Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсене çĕнĕлĕх кĕтет

28 апреля 2010 г.

Чăваш Республикин 2040 çулчченхи вĕрентÿ стратегийĕпе килĕшÿллĕн, район шайĕнче тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пур шкулпа ача сачĕсенче, хушма вĕрентÿ учрежденийĕсенче çĕнĕ аталану программисем йышăнаççĕ. Чуманкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта республикăри вĕрентÿ стратегине пурнăçа кĕртмелли тата шкулăн ĕçне çĕнетсе йĕркелемелли ĕç планне 2010-1015 çулсем валли шкулăн аслă пухăвĕнче йышăнтăмăр.

Унăн тĕллевĕ – ачасене вĕренсе тарăн пĕлÿ илмелли тата пултарулăха аталантармалли майсем туса парасси. Çавăн пекех çак ĕçе йĕркелесе пыма çĕнĕ вĕренÿ тытăмне туса хурасси, шкулпа çемье тата вырăнти общество хушшинче çыхăнусене çĕнĕлле йĕркелесси пулса тăрать. Ачашăн вĕрентÿ учрежденийĕ иккĕмĕш кил пулса тăмалла. Унта кашниех хăйне аталанмалли майсем тупма пултартăр.

Юлашки пилĕк çул хушшинче утса тухнă çул çакна кăтартса пачĕ. Эпир бюджетри укçа-тенкĕне кашни ача пуçне тивĕçтересси çине куçрăмăр. Вăл çултан-çул хăпарса пычĕ. 2006 çулта кашни вĕренекен пуçне бюджетран 16 пин те 247 тенкĕ укçа уйăрнă пулсан, 2009 çулта çак кăтарту 32 пин те 518 тенкĕпе танлашрĕ. Çакă вĕренÿ пурлăхне самай çĕнетсе улăштарма май туса пачĕ.

Çак тапхăрта хăш-пĕр шкулсем ачасен шутне кура пĕрлешсе тĕрекленчĕç. Пирĕн Чуманкассинчи базăллă шкул йышне Якаткассинчи тĕп шкулта тата Тойкилтĕри 11-мĕш класра вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Вĕсене икĕ шкул автобусĕ кулленех тăватă маршрутпа турттарать.

Юлашки çулсенчи тепĕр çĕнĕлĕх вăл – вĕрентекенсене ĕç укçине çĕнĕлле тÿлесси. Вăл икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕш, тĕп пайне, куллен вĕрентÿ ĕçне туса пынăшăн, ачасен çыру ĕçĕсене тĕрĕсленĕшĕн, вĕрентÿ ĕçĕн дидактика хатĕрĕсене туса хатĕрленĕшĕн тÿленĕ пулсан, халĕ ун çумне шкул тулашĕнчи ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн, ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе пынăшăн хавхалантармалли хушма тÿлев тунă. Вĕрентекенĕн ĕçне хак параканĕ – шкулăн ертсе пыракан канашĕ. Унта вырăнти организацисен ертÿçисем, ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем кĕреççĕ.

Çак улшăнусем вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме майсем туса пачĕç. Паян кашни ача хăш ялта пурăннине, мĕнле тупăшлă çемьере çитĕннине пăхмасăрах, пур енлĕн аталанма пултарать. Çакна валли пирĕн базăллă шкулта условисем çителĕклĕ темелле. Пăхса, итлесе вĕренмелли хатĕрсем, çĕнĕ компьютерсем, проекторсем, библиотекăри словарьсемпе энциклопедисем, классенчи вĕренÿ хатĕрĕсем вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлле, ачасен кăсăкланăвне шута илсе туса пыма пулăшаççĕ. Çакă вара ачасене тĕрлĕрен олимпиадăсемпе конкурссенче çĕнтерме майсем туса парать.

Шкулăн аслă пухăвĕнче çакна ашшĕ-амăшĕ хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕ, шкул ĕçне тивĕçлипе хак пачĕ.

Шкулсене, ытти бюджет учрежденийĕсем пекех, малашне нумай çĕнĕлĕх кĕтет. Патшалăх шайĕнче вĕсене автономиллĕ учрежденисем туса хума 2007 çулта палăртнă. 2012 çултан пуçласа вăл пĕтĕмĕшле вăй илет. Унăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Мĕншĕн тесен пур бюджет учрежденине те хăй тĕллĕн аталанакан çул çине куçараççĕ. Урăхла каласан, бюджетри укçана халичченхи пек смета тăрăх мар, вырăнти заказпа уйăрса пама пуçлаççĕ. Кашни шкулăн укçи-тенки вĕренекен ачасен шутĕнчен, хушма укçа ĕçлесе илме пĕлнинчен килекен пулать. Тăкаксемпе çыхăннă тупăшпа усă курасси те, ăна йĕркелесе пырасси те çĕнĕлле шут майĕпе пулса пымалла. Пĕр енчен илсессĕн, çакă шкулсене нумай ирĕклĕх парать. Çавăнпа пĕрлех бюджет, район администрацийĕ тата депутатсем умĕнче вĕсен ответлăхĕ чылай ÿсет. Çакă вара бюджетран уйăрнă тата шкул шайĕнче ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курма хистет.

Эпир шкулта 2015 çулчченхи тапхăра йышăннă вĕрентÿ программинче çаксене шута илме палăртрăмăр. Рынок тапхăрĕнче шкулсене патшалăх хăйĕн тытăмĕнчен кăларса хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçăнтарни вĕрентекенсене кăна мар, вырăнти пур учрежденипе организацие, ашшĕ-амăшне шкул çине çĕнĕлле пăхма хистет. Мĕншĕн тесен шкул пуласлăхĕ, пахалăхĕпе пĕлтерĕшĕ пĕрле ĕçлесе пынинчен килет. Çакăн çинчен сăмах пычĕ те ĕнтĕ шкулăн аслă пухăвĕнче.

В. ВАСИЛЬЕВ,

Чуманкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика