Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп экзамен тытма тиврĕ

08 мая 2010 г.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шыва сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ фашистла Германин хăватлă çарĕсем сехетпе мар, минутпа Мускав еннелле çĕмĕрттерсе-талпăнса пынă чух тепĕр тăватă çултан хĕн-хур урапи айĕнчен тухса уçă сывлăш çавăрса илнĕ пирĕн салтаксем фашизм йăвине çитсе Рейхстаг çине çĕнтерÿллĕн алă пусасси пирки кам шутланă-ши; Никам та. Фронтра юн юхнă, тылри хĕрарăмсемпе салтак ачисен ĕç вăхăтĕнчех куçĕсем куççульпе тулнă. Никам шутламан çĕртен «Çĕнтерÿшĕн!» тесе атакăна çĕкленсе пуç хунă салтаксен тĕлĕнмелле паттăрлăхĕ вара харама кайман: Мускав патне çитнĕ фашизм машинине çапса аркатса пирĕн çарсем ăна каялла çавăрнă, хăйĕн йăвине хăваласа çитерсе юлашки сывлăшне кăларнă. Пĕтĕм халăх пĕрле пулса пурнăçшăн, Çĕнтерÿшĕн кĕрешни, вăрçă çулĕ çинче миллионшар çын пуç хуни пустуй ĕç пулмарĕ.

Пурнăç малаллах шăвать. Тăван халăхăмăр Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитрĕ. Вăхăт иртнĕ май вăл хыçа юлнă кунсен йывăрлăхне çĕнĕ хумсем çине çĕклесе пирĕн ума унăн кашни утăмне çивĕчреххĕн кăларса тăратать, пĕлтерĕшне ÿстерет.

Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче 93 çул тултаратăп пулин те, вăрçă вут-çулăмĕнче иртнĕ кашни кун паянхи пекех асра.

Çамрăксем час-часах: «Вăрçă пуçланнине астăватăн-и тата епле астăватăн;» – тесе ыйтаççĕ. Вĕсем çак ыйтăва мирлĕ пурнăçа сыхлассишĕн хускатнине ăнланатăп. Çавăнпа вĕсен ыйтăвне пĕрре те хуравсăр хăвармастăп.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланни те, унăн малтанхи çухатăвĕсемпе çĕнтерÿ çулĕсем йăлтах манăн куç умĕнче иртрĕç.

Инçетри 1941 çул. Эпĕ ун чух Шупашкарти Чăваш педагогика институчĕн юлашки курсĕнче вĕренетĕп. Тĕрĕсрех каласан, патшалăх экзаменĕсем тытатпăр. Питĕ яваплă тапхăр. Тăватă çул (ун чух çаплаччĕ) вĕреннĕскерсем патшалăх экзаменĕсенче намăс курас мар тесе кунĕн-çĕрĕн алăран кĕнеке вĕçертместĕмĕрччĕ. Çапла вара июнĕн 22-мĕшĕнче те – уяр та илемлĕ çуллахи вырсарни кун – иртенпех юлташсемпе институтăн вулав залне кайса лартăмăр. 10 сехет çывхарать. Радиопа Мускавран правительство пĕлтерĕвĕ пуласси пирки хыпарларĕç. Пирĕн нимĕнле тимлĕх те çук. Радиона калаçма шутласа кăларнă – калаçтăр, пире çĕнĕлĕхсемпе паллаштарса тăтăр. Анчах ку хутĕнчи пĕлтерÿ чĕрене çураканни пулчĕ. Шăп та лăп 10 сехетре Левитан дикторăн пĕлтерĕвĕ пирĕн пурнăçа вăрçă çулĕ çине тăратрĕ. Совет Союзĕн Министрсен совечĕн председателĕ çĕр-шывăмăрта пулса тухнă лару-тăрупа паллаштарчĕ. «Ирхи 4 сехетре вăрçă пуçланнă-мĕн. Нимĕç фашисчĕсем çĕр-шывăн Хĕвел Анăçри чиккисене пĕр пĕлтермесĕр тăршшĕпех атакăланă, чикĕри хуласем çине бомбăсем пăрахнă». Унччен шавлă пулнă вулав залĕ самантрах шăна вĕçни илтĕнмелле шăпланчĕ.

Радиопа пĕлтерÿ итлесе пĕтерсенех пирĕн патăмăра институт ректорĕ пычĕ. Вăл аудиторине кĕрсен студентсем хĕрсе кайсах хăйсем фронта каясси пирки, çĕр-шыва вĕсен пулăшăвĕ кирли çинчен калаçма пуçларĕç. Кун çине ректор хуравĕ ансат пулчĕ.

– Тăхтăр! Экзаменсем вĕçленмесĕр эсир ниçта та каймастăр, – терĕ вăл. Куçĕ вара унăн хуйхăллăччĕ. Çамрăксем çак вăхăтра часрах фронта талпăннине ăнланчĕ вăл. Урăхла пулма та пултарайман.

Июнĕн 30-мĕшĕнче эпир юлашки экзамен тытрăмăр. Манпа пĕрле физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ юлташсем пурте майлах çав кунсенче фронта каяссипе пурăнатчĕç. Çавăнпа та юлашки экзамен тытсанах институтпа сыв пуллашу каçĕ ирттертĕмĕр. Июлĕн 3-мĕшĕнче вара алла диплом илтĕмĕр. Ректор пире пĕрле пуçтарчĕ те килсене кайма ирĕк пачĕ.

Эпĕ тăван киле июлĕн 5-мĕшĕнче çитрĕм. Аслă пĕлÿ илнипе савăнмалла пек, анчах никамăн та сăн-питре савăнăç шевли çук. Эпĕ киле таврăнсанах мана çара ăсатасси пирки калаçма пуçларĕç. Çак кун та çитрĕ. Июлĕн 9-мĕшĕнче ирхи 4 сехетре пирĕн пата ял советĕнче ĕçлекен хĕрарăм мана фронта илме повестка пырса пачĕ: 9 сехете Мăн Сĕнтĕр районĕн çар комиссариатне çитмелле. Пирĕн аттепе анне колхоза кĕменччĕ те лаши те килтеччĕ. Атте сăмах вакламасăр лаша кÿлчĕ, 8 сехет çурăра урапа çине аттепе иксĕмĕр ларса çула тухрăмăр. Çапла эпĕ вăрçа тухса кайрăм. Таврăнăп-и эпĕ унтан е çук – кăна вăл самантра Турă кăна пĕлнĕ.

Мана Харьков хулинчи интендант службин кĕске вăхăтлăх курсĕсене вĕренме ячĕç. Ун хыççăн лейтенант званипе Çурçĕр Хĕвел Анăç фронтне лекрĕм. 178-мĕш стрелковăй дивизин 171-мĕш стрелковăй полкĕ, 232-мĕш стрелковăй полкĕ... Хамăр тивĕçе кура салтаксене апат-çимĕçпе епле тивĕçтернине тĕрĕслесех тăнă май кун урлă пекех эпир малти линиреччĕ. Окопсемпе траншейăсем тăрăх салтаксене апат-çимĕç парса çÿрени паян та куç умĕнчех. Пĕррехинче 232-мĕш стрелковăй полкăн штаб начальникĕпе малти линие кайрăмăр. Эпир çитсенех нимĕçсем тапăнчĕç. Малти линири окопа траншейăпа мар, тÿррĕн кайма тухнă капитан ман куç умĕнчех пурнăçран уйрăлчĕ. Тепрехинче хĕллехи уяр кун пĕчченех малти линие кайма тухрăм. Ăнсăртран сиксе тухнă фашист самолечĕ тапăнчĕ те ниепле те хăпмасть. Икĕ хутчен пулеметран персе хăваларĕ, виççĕмĕшĕнче блиндаж патне тарса çитсен бомба пăрахса хăналарĕ, анчах... блиндаж алăкне çĕмĕрнисĕр пуçне сиен тăваймарĕ. «Кĕпепе çуралнă эсĕ», – терĕç каярахпа пирĕн тан мар çапăçăва курнисем.

Фронтра тăтăшах вилĕмпе юнашар çÿрерĕмĕр пулин те, фашист мăшкăлĕ пулмарăмăр, çĕр-шыва та çăлса хăвартăмăр. Çавăнпа та çав Аслă вăрçа хутшăнса Çĕнтерÿ тунисене, ăна çывхартма пулăшса пуç хунисен тăванĕсене Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатăп. Аслă ăрурисен паттăрла çул-йĕрне паянхи çамрăксем малалла тăсасса шанса тăратăп. Вĕсем ăна тума пултарасси пирки манăн иккĕленÿ çук.

П. ЖИВОЙКИН.

Москакасси ялĕ.

РЕДАКЦИРЕН: Петр Иванович фронтри паттăрлăхне мирлĕ пурнăçра та сÿнме паман. 1946 çулта фронтран таврăннă ентешĕмĕр 38 çул тĕрлĕ шкулсенче пĕр улшăнмасăр ачасене вĕрентес ĕçре ирттернĕ, вĕсене патриотизмла воспитани панă, Тăван çĕр-шыва юратма тата хаклама вĕрентнĕ. Вĕрентÿ ĕçĕн ытларах пайне ĕнерхи фронтовик тĕрлĕ шкулсен директорĕнче ирттернĕ. «Президентăмăр 2010 çула Вĕрентекен çулталăкĕ тесе паллă тунине ырлатăп кăна. Учительсем тивĕç ăна, мĕншĕн тесен Тăван çĕр-шывăн шанчăклă хÿтĕлевçисене ÿстересси – вĕсен аллинче», – терĕ хамăр сăмах паянхи пурнăç çине кĕрсе кайсан фронтовик учитель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика