Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушă чир никама та шеллемест

15 мая 2010 г.

1983-мĕш çултанпа май уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче СПИД чирĕпе вилнисене асăнаççĕ. Раççейре ăна пĕрремĕш хут 1992-мĕш çулта паллă тунă. Çак кун пирĕншĕн ÿпкев пулса тăрать. Мĕншĕн тесен хальлĕхе эпир çак чире сиплеме вĕренсе çитеймен-ха, çамрăксене йĕркелĕхе, сывă пурнăçпа пурăнма вĕрентсе çитереймен: эрех-сăра, пирус, наркотиксем тата йĕркесĕр ар çыхăнăвĕсем хуçаланаççĕ паянхи пурнăçра.

СПИД çинчен илтмен, пĕлмен çын халĕ çук та пулĕ. Çак чир паян таçта инçетре мар, пирĕн çĕр-шыврах. Çавăнпа та кашнинех чир çинчен лайăх пĕлмелле. Пĕлекен çын чиртен сыхланма пултарать.

Паянхи куна СПИДпа чирленĕ çынсем пурте вилеççĕ. Чиртен сыхланма вакцина е сыворотка таврашĕ çук. Вирус ернĕ çынсен пурнăçне СПИД тапхăрĕ пуçланиччен тăсма май пур, анчах ку питĕ хакла ларать.

Вирус çынна пĕрре лекрĕ пулсан ун организмĕнче мĕн виличченех пурăнать. Вирус ернĕ хыççăн 10-15 çултан, нумайăшĕн татах та иртерех, СПИД тапхăрĕ пуçланать. Ку вара организмăн хÿтлĕх тытăмĕ начарланнинчен килет. Вăл начарлансан çын организмĕ ытти инфекцисемпе кĕрешейми пулать, çынна темĕнле чир те лекме пултарать. Çыннăн ÿпке чирĕсем пуçланаççĕ, тĕрлĕ çĕрте шыçăсем тухаççĕ, çын ырханланать, ÿт çине шатра тухать, нерв системи тата вар-хырăм пăсăлать. Чĕрепе юн тымарĕсем япăх ĕçлеме пуçлаççĕ, çыннăн психики улшăнать. Пирĕн районти çынсене çак хăрушă чиртен хăтарас тесе эпир тĕрлĕ чирсемпе аптракансемпе яланах калаçусем ирттеретпĕр, шкулсенче тата ытти учрежденисенче тăтăшах лекцисем вулатпăр. Кунсăр пуçне кашни фельдшерпа акушер пунктĕнче санитари бюллетенĕсем пур. ВИЧ-инфекци тата СПИД пирки калакан астумалăх çырнисене те пур врач пÿлĕмĕнче тенĕ пекех çынсем хушшинче саратпăр. Никамăн килне те хăрушă СПИД чирĕ ан кĕтĕрччĕ.

СПИД чирĕпе пĕрремĕш вилекенсем 1981 çулта Америкăра пулнă. Унтанпа вара çĕр çинче 35 миллион çын ытла вилнĕ. 40 миллион çын ытла паян иммуннодифицит вирусĕпе пурăнать. Кунсерен тĕнчере СПИД вирусĕпе 20 пине яхăн çын инфекциленет, çак вируспа пин-пин ача çуралать.

Раççей Федерацийĕнче хальлĕхе ВИЧ-инфекциллĕ çынсене пурĕ 500 пине яхăн тупса палăртнă. Вĕсенчен 32 пин ытла çын вилнĕ те ĕнтĕ. Анчах статистика тупса палăртнă пĕр çын пуçне тата 4 тупса палăртман çын пуррине кăтартса парать. Апла пулсан Раççейре миçен-ха вĕсем; Миллионран сахал мар. Çак çынсенчен чылайăшĕ хăйсем ВИЧ-инфекциллĕ пулнине тавçăрмаççĕ те, мĕншĕн тесен малтанхи тапхăрта чирĕн паллисем çук.

Пур çыннăн та кăмăл-сипет тасалăхĕ пулни, эрех-сăра ĕçсе е наркотиксемпе усă курса пуçа минретменни – СПИДпа кĕрешмелли чи хăватлă мелсем.

Г. СОКОЛОВА,

Муркашри тĕп больницăри эпидемиолог врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика