12 мая 2010 г.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине уявлама Муркашри тĕп лапамра çын чылай пухăнчĕ. Вĕсем хушшинче вара вăрçă ветеранĕсем чи хисеплисем те чи сумлисем пулнине пĕчĕк ача та сисрĕ пулĕ. Митинг пуçланичченех урампа пыракан ветерансене тав туса ватти-вĕтти – пурте чечексем парнелерĕç.
Вăрçă çулĕсене аса илтерекен ятарлă сцена çинче вăрçă ветеранĕсем вырнаçсан, вĕсем çултан-çул сахалланса пыни тÿрех палăрчĕ. Вĕсене хирĕç парада хатĕрленнĕ çамрăксем вара «эпир сирĕн ята ямастпăр» тенĕн туйăнчĕ.
Чаплă митинга Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин уçрĕ. Ветерансене çак чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уявпа район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов саламласа тав сăмахĕ каларĕ. Чăнах та, Çĕнтерÿ кунĕ пулман пулсан ытти уявсем пулĕччĕç-ши; Вăрçăра пуç хунисен, паян пурăнакан ветерансемпе тыл ĕçченĕсен тÿпи вăл – мирлĕ пурнăç. Çавăнпа та вĕсен умĕнчи парăм та вĕçĕ-хĕррисĕр. Паллах, ветерансене тав сăмахĕ калакансем нумаййăн пулчĕç: Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Е. Андреев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Г. Данилов тата ыттисем те. Ветерансемпе тыл ĕçченĕсем хăйсен аса илĕвĕсемпе митинга пухăннисене вăрçă чăнлăхĕ умне кăларса тăратрĕç тейĕн. Çак уяв нихăçан та куççульсĕр иртес çук пулĕ.
Районти çарпа патриот клубĕсен çамрăкĕсем, шкулта вĕренекенсем, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем ветерансем умĕпе мăнаçлăн иртни те куракансен чунĕсене пăлхатмасăр хăвармарĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх В. Шалтыков парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен велочупу та парад хыççăн старт илчĕ.
Вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне ветерансене машинăпах лартса кайрĕç. Чĕрĕ чечексемпе кăшăлсем хурас текенсем вара урам тăршшĕпех тăсăлчĕç.
Çак чыса тивĕçлĕ ĕçе пурнăçланă хыççăн районти афганец салтаксен пĕрлешĕвĕн ертÿçи В. Киршев çак кун ĕçтешĕсене тĕрлĕ шайри орденсемпе саламларĕ.
Палăк умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерттернĕ хыççăн пурте салтак пăтти çиме васкарĕç. Паянхи салтак пăттине çиме тутлă пулчĕ, паллах. Вăрçă вăхăтĕнче вара пур чух çиме те вăхăчĕ пулман...
Муркашри ветерансен хорĕн тата ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсен концертне те пухăннисем хапăл туса йышăнчĕç. Илемлĕ кĕвĕ таврана сарăлса куракансен йышне татах та пысăклатрĕ.
Кăнтăрла район администрацийĕн ларусен залне Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕпе Сергей Фетисовпа тĕл пулма ачасем те, çамрăксем те, аслăрах ăрурисем те васкарĕç. Вăрçă çулĕсене, уйрăм çын кăмăлне сăнласа паракан «Георг» илемлĕ фильм пăхнă хыççăн артист куракансемпе тĕл пулчĕ. Çак кинора Н.С. Хрущев рольне вылянă Сергей Васильевич Фетисов нумай ыйту çине хуравлама вăхăт тупрĕ. Автограф илес текенсен вара черете те тăма лекрĕ. Çĕрпÿ районне тухса кайиччен Муркашсем артиста парне те парса ячĕç.
Каçхине те Муркашра уяв концерт программипе пуян пулчĕ. Куракансем «Расна» эстрада ушкăнĕн, Муркашри ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсен тата Муркашри учительсен пултарулăхне курса киленчĕç. Çĕнтерÿ кунне халалланă уяв 22 сехетре фейерверкпа вĕçленчĕ.
Н. НИКОЛАЕВА.