05 мая 2010 г.
Март уйăхĕнче районти физкультура активĕн ларăвĕ иртнине маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.
Сывă пурнăç тытса пырасси тата çынсене физкультурăпа спорта явăçтарасси – чăннипех те пĕлтерĕшлĕ ыйту. Ачасемпе çамрăксен сывлăхĕ япăхланни, çынсен пурнăç тăршшĕ чакни, пирус туртасси анлă сарăлни, çул çитменнисем йĕркене пăсни нумайланни хумхантарать. Çара кайма хатĕрленекенсен сывлăхĕ хавшак пулни те шутлаттарать. Çавăнпа та физкультурăпа, спортпа туслашни, çынсен культурипе пĕлÿ шайĕ çÿллĕ шайра пулни, эрех-сăра ĕçсе иртĕхнине, пирус туртассине, наркомание йышăнманни, çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси пирĕн пурнăçра тĕп вырăнсене тухса тăмалла. Çакна мала хурса физкультура активĕн йышăнăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетрĕ. Унпа паян вулакансене паллаштаратпăр.
Районти лару-тăрăва шута илсе:
1. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тата предприятисен, организацисемпе учрежденисен ертÿçисене халăха физкультурăпа спорта тата сывă пурнăç йĕркине тытма явăçтарас ĕçе хăвăртлатма çапла сĕнес:
- Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул, Чăваш Ене йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ çулталăкра Муркаш районĕнчи спорт йăлисене малалла тăсмалла, халăха, çемьесене, çитĕнекен ăрăва физкультурăпа спорт занятийĕсене, сывă пурнăç йĕркине тытассине явăçтарас ĕçе çĕнĕ мелсем кĕртмелле, çак ĕçе пур ведомствăпа структурăсене, вырăнсенчи спорта юратакан çынсене çыхăнтарса явăçтармалла;
- физкультурăпа сывлăха çирĕплетес тата спортăн массăллă ĕçне мораль тĕлĕшĕпе тата укçа-тенкĕ хавхалантарăвĕпе çамрăк специалистсене явăçтармалла;
- организацисенче, предприятисемпе учрежденисенче физкультурăпа спорт, массăллă спорт инструкторĕн штатне туса хума майсем тупмалла;
- районти спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсенчен, организацисенче, учрежденисемпе предприятисенче ĕçлекенсенчен, спорта кăмăллакансенчен тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансенчен тăракан командăсем йĕркелемелле, ют вырăнсенчи спортсменсене команда йышне кĕртессине пăрахăçламалла;
- физкультурăпа тата спортпа массăллă майпа занятисем ирттерме палăртнă спорт сооруженийĕсене аталантарма тата упраса хăварма, вĕсен пурлăх базине çирĕплетме майсем тупмалла;
- районти спорт сооруженийĕсемпе, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен спорт залĕсемпе, вĕсен кăнтăрлахи тата каçхи вăхăтра ĕçлемелли графика çирĕплетсе, физкультура учителĕсен, тренерсен тата çамрăксен ертÿçисен йышĕнчен уйăрнă çынсене ответлăхпа çирĕплетсе эффективлă усă курмалла.
2. Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайне сĕнес:
- спорт залĕсемпе эффективлă усă курассин хавхалантару механизмне хаклăх критерийĕсене палăртса ĕçе кĕртмелле;
- районти вĕрентÿ учрежденийĕсем, ĕç коллективĕсем хушшинчи спартакиадăна ирттерессине лайăхлатмалла, вĕренекенсен тата ĕçлекенсен физкультура аталанăвĕн чи пĕчĕк нормисене тĕрĕслемелли тытăма ĕçе кĕртмелле;
I тапхăр – учрежденисенче, организацисенче, предприятисенче пур ĕçлекене хутшăнтарса спартакиада ирттересси;
II тапхăр – ют вырăнсенчи спортсменсене явăçтармасăр ĕç коллективĕсен командисем районти ăмăртусене хутшăнасси;
– физкультура вĕрентекенĕсен, тренерсен ĕçне вĕсен результачĕсем урлă хаклассине, районăн пĕрлештернĕ командин членĕсене стипенди парассине ĕçе кĕртмелле;
- 2010 çулхи апрель уйăхĕнчен учрежденисенче ĕçлекенсен сывлăх паспорчĕсене йĕркелесе ямалла.
3. Спорт федерацийĕсен ертÿçисен Муркаш районĕнче физкультурăпа сывлăха çирĕплетес тата массăллă спорта аталантарас енĕпе федерацисен ĕçне лайăхлатмалла.
4. Муркаш район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пайăн, Чăваш Республикин Культура министерствин «Çĕнтерÿ ялавĕ» Муркаш район хаçачĕн редакцийĕ» автономиллĕ учрежденин пулса иртекен мероприятисене çутатса тăрассине лайăхлатмалла тата сывă пурнăçпа спорт йĕркине сарассипе çĕнĕ рубрикăсем уçмалла.
Ю. ИВАНОВ,
Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ.