрономра ĕçлеме куçарчĕç. Анчах та унта эпĕ нумай хушă ĕçлеймерĕм: 1971 çулта мана «Красное Сормово» хуçалăх ĕçченĕсем председателе суйларĕç.

1977 çулта пирĕн хуçалăх Пиккикассипе Пăсăрман ялĕсенчен тăракан «Аврора» хуçалăхпа пĕрлешсе пысăкланчĕ, Мулкачкассипе Тереç ялĕсенче пурăнакансем вара каялла уйрăлса «Восток» хуçалăх туса хучĕç.

1977 çултах Оринин ял Советне кĕрекен 3 хуçалăх – «Красное Сормово», «Восток» тата Атапай, Сентимĕр, Çеменкасси ялĕсене пĕрлештерекен «Заветы Ильича» пĕрлешсе çĕнĕ хуçалăх – районти чи пысăк хуçалăх йĕркелерĕç. Унăн ячĕ те курăмлă пулчĕ – «За коммунизм».

Анчах ĕмĕтленни пурнăçа кĕреймерĕ. 1983 çулта Мулкачкассипе Тереç ялĕсенче ĕçлесе пурăнакансем каллех уйрăлса «Восток» хуçалăх туса хучĕç. Председатель пулма вара Оринин ялĕн каччине, агроном пулса ĕçленĕ Олег Горшкова суйларĕç. Вăл хуçалăха 1994 çулччен ертсе пычĕ. «За коммунизм» хуçалăхра юлнисем вара хуçалăх ятне те улăштарчĕç, «Оринино» ят пачĕç ăна. Хальхи вăхăтра вăл – районти тăнăç аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри.

Сăмах май, Оринин ял тăрăхне кĕрекен «Оринино» тата «Восток» хуçалăхсем иккĕшĕ те районта ăнăçлисем шутĕнче. Вĕсен çитĕнĕвĕсем те çук мар. Иккĕшне те вĕсене Тереç ялĕнче çуралса ÿссе хуçалăхсенче ĕçлесе ăс пухнă специалистсем, пĕр тăвансем Юрийпе Михаил Шишокинсем ертсе пыраççĕ.

А. КАЛИНИН, пенсионер.

Мулкачкасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика