Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Утасчĕ пĕрре урам тăрăх...»

08 мая 2010 г.

– Аслă Çĕнтерÿ тунинче вăл вăхăтра тăшмана хирĕç кĕрешнĕ (кам фронтра, кам тылра) кашни çыннăн тÿпи пысăк. Кашнинех паян тăванĕсем асра тытса чĕрере упраççĕ. Шел пулин те, манăн атте Гаврил Васильевич Волков пек «Астăвăм» кĕнекине кĕмесĕр юлнисем те пур-ха. Вăл, 1924 çулта çуралнăскер, хаяр вăрçăра çапăçнă. Вăрçа кайнисен районти списокне кĕртсе унăн ятне те ыттисенни пекех упрасчĕ. Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ, теççĕ мар-им;

– Аçăр çинчен кăшт каласа парсамăр.

– Атте Ойкас ялĕнче çуралнă, Мăн Сĕнтĕрти шкултан вĕренсе тухнă.1942 çулта ăна Ярославльти çар училищине вĕренме янă. Вĕренсе пĕтерсен çавăнтанах – вăрçă хирне çапăçăва. Паллах, вăрçа пирĕн районтан кайманран çар комиссариатĕнче те документсем пулман. Документсем тăрăх та, хăй каласа панă тăрăх та вăл çапăçусенче пурĕ виçĕ хутчен аманнă. Малтанхи иккĕшĕнче суранĕсем ытла йывăр пулманран часах çапăçу хирне таврăнма май пулнă. Виççĕмĕшĕнче вара тăшман пенĕ пуля çурăм мими витĕрех тухнă çав.

– Вăрçă çулĕсене Гаврил Васильевич мĕнлерех аса илетчĕ;

– 1943 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа 1944 çулхи çурла уйăхĕччен стрелоксен 707-мĕш взводĕнче (3-мĕш Беларуç фрончĕ) хастар çапăçнине каласа паратчĕ. Вăл взвод командирĕ пулнă. 1944 çулхи çурла уйăхĕнче тан мар çапăçура питĕ йывăр аманать. Çак виççĕмĕш аману пулать унăн. Урăх вăрçă хирне тухаймасть, ура çине тăраймасть. Йывăр аманнине аса илсе ăна йытă çăлни çинчен калатчĕ. «Тăраймасăр выртнă чухне аннене тек кураймастăп-ши тесе юлашки вăя пухса хырăм çинче хамăрăннисем енне шума тăрăшрăм. Çав вăхăтра ума йытă пырса тăчĕ. Хут çырса ятарлă хутаç ăшне чиксе парса ятăм. Кăшт вăхăт иртсен икĕ йытă килсе тăчĕ. Мана тупса салтаксем лазарета илсе кайрĕç», – çăлăнăç вăхăтне çапла аса илетчĕ атте.

Беларуç çĕрне çитсен пĕр ялти старик вĕсене хăналанине калатчĕ тата атте. Çав ватă çын аттене килĕштерсе те ырă сунса: «Кăларса ан пăрах, сана сыхлатăр вăл», – тесе ал тутри парнеленĕ. Шăпах аманас умĕнхи çапăçăва кĕриччен ал тутрине, вăл ытла та вараланса пĕтнĕрен, атте хăйĕн кĕсйинчен кăларса пăрахрăм тетчĕ. Çапла аса илнĕрен, çак япалан пĕлтерĕшĕпе асамлăхĕ пулнă пек туйăнатчĕ.

Врач пĕр-икĕ çул пурăнасса çеç шантарнă пулнă. Вăрçăран наçилкка çинче таврăнма тивнĕ аттен. Утайман çынна Мария Ивановна çамрăк учитель качча тухнă. 18 çул пăхнă ăна анне. Пире, Василийпе иксĕмĕре, тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ вĕсем. Эпир те çулла коляскăпа, хĕлле çунашкапа туртса çÿреттĕмĕр аттене. Кино курма та çапла илсе çÿренĕ ăна, пухусене те... 42 çулта атте вилсе кайрĕ.

Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн медальсемпе орденсем илме тивĕçлĕ пулнă атте. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ те унăн иккĕччĕ.

– Гаврил Васильевича халĕ Ильинка ял тăрăхĕнчен вăрçа кайнисен списокне кĕртнĕ. Çар билечĕпе пенси удостоверенийĕн копийĕсене Мăн Сĕнтĕрти шкула панă. Апла малашне Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем çинчен калаçнă чух сирĕн аçăр пирки те аса илмесĕр иртмеççех ĕнтĕ. Эсир вара аçăра мĕнле астăватăр; Мĕнле çын пулнă вăл;

– Кĕлеткипе питĕ кĕрнеклĕ пулнă. Эх! Ăна утнине нихăçан та курман çав эпир. «Виçĕ пус та кирлĕ мар, утасчĕ пĕрре урам тăрăх», – пурнăçланма пултарайман ĕмĕтне çапла палăртатчĕ вăл.

Пирĕн атте питĕ активлă çынччĕ, вырăнпа выртнă пулсан та хаçат-журнал нумай вулатчĕ, яланах ăслă сĕнÿ-канаш пама пултаратчĕ вăл. Ун патне çамрăксем пĕрмай килетчĕç: шахматла выляма вĕрентетчĕ атте вĕсене. Ÿсĕрле пырса пирус ыйтакансене юратмастчĕ. «Ачасем, вĕренмелле, сенĕк йăтса çÿремелле мар. Халĕ вĕренмесен доярка та пулаймастăр», – тесе калатчĕ шăллăмпа иксĕмĕре. Шăрçа пек илемлĕ те тирпейлĕ çыратчĕ. Анне учитель пулнă пулсан та, уроксем тума пире атте пулăшатчĕ, тĕрĕслетчĕ. Çынран нихăçан та кулмалла мар тесе вĕрентетчĕ. «Çын патĕнче ĕçлесе пулăшсан, тÿрех киле килмелле», – кÿршĕ-аршăпа çапларах хутшăнса пурăнмаллине калатчĕ. Тирпейлĕ, чăтăмлă та тÿсĕмлĕ пулнă атте. Шÿте ăнланатчĕ, хăй те аван шÿтлетчĕ. Çав тери пурнăçа юрататчĕ. Килĕштернĕ юрри пурччĕ унăн – «Я люблю тебя, жизнь...» Лайăх çын пулнă. Çакна туйсах ĕнтĕ эпир нихăçан та пуçа усса çÿремен.

Н.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика