12 мая 2010 г.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине паллă тăвас умĕн пысăк парне кĕтрĕ районта пурăнакансене. Майăн 6-мĕшĕнче Москакасси ял тăрăхĕн территорийĕнчи Ивановка ялĕ патĕнче йăлари хытă каяшсен полигонĕн пĕрремĕш черечĕ хута кайрĕ. Çак паллă кунпа Муркашсене саламлама ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ А.В. Ермолаев та килсе çитрĕ. Ăна тата ытти хăнасене полигон умĕнче Муркашсем çăкăр-тăварпа, кăпăклă чăваш сăрипе, хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç.
– Паян пирĕншĕн чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ самант,– палăртрĕ савăнăçлă мероприятие уçнă май район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов.– Полигонăн пĕрремĕш котлованне хута яратпăр. Полигонăн пĕтĕмĕшле смета хакĕ вара 100 миллион тенкĕ ытла. 2009 çулхи августăн 20-мĕшĕнче полигон тăвассипе строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçлама аукцион ирттертĕмĕр. Унта 78649 пин тенкĕ смета хакĕпе «Чувашавтодор» чикĕллĕ яваплăхлă общество çĕнтерчĕ. Укçа-тенкĕ пулман пулин те, полигон тăвас ĕçе тытăнтăмăр. Паянхи кун вара çавна кăтартса парать: енчен те питех те çине тăрас пулсан, мĕн шутланине пурнăçа кĕртме пулатех. Малашне вара пирĕн район экологи тĕлĕшĕнчен тасарах, хăрушлăхсăртарах пулĕ.
Ырă ĕçе пурнăçлама майсем туса панишĕн Юрий Александрович Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине тав сăмахĕ каларĕ.
– Муркашсем яланах ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Кунта та эсир малта. Сирĕн районта паян республикипе пĕрремĕш полигон хута каять. Кун пекки республикипе те урăх çук. Малашне вара полигонсене Етĕрне, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенче тумалла пулать. Чăваш Республикин Президенчĕ республика Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче экологи хăрушсăрлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Ку енĕпе асăннă Çырăва пурнăçа кĕртессипе эсир конкретлă утăмсем турăр та ĕнтĕ, – палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ А.В. Ермолаев Муркашсене çак паллă самантпа саламланă май.
Анатолий Валентинович çавăн çинче те чарăнчĕ. 2009 çулхи декабрь уйăхĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ республикăри экологи хăрушсăрлăхĕ пирки Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн пур районсен те йăлари хытă каяшсене вырнаçтарассипе программăсем туса хатĕрлемелле.
Полигона савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕрте «Чувашавтодор» строителĕсем те пулчĕç. Асăннă строительство организацийĕн тĕп инженерĕ В.И. Иванов палăртнă тăрăх вĕсен коллективĕ полигон тăвас ĕçе пуçласа пурнăçлать. Апла пулин те вĕсем хăйсен умне лартнă задачăна татса пама пултарнă, ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланă.
Полигон Москакасси ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.М. Пушкин çак саманта асăнчĕ:
– Çĕнĕ объект пирĕн территорире вырнаçни пирĕн ответлăха та ÿстермелле. Тасалăхпа тирпейлĕх тĕлĕшпе пирĕн территори ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăмалла,– терĕ вăл.
Пухăннисене çак пĕлтерĕшлĕ кунпа «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ертÿçи С.Н. Тимофеев та саламларĕ.
Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăйĕн ячĕпе проект тăвакансемпе полигон тунă çĕрте ĕçлекен строительсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.
Савăнăçлă самант хĕрлĕ хăйăва каснинчен пуçăнчĕ. Хыççăн вара автотараса çине каяш, çÿп-çап турттаракан КамАЗ автомашина кĕчĕ. Çакă та пĕтĕм технологие пăхăннине çирĕплетекен пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать: каялла автомашинăсем полигонран автотараса урлă мар, хуçалăхпа йăла зонинче вырнаçнă ятарлă дезинфекци ванни урлă тухаççĕ.
Кайран пурте пĕрле полигонра пулчĕç. «Институт «Чувашгипроводхоз» хупă акционер обществин тĕп инженерĕ А.В. Титов полигон структури пирки каласа пачĕ. Пĕтĕмĕшле полигон 30 çуллăха. Тепĕр хут производствăра усă курма май пур материалсене, калăпăр, кĕленче-кантăк таврашĕсене, тимăр-тăмăра, пластик хатĕрсене уйрăмшар пухассине йĕркелесе вĕсене полигона турттармасан, асăннă объектпа 50–60 çул та усă курма май пулĕ.
Çапла вара полигон ĕçлеме тытăнчĕ. Апла пулсан малашне татах тасарах, илемлĕрех, хăтлăрах пулĕ Муркаш ен.
В. ШАПОШНИКОВ.