05 мая 2010 г.
Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Якаткасси ялĕнче пурăнакансемшĕн Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă çул яланлăхах асра юлĕ. Кăçалхи уявра вĕсем вăрçăра пуçне хунă ентешĕсене хăйсен вăйĕпе вĕсене асăнса лартнă обелиск умĕнче пуç тайĕç.
Ялта обелиск лартасси çинчен запасри майор, штурман пулса вĕçнĕ В.К. Гордеев тахçанах шутланă-ха. 1991 çулта запаса тухнăскер, 5 çул каялла çав шухăшпах ял тăрăхĕн депутачĕ пулма килĕшет. Ку вăхăта Вячеслав Кузьмич çапла аса илет:
– Яла тирпей-илем кĕртес шухăш тахçанах пулнăччĕ. Яла пырса кĕнĕ çĕрте çум курăк ашкăрни килĕшÿллех мар. Çав шухăшпах ялти 4 çын пĕрле калаçса татăлса яла пырса кĕнĕ çĕре 4 гараж турăмăр. Кайран обелиск тăвассипе ĕçлеме пуçларăмăр, – тет вăл.
Ял çыннисем те ăнланаççĕ пĕр ялта ÿснĕ ентешне. Кашни килтен 200-шер тенкĕ пуçтарма килĕшсе татăлаççĕ. Ĕçтешсем пулни те çăмăллăх иккен кун пек чухне. Ялта милици тата ытти вăй структурисен запасри офицерĕсем те пур, 2 прапорщик, А.Д. Иванов полковник вара службăрах-ха. Пурĕ 11-ĕн иккен вĕсем службăри пĕр «пăтта» çинисем: вĕсем кашниех 1-шер пин тенкĕ пуçтарма килĕшрĕç. Кайрĕ вара ĕç.
– Йăлт çак ĕç хăй тĕллĕн пулса пынă пек. Такам çÿлтен пулăшса пынăн туйăнать, – тет кун пирки Вячеслав Кузьмич.
– Иртнĕ çул Шупашкарта «Память» фирма патĕнчен иртсе пыраттăм. Кĕрсе тухам-ха çакăнта, терĕм. Каласа патăм та, пире йÿнĕ хакпах – 2 пин тенкĕпе мрамор татăкĕсене пама пулчĕç. «Односельчанам, погибшим на войне» тесе çыртарса 4 пин те 100 тенкĕ тухса кайрĕ.
Каярахпа танлаштарма тесе тепĕр фирмăна кĕрсе тухать Вячеслав Кузьмич: унта çав материалах темиçе хут хаклă иккен.
Вилнисен хушамачĕсене çыртарма та Турри хăех пулăшать тейĕн вĕсене. Пĕр фирмăра çак ĕçшĕн 14 пин тенкĕ ытла ыйтнă. Каллех шутламан-туман çĕртен лару-тăру Якаткассисене майлă пулса тухать: тепĕр фирмăра 7 пин тенкĕпе çырса параççĕ вăрçăра пуç хунисен ячĕсене. Хăйсен ял çынниех Иван Георгиевич Никитин, хулара коммуналлă сферăра ĕçлекенскер, обелиск тăррине çăлтăр лартма сĕнет, хăех çак ĕçре пулăшать.
Вĕсем обелиска иртнĕ çулах кĕркунне лартса хăвараççĕ. Йĕри-тавра тирпей-илем кĕтеççĕ. Юнашарах вара çăка аллеййине йĕркелерĕç. Якаткассинчен вăрçа пурĕ 76-ăн тухса кайнă пулсан, 37-шĕ каялла таврăнайман. 37 çăка кăçал папка кăларĕ вĕсен ячĕпе.
Пулăшу ыйтсан никам та вăхăт çук тесе турткаланса тăмарĕ. Çÿлерех асăннă ятсемсĕр пуçне уйрăмах хастаррисем татах та пур. Ял старости Юрий Герасимович Герасимов яланах пĕрле обелиск тăвас ĕçре. Запасри милици майорне Олег Александрович Соловьева та, Егор Григорьевич Васильева та активлă пулнăшăн ырăпа асăнмалла. Ялти пахчаçă, хурт-хăмăр ăсти Николай Александрович Игнатьев та обелиск тавра лартма хаваспах 8 «туя» йывăççине пачĕ. Ильинкăпа Малиновка лесничествин лесничийĕ Анатолий Калистратович Касьянов, хăй ку тăрăхран пулмасан та, хаваспах пулăшма килĕшрĕ.
– Карта тытма хăма çуртарса пачĕ, каштасемпе тивĕçтерчĕ. Хăй машинипех турттарса пачĕ. Йĕри-тавра «чĕрĕ ешĕл» карта тума чăрăшсем кÿрсе килме пулăшрĕ. Тем пысăкăш тав ăна, – тет В.К. Гордеев.
– Вăрçăра вилнисем хăйсемех çак ĕçе тума майлаштарса пулăшса пыраççĕ пулĕ, – тет запасри майор.
Кун пек калама сăлтавĕ те пур çав. Ялти ватă çынсем каланă тăрăх, вăрçа тухса кайнă чухне ял çыннисенчен пĕри Михаил Тимофеевич Тимофеев укăлча умĕнче урапа çине тăрса сăмах каланă имĕш. Эпир каялла таврăнаймасан, пирĕн ятпа палăк лартăр, тенĕ. Савăнать пулĕ халь унăн чунĕ. Каялла тăван яла таврăнаймарĕ вăл, анчах вăл шухăшлани вара çитрĕ: майăн 8-мĕшĕнче çĕр-шыв хÿтĕлевçисен ячĕпе обелиск уçаççĕ.
Пĕтĕмпе вара районĕпе хальлĕхе вăрçăра тата тĕрлĕ конфликтсенче вилнисене асăнса лартнă палăксем 45 тата 7 обелиск. Иртнĕ çул вырăнти бюджетран вĕсене юсама 62,2 пин тенкĕ уйăрнă пулсан, кăçал ку сумма 84 пин тенкĕпе танлашать. 7 палăка юсас ĕçре усă кураççĕ унпа.
Л.ПАВЛОВА.