05 мая 2010 г.
Саккăрмĕш хут республикăра ĕç династийĕсен слечĕ иртрĕ. Ку хутĕнче унта районтан Шаптакри С.Н. Казаковсен çемйи хутшăнчĕ. Сергей Николаевич районти тĕп больницăра шăл техникĕнче ĕçлет. Мăшăрĕпе Ираида Анатольевнăпа, вăл медицина сестри, виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Аслă хĕрĕ Татьяна Сергеевна эндокринологра ĕçлет. Тăван аппăшĕ И.Н. Авдеева 27 çул ытла медсестрара вăй хурать. Вĕсен тăванĕсем – А.П. Афанасьев травматологра, Н.А. Кожевников хирургра тимлеççĕ. Кинĕ Е.М. Кожевникова - дерматовенеролог.
Ытти тăванĕсем те пурнăçне сывлăх хуралне халалланă. В.А. Ильина 38 çул ытла терапевтра, Н.Ф. Яковлева 46 çул тĕп медицина сестринче, В.Ф. Скворцов çур ĕмĕр ытла хирургра вăй хунă. Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура.
Казаков йăхташĕсен сывлăх хуралĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 337 çулпа танлашать.
А. КУЗЬМИН.