15 мая 2010 г.
Паянхи кăларăма Муркаш районĕпе ĕçлекен шалти ĕçсен пайĕн дознани ушкăнĕн аслă дознавателĕ Л.А. ЯДЫКОВА ертсе пырать.
Эрех ĕçес килнĕ те...
Ака уйăхĕнче Ильинкăра В. Вальков ял магазинĕнчен хăй ирĕкĕпе пĕр кĕленче эрех «йăкăртнăччĕ». Çакă сутуçăсем умĕнчех пулнăран арçын саккун умĕнче ответ тытрĕ-ши;
Ильинка ялĕнче пурăнакансем.
Районти саккун йĕркелĕвĕнче, пытармастăп, кунашкал преступлени пулнăччĕ. Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче ялта пурăнакансем хушшинче ытти чух йĕрке пăсассипе палăрман, унччен судпа айăпланман 47 çулхи арçын кăнтăр вăхăтĕнче ял магазинне кивçенле эрех илме кĕрет. Магазин вăл кÿршĕ хĕрарăмĕ мар çав. Хайхискер кивçен ыйтнине сутуçăсем тивĕçтерменрен, хăй ирĕкĕпех сентре çинчи 214 тенкĕ тăракан пĕр литрлă «Братья Таланцевы» шур эрехе алла илсе хул хушшине хĕстерет. Сутуçă хĕрарăм патвар арçынна мĕн тăвайтăр ĕнтĕ; Çийĕнчех шалти ĕçсен пайне пĕлтерет. Ĕç тăруках кунашкал çаврăнса тухасса шутламан В. йĕрке хуралçисем хăйне серепене илсен айăпне пĕтĕмпех йышăнать, анчах... Пăравус иртсе кайнă ĕнтĕ. Халĕ ялта усал ят сарман, килти хушма хуçалăхра пахча çимĕç туса илессипе иртен пуçласа каçчен вăй хуракан арçыннăн хăйĕн вăйне РФ саккунĕ умĕнче кăтартма тивĕ.
Икĕ «ĕç» çул уçрĕ
Çынсем преступлени тунине ăнланма йывăр пулсан та, районти йĕрке хуралçисем пĕр çын тĕлĕшпе кĕске вăхăтрах икĕ е ытларах уголовнăй ĕç пуçармалли преступленисемпе тĕл пулаççĕ-и;
И. БОГДАНОВ.
Сайра пулсан та, вулавçă хускатакан тĕслĕхсем те пирĕн практикăра тĕл пулаççĕ. Пĕр тĕслĕхпе паллаштарам. Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче 20 сехет тĕлĕнче Пиккикасси ялĕнче пурăнакан А. Шебалов хăйĕн аппăшĕпе килĕшÿ çуккипе сиксе тухнă хирĕç тăрура аппăшне – И. Леонидовăна ыраттарас тата хĕсĕрлес тĕллевпе пуканпа тĕрлĕ çĕртен çапса пĕтерет. Çапла вара А. Шебалов РФ Уголовнăй Кодексăн 116 статйин 1-мĕш пайĕнче пăхнă преступление тăвать. И. Леонидова хирĕç чĕннĕ хыççăн «паттăр» арçын хĕрарăма татах ытларах хăратса «шăплантарас» тĕллевпе мăйран ярса илет те «вĕлеретĕп!» тесе çÿçентерет. И. Леонидова А. Шебаловпа пĕр пÿртре пурăннине пăхсан, хĕрарăм епле хăранине ăнланма йывăр мар. Çапла вара вăй питти арçын кĕске хушăрах тепĕр уголовнăй ĕç «ĕçлесе» илет. Кунашкал хăратушăн халĕ унăн РФ Уголовнăй Кодексăн 119 статйин 1-мĕш пайĕнче пăхнă преступленишĕн явап тытма тивет. Кĕçех ку ĕçе район сучĕ пăхса тухĕ.
Çут çанталăка сыхламалла
Июнĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕ тухиччен пулă тытма юрамасть теççĕ. Анчах пулă сутакансене курма пулать-ха. Çавнашкал браконьерсем тĕлĕшпе йĕрке хуралçисем мĕнле ĕçлеççĕ-ши;
И. САСТУРИН, В. ПРОШКИН.
Вулавçăсен ыйтăвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ те вырăнлă. Çакнашкал ыйтăва хускатакансем хăйсем çут çанталăк тусĕсем пулни пирки манăн пĕр иккĕленÿ те çук.
Браконьерсем тенĕрен. Вĕсемпе кĕрешесси те пирĕн кун йĕркинчен самантлăха та тухмасть. Йĕрке хуралçисем кăçалхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче 19 сехет те 25 минутра Мăн Шашкар тĕлĕнчи Атăл шывĕ çинче черетлĕ браконьера тытса чарчĕç. 25 çулхи Е. Морозов пулă тытма юраманнине пĕлсех çав кун хăйĕн киммипе Атăл çине пулă тытма тухать. Ирĕк илмесĕр «ĕçе» кÿлĕннĕ пулăçă çав кун 60 метр тăршшĕ сеть карса саккуна пăссах килти хушма хуçалăх валли 5 штук хĕрлĕ куç (плотва) тытать. Анчах çак тухăçпа хăй те саккун серепине кĕрсе ÿкет. Ун тĕлĕшпе РФ Уголовнăй Кодексăн 256 статйин 1 пайĕн «б» пунктĕнче пăхнă преступление тунă тесе уголовнăй ĕç пуçартăмăр. Хамăрăн постановлени копине район прокурорне ярса патăмăр.
Шкул территорийĕнче;
Ака уйăхĕн пуçламăшĕнчеччĕ пулас, Калайкасси шкул территорийĕнче икĕ арçын тÿпелешнине асăрханăччĕ. Шутлаççĕ-ши вĕсем хăйсем шкул ачисене мĕнле тĕслĕх пани пирки;
А. СЕМЕНОВА.
Ачасене тĕрĕс воспитани парасси – пирĕн обществăн тĕп тĕллевĕ. Ку ĕçре шкул та, çемье те, ял халăхĕпе предприятисемпе организацисем те хăйсен яваплăхне туймалла. Анчах вулавçă хускатнă тĕслĕхре ответлăха туйни иккĕмĕш вырăна тухса ÿкнĕ. Халĕ çав инкекшĕн айăплă çынна обществăри йĕркелĕхе РФ Уголовнăй Кодексăн статйи урлă ăнлантармалла пулать. Çак преступленишĕн айăплă М. тĕлĕшпе эпир уголовнăй ĕç пуçартăмăр, кун пирки район прокурорне пĕлтертĕмĕр.
Çул çинчи хирĕçу
Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче каç пулттипе Çатракасси ял тăрăхĕнчи Шупуç ялĕ патĕнче Ш. гражданин юлташне хĕнени пулнăччĕ. Кун пирки йĕрке хуралçисем пĕлеççĕ терĕç, ĕç мĕнпе вĕçленчĕ-ши;
Шупуçĕнче пурăнакансем.
Çапла, «Автанкасси – Муркаш – Чикме» автоçул çинчи Шупуç ялĕ патĕнче асăннă кун саккуна пăснă кунашкал тĕслĕх пулнă. Инкек тÿсекен республикăри куç больницине лекнине шута илсе асăннă преступленин обществăлла хакĕ пысăкран айăпли тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçартăмăр. Мĕн патне çитĕ «паттăр» – кун пирки вăхăт çитсен вулакансене пĕлтерĕпĕр.