Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Технологипе тухăç пĕр урапара

15 мая 2010 г.

Пĕр тенкĕ хурса çĕр тенкĕ тупăш илесси – кирек епле ĕçĕн те тĕп шăнăрĕ. Çав тĕллевпе паян пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче вăй хуракан хресчен иртен пуçласа сĕм çĕрлечченех е икĕ сменăпа лăш чарăнмасăр çуртрисем акма çĕр хатĕрлет, кунĕпе хирте тырă акать, çĕр улмипе пахча çимĕç лартать. Уй-хир ĕçĕпе хуçалăх экономикине тĕреклетессишĕн тăрăшакансем вара технологи пĕлтерĕшне паян малти вырăна кăларнине палăртма кăмăллă.

Вăхăт уттипе тан пырса калаçас пулсан, хуçалăхсенче çур аки ĕçĕсем мĕнле хăвăртлăхпа пынине хире тухса пăхмалла. Çак тĕллевпе иртнĕ кунсенче Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативне çитрĕм. Трактор паркĕнче шăплăх хуçаланни Анаткассисемпе Тушкассисем паян пĕтĕм вăя уй-хир ĕçĕсене явăçтарни пирки евитлерĕ.

Хире тухрăмăр. Тушкасси вĕçĕнчи уйра инçетренех тусан тăнине куртăмăр. Апла пулсан унта тракторсем ĕçлеççĕ. Чăнах çапла иккен. Виçĕ çул каялла пурнăçа кĕртнĕ мăшăр сеялкăсем юлашки 1-2 çулта туяннă çĕнĕ МТЗ-82 тракторсем хыçĕнче «выляса пыраççĕ» кăна. Акă вĕсем тăватă агрегат пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕ пек сеялкăсене тырăпа тултарма пырса çитрĕç. Сăмах май, юлашки çулсенче асăннă хуçалăх минераллă удобренисенчен пач пăрăнчĕ. Экологиллĕ таса продукци – Анаткассисен умра тăракан тĕп тĕллевĕ. Юнашар хирте вара юлашки лаптăксене акана хатĕрлессипе Валерий Добрянский агрегачĕ ĕçлет.

– Механизаторсемпе акаçăсен тăрăшулăхне пула çур аки пĕр самантлăха та чарăнса тăмасть. Иртен пуçласа каçчен хирте пулас тухăç никĕсне хывса хăварассишĕн хĕрÿ кĕрешÿ пырать. Эпир кăçалхи ĕç çире тырă-пулăна вăхăтра акнипе пĕрлех çум курăкĕпе кĕрешессине те пĕр шая кăлартăмăр. Нÿрĕк вăхăтра сыхласа хăварнă хирсенче пуç çĕклеме пуçланă çум курăка паян вататпăр. Çакă та пулас тухăç çинче палăрасса шанатпăр, – тет пире ака агрегачĕсем патĕнче ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕ Галина Албутова агроном.

Хатĕр пултăмăр-и-ха эпир паянхи оперативлăха; Вăхăт çитсен, кÿршĕри хуçалăхсем çур акине тухса кайсан, сÿре агрегачĕ патне пĕрремĕш хут гайка çăраççине йăтса пыракан хресчен пирки вăл малашлăха çирĕп пăхать тесе епле калайăн-ха; Кун пек ĕçлекене, каçарăр та, нимĕнле наци проекчĕ те аталану çулне уçса параймасть. Çапла шутлать паян Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи В. С. Андреев. Анаткассисен мехпаркĕнче те, çурхи уй-хирте те унăн шухăшне хирĕçлемеççĕ, яра куна çанă тавăрса ĕçлеççĕ, çĕнĕ ĕмĕтсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшаççĕ.

Хуçалăхăн çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕпе çуртрисене пĕтĕмпе 711 гектар акмалла. Паян ку ĕçсем пĕр çул ÿсекен культурăсем акнипе вĕçленсе пыраççĕ ĕнтĕ. Акара, тĕпрен илсен, йăлтах çĕнĕ сортсем пулни хуçалăх ыранхи кунпа пурăннине çирĕплетет кăна.

Пĕр çын сурать – типсе пырать, çĕр çын сурать – кÿлĕ пулать. Пурсăмăр та ачаран пĕлекен çак чăнлăх Суворов яч. хис. хуçалăхра паян ĕçре. Вăл никамăн питне те ан хĕреттĕр тесе кооперативра тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса панă. Хирте ĕçлекенсем паян тÿлевсĕр майпа кунне иккĕ апатланаççĕ. Çĕрлехи сменăра ĕçлекен трактористсем ĕçе тухиччен кулленех 50-шар тенкĕ укçа илеççĕ.

– Укçа илетпĕр те çĕрле апатланмалли çимĕçсене магазинтан илсе трактор штурвалĕ умне ларатпăр. Ĕç условийĕсем тивĕçтернĕрен илнĕ укçа-тенкĕне эрех-сăра çине яман, – каласа парать çĕрлехи сменăран киле каякан Василий Яковлев механизатор.

– Ĕç условийĕсем тенĕрен, çур акине хутшăнакансене пурне те хуçалăх çур хакпа 10-шар килограмм аш пачĕ. Çакă та хăйне евĕр хавхалантару, – сăмах хушрĕ ыттисемпе пĕрлех уй-хир ĕçĕсенчен татăлмасăр ĕçлекен Геннадий Васильев бригадир. Унпа юнашар тăракан Геннадий Викторов инженер-механизатор епле чăтни-тÿсни пирки вара тĕлĕнмелли çеç юлать. Тĕп инженер ĕçне пурнăçланипе пĕрлех çур акире çĕрĕпе çĕр хатĕрленĕ, анчах нихăш ĕçре те хуçалăх ĕçченĕсем умĕнче ят яман.

Эпир калаçнă хушăра сеялкăсене тырă тултарнă В. Григорьев, В. Сергеев, А. Михайлов, И. Николаев, В. Орлов, А. Гордеев, О. Албутов, Н. Важоров, В. Иванов, В. Олгашов, С. Лопатин, В. Кириллов кăшт уçă сывлăш çавăрса илчĕç. Тусанланнă питсенче ăшă кулă пурри вара пирĕн калаçура тĕрĕслĕх çеç иккенне çирĕплетрĕ.

Хир тăрăх малалла каятпăр. Тĕп агроном иртнĕ эрнере акнă урпа пуссинче чарăнчĕ.Машинăран тухса тăпра сийне алăпа тĕкĕнтĕмĕр кăна, куç умне самай сăмсаланнă урпа пĕрчисем тухса выртрĕç. «Эпир çĕр ĕçĕнче тарăн тымар янă хресченсем, – тесе пĕтĕмлетрĕ пирĕн вăрăма тăсăлнă калаçăва Галина Никандровна. Хăй çавăнтах ака йĕрĕ çинчи уçăлнă тырă пĕрчисене тăпрапа хупласа хучĕ. – Çумăр кирлĕ та-ха паян».

Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕç технологийĕпе пулас тухăç пĕр урапара пулни, уншăн пурте пĕрле тăрăшни пире ырă шанчăкпа хиртен ăсатрĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика