Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçăлман, чун ăшшине çухатман

08 мая 2010 г.

Вăрçă… 65 çул… Çапла, Аслă Аттелĕх вăрçи вĕçленнĕренпе кăçал 65 çул çитрĕ. Анчах халăх асĕнчен тухман вăл, тухас та çук. Сĕмсĕр хаяр тăшманпа, фашистла Германипе, пирĕн çĕр-шыври мĕн пур халăх пĕр çын пек пулса паттăррăн çапăçнă. Çавăнпах 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнчи Çĕнтерÿ те пирĕн енче пулнă. Çав кунранпа 65 çуркунне уйăрса тăрать пире. Анчах никам та, нимĕн те манăçа тухман.

Мăн Токшик ялĕнче те Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă ветерансен йышĕ çулсеренех сахалланса пырать. Анчах пур-ха паян вĕсем, хальхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракансем.

Григорий Данилович Данилов вăрçă ветеранĕ 1924 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче йышлă хресчен çемйинче çуралнă. Ултă пĕр тăван пулнă вĕсем, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула виçĕ ачи пĕчĕккĕллех вилнĕ. Çити-çитми пурнăçа Григорийăн та ачаллах астивме тивнĕ. Шаптакри пуçламăш шкултан, кайран Токшикри 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă каччă малтанах хăйсен ялĕнчи «Динамо» колхозра ĕçлеме пуçлать. Ку вăхăталла колхоз та вăй илнĕччĕ ĕнтĕ, анчах мирлĕ пурнăçа хаяр вăрçă татать.

Ялти ытти çамрăксемпе пĕрле Г. Данилов та хăйĕн ирĕкĕпе Тăван çĕр-шыва сыхлама кайма шутлать. 1943 çулхи нарăс уйăхĕнче ялти виçĕ каччă вăрçа тухса каяççĕ: Павел Егорович Егоров, Иосиф Антонович Антонов, Григорий Данилович Данилов. Кĕçĕн командирсен курсĕнче вĕренсе кĕçĕн сержант званине илсен пирĕн ентеш Г. Данилов 1-мĕш Белорусси фрончĕн 219 Кременчуг танк бригадинче автоматчик пулса тăшманпа çапăçать. Пĕрре кăна мар вутпа вилĕм хушшинче пулать вăл. Беларуçри Слуцк хули патĕнчи пĕр хаяр çапăçура вăл питĕ йывăр аманать: ÿпкене снаряд ванчăкĕ лекет. Çапăçу хирĕнчен ăна хăйсен ял каччи И. Антонов илсе тухать. Кайран хăй те аманать, вăрçăран хăрах куçсăр таврăнать.

Госпитальте виçĕ уйăх сипленнĕ хыççăн пирĕн ентеш Слуцк хулинчех службăра тăрать. Комендант полкĕнче хулари пурнăçа йĕркелеме пулăшать. Çĕнтерÿ кунне Г. Данилов Польшăри Ланцберг хулинче кĕтсе илнĕ.

Хĕрÿ çапăçусемпе вăхăтсăр çухатусем, Çĕнтерÿ саманчĕ... Мĕн кăна чăтса ирттермен пулĕ салтак, анчах нихăçан та пуç усман, каялла чакман. Вăрçă хыççăнхи çăмăл мар çулсенче те тертпе нушана пăхмасăр тăван хуçалăхра ырми-канми ĕçленĕ. Колхозăн садне шанса панă Григорий Даниловича. Икĕ гектар çĕр çинче темĕн тeрлe улмуççи, чие, йĕплĕ, сарă, хура, хĕрлĕ хурлăхан тĕмĕсем, çырла ÿснĕ. 1979 çулхи сивĕпе улмуççисем нумай пĕтсен те ĕнерхи салтак пуç усман. Колхоз садне вăл çĕнĕрен чĕртнĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех ватă салтак çут çанталăка юратса, ăна ăнланса, унпа пĕр чĕлхе тупса пурăннă. Хăй пурнăçĕнче мĕн чухлĕ йывăç-тĕм çитĕнтермен-ши вăл; Пурнăçри кашни савăнăçлă саманта Г. Данилов йывăç лартса паллă тунă. Кунпа пĕрлех вăл килĕнче утар тытнă. Вăл çут çанталăкпа туслă çыхăну тытни кашни утăмрах палăрса тăнă. Çакă ял çыннисемшĕн те ырă тĕслĕх пулнă, пур, пулĕ те.

Вăрçă темĕн чухлĕ инçерех юлсан та хăй пирки ветерана самантлăха та мантарман. Акă снарядăн ÿпкери ванчăкĕ хăй çинчен вăрçă пĕтсен 23 çултан аса илтернĕ. Сывлăх хуралçисем вăхăтра операци туса вилĕмрен çăлса хăвараççĕ ĕнерхи салтака.

– Тутă хырăмпа, ăшă тумпа выляса-кулса ÿсме тÿр килмерĕ пире. Эпир мĕн курнине, мĕн тÿснине ачасемпе мăнуксем ан курччăрах, – терĕ вăрçă ветеранĕ паянхи савăк пурнăçшăн хĕпĕртесе.

Чи пысăк та мухтавлă уявра – Çĕнтерÿ кунĕнче вăрçă ветеранĕ хăйĕн костюмне тăхăнать. Кăкăрĕ çинчи кашни награда мĕн тери пĕлтерĕшлине вара пĕр хăй кăна пĕлет.

Хисеплĕ Григорий Данилович! Нумай хурлăх тÿсме тивнĕ сире, анчах эсир хуçăлман, чун ăшшине çухатман.

Тавах сире Аслă Çĕнтерÿшĕн!

Ю. ЕВСТАФЬЕВА,

Тойкилтĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан

тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика