Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çăкăр никĕсне хываççĕ

12 мая 2010 г.

Илемлĕ тăракан çурхи çанталăк çĕр ĕçченне самантлăха та кантармасть. «Паянхи тивĕçлĕ те вăхăтра пурнăçланă ĕç кăна малашлăхра йĕркеллĕ канма ирĕк туса парать», – тет паян хĕвелпе тан вăранса хире ака-суха ĕçĕсем пурнăçлама хыпкаланакан хресчен. Вĕсен кашни кунĕ хĕрÿ çур акире иртет. Ĕçсем самантлăха та чарăнмаççĕ. Çакă хресчен çур акине тĕплĕ хатĕрленни тата унăн пĕлтерĕшне тивĕçлĕ хак пани пирки калать. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем çуртрисене 7423 гектар çинче (79,9 процент) акнă. Пĕр çул ÿсекен курăксене акнă лаптăксем 903 гектар (55 процент) йышăнаççĕ. Асăннă кун тĕлне хуçалăхсенче 9 гектар (16 процент) пахча çимĕç, 32,1 гектар (52,5 процент) тымар çимĕç акнă. Шăнпа сиенленнĕ кĕрхи культурăсен лаптăкĕсене акнипе пăхсан – пурнăçланă акан пĕтĕмĕшле виçи районĕпе 81 процент.

Çурхи уй-хир ĕçĕсем пĕри тепринпе ылмашăнсах пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕ çак вăхăта хатĕрленсе ĕçсене хăвăртрах пурнăçласси пирки шутлать. Ахальтен каламан-çке ваттисем: çурхи кун çулталăк тăрантарать. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне ака ĕçĕсем пурнăçлассине 10 пĕрлешÿллĕ хуçалăхпа хресчен (фермер) хуçалăхĕ вĕçленĕ.

Паян 6 хуçалăхра çĕр улми лартаççĕ. Ĕнерхи куна ăна 235 гектар çинче лартса хăварнă.

Ĕçсем малалла вăй илсе пыраççĕ.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика