Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаяр вăрçă çинчен обелисксем аса илтерĕç

12 мая 2010 г.

Хаяр вăрçă çинчен обелисксем аса илтерĕç

ЯКАТКАССИ

Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа майăн 8-мĕшĕнче Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Якаткасси ялĕнче обелиск уçрĕç. Çак пысăках мар ялтан вăрçа тухса кайса пуç хунисене асăнса лартас тенĕ ăна Якаткассисем. В.К. Гордеев депутат тăрăшнипе, ял халăхĕ пĕр шухăшлă пулнипе çак пысăк ĕçе пурнăçланă та.

Уява ял халăхĕпе, ку тăрăхри вăрçă ветеранĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе пĕрле район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Г. Данилов, вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Г. Ковалева тата ытти хăнасем те хутшăнчĕç. Малтанах обелиска Иоанн атте çутатса çаврăнчĕ. Ăна уçма вара ветерансемпе пĕрле ĕç пуçаруçине шанчĕç. Самантрах обелиск умĕ чечексемпе тулчĕ.

Чуманкасси ял тăрăхĕнче Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин ветеранĕсем паянхи кун тĕлне çиччĕн пурăнаççĕ. Митингра вара саккăрмăшне «тупрĕç». Шупашкар хулинче пурăнакан Александр Иванович Иванов та Якаткасси ялĕнче çуралса ÿснĕ иккен. Советскинчи çар коммиссариатĕнчен ăсатнă ăна вăрçа. Берлин таран çитнĕ каччă вăрçă пĕтнĕ хыççăн ĕмĕрĕпех Шупашкарти 31-мĕш номерлĕ шкулта ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухнă.

Якаткассинче Мускав хулинчен килнĕ çар çыннисенчен пуçласа (пĕтĕмпе вара çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вĕсем çак ялтан 11-ĕн) ача-пăча таранах – пурте çак сумлă уявра чĕререн савăнчĕç. Ветерансем умĕнче пуç тайса тав сăмахĕ калакан питĕ нумай пулчĕ. Вĕсем умĕнче пирĕн парăм пысăк тетпĕр пулсан, çак обелиска уçни çав парăмăн пĕр пайĕ те пулин, анчах та тивĕçлĕ пай пулчех пулĕ.

Хисеплĕ ватă çынсене çак кун шкул ачисем те, культура ĕçченĕсем те, Якаткассинчи çынсем те илемлĕ те чĕрене тыткăнлакан концертпа савăнтарчĕç. Шупашкартан килнĕ Олег Кăйкăр юрăç та ветерансене саламласа юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ.

ИЛЬИНКА

Майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ уявĕ Ильинкăра та чаплă лару-тăрура иртрĕ. Кунта та халĕ пурăнакан ветерансене, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисене сума суса хатĕрленĕ митинга çын чылай пухăнчĕ.

70-65 çул каялла хаяр вăрçăра пуç хунисене асăнса çĕнĕ обелиск уçрĕç Ильинкăра. Кунта пурăнакансем пĕрле пуху пухса обелиска малтанхи вырăнтан кăштах аяккарах тума йышăннă. Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.В. Перцев çак ĕçе тимлесе йĕркелесе пынă. Çак пархатарлă ĕçре пулăшакансем те тупăннă: районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Валерий Иванович Кожанов, Сергей Александрович Копылов тата Владимир Александрович Янушкин.

Ăна уçиччен Александр атте обелиска çутатрĕ. Çивиттие илсен вара чăн малтан мрамор çинче Ильинка салинчен вăрçа кайса каялла таврăнайманнисен хушамачĕсем куç умне пулчĕç. Халĕ ĕнтĕ вĕсене кашни иртен-çÿренех вуласа пĕлме пултарать.

Пуç хунисене ĕмĕрех асра тытмалли, чĕррисене хисеплемелли пирки аса илтерсе район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов та пуçтарăннисене пысăк уяв ячĕпе саламларĕ. Чăваш Енри çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Е. Андреев, районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Е.И. Плечов тата ыттисем те сăмах илчĕç.

Шупашкартан килнĕ «Березка» çамрăксен клубĕ вăрçă çинчен хатĕрленĕ кĕвĕ композицине курнă чух вара куççуль кăларакансем нумай пулчĕç. Вăхăт та сиплеймест иккен çухату тÿснине. Обелиск вара пуç хунисем çинчен татах нумай çул аса илтерĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика