28 апреля 2010 г.
Саккунлăха пăхăнасси граждансене, хăйсен хуçалăхне тытса пырассипе е ертсе пырассипе ĕçлекен организацисемпе учрежденисене çеç мар, йĕркелĕхпе суд тĕрĕслĕхне тытса тăракан органсене те пырса тивет.
Уголовлă ĕçсене тишкернĕ чухне саккунлăха пăхăнасси Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 3 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Преступленисене тишкересси, айăпласа наказание палăртасси Уголовлă кодекспа кăна çирĕпленет. Анчах та уголовлă ĕçсене тишкернĕ чух саккунлăх çиелте пулать пулин те, айăпланă çынна наказани çирĕплетсе панă чухне те Уголовлă кодекс çыннăн характерне, преступленин обществăлла хăрушлăхĕ епле пулнине тата ытти хăш-пĕр лару-тăрăва шута илме ыйтать.
Условлă майпа айăпланă тенине пурте илтнĕ-тĕр. Çакнашкаллисен яланах икĕ çул: панă ирĕклĕхе упрасси, тÿрленесси е суд йышăнăвне шута хумасăр йĕплĕ пралук леш енне лекесси.
Суд преступлени тунă çынна условлă майпа айăпларĕ пулсан, маларах асăннă сăлтавсене шута хурса çак çын ирĕкрех тÿрленме пултарассине курса тăрать. Условлă майпа айăпланисене тĕрĕслев срокĕ параççĕ. Çак вăхăтра айăпланă çыннăн тÿрленмелле те. Çапла майпа айăпласа çынна суд пурăнакан вырăна, ĕç вырăнне е вĕренÿ вырăнне ятарлă органсемпе килĕшсе татăлмасăр улăштарма юраманнине, эрех-сăра сутакан тата ĕçме ирĕк паракан заведенисене çÿреме юраманнине тата ытти ирĕксĕрлĕхсене çирĕплетме пултарать. Çакна ĕç тăвакан уголовлă инспекци тĕрĕслесе тăрать.
Тĕрĕслев срокĕ вĕçленичченех айăпланă çын хăй тÿрленнине суда тивĕçлипех кăтартса пачĕ пулсан, ĕç тăвакан уголовлă инспекци материалĕсем тăрăх Уголовлă кодексăн 74 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн, суд условлă майпа айăпланине те пăрахăçлама пултарать, анчах та тĕрĕслев срокĕ çурри урлă каçнă пулсан.
Çак медалĕн тепĕр енĕ те пур. Уголовлă кодексăн 74 статйин 2 тата 3 пайĕсенче çирĕплетнипе условлă майпа айăпланă çын тĕрĕслев срокĕ вăхăтĕнче йĕркене пĕрре мар пăсрĕ пулсан е тата çак срок вăхăтĕнче пĕр-пĕр пысăк мар йывăрлăхлă преступлени турĕ пулсан, суд условлă майпа айăпланине ирĕкрен хăтарассипе те улăштарма пултарать. Акă кăçалхи пĕрремĕш кварталта районта условлă майпа айăпланисенчен 10-шне учетран кăларнă, 33-шĕ тĕлĕшпе тĕрĕслев срокĕсене тăсма тивнĕ, 4-шĕн айăплавне суд улăштарнă.
Тĕслĕхсем илсе кăтартар-ха. 2009 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче Муркаш район сучĕ А. гражданина РФ УК 30 статйипе, 158 статйин 3 пайĕн «а» пункчĕпе тата 2 пайĕпе килĕшÿллĕн условлă майпа 2 çуллăх ирĕкрен хăтарма тĕрĕслев срокне 1 çул тесе çирĕплетрĕ. А. гражданин тÿрленсе пынине çирĕплетсе ĕç тăвакан уголовлă инспекци кăçал март уйăхĕнче ходатайство тăратрĕ. Ăна тишкерсе тухса суд çак çын çинчен айăплава илме çирĕплетсе йышăну кăларчĕ.
Хирĕçле материалсем те пур. Кăçалхи март уйăхĕнчех ĕç тăвакан инспекци ыйтнипе суд Д. гражданин тĕлĕшпе тĕрĕслев срокне тепĕр уйăха тăсма йышăнчĕ. Йĕркене пĕрре мар пăснипе çыхăннă çакă. Д. гражданина условлă майпа айăпланине улăштарма пултарасси пирки çырса та пĕлтернĕ, лешĕ вара нимĕн те шута хуман. Обществăлла вырăнсенче ÿсĕр пулнипе те палăрма ĕлкĕрнĕ вăл. Куншăн ăна административлă майпа айăпланă. Çапла Д. гражданин тĕрĕслев срокне тăснă хыççăн та йĕркене пăснипе хăйне валли тепĕр ирĕклĕхе чакарассине ĕçлесе илнĕ: унăн эрех-сăрана сутакан тата унтах ĕçме ирĕк паракан заведенисенче пулма юрамасть.
Тĕпĕр условлă майпа айăпланнă çын тĕлĕшпе ĕç тăвакан уголовлă инспекци суда ăна ирĕкрен хăтарма йытса çырчĕ. М. гражданина тĕрĕслев срокĕ вăхăтĕнче темиçе хут çырса асăрхаттарусем панă, официаллă асăрхаттару та пĕрре кăна пулман унăн, çак тапхăрта административлă йĕркене те пăснă вăл. Хăйне валли тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем туман. Çапла вара суд условлă майпа айăпланине 1 çуллăх ирĕкрен хăтарассипе улăштарса ăна пĕтĕмĕшле режим колонине яма çирĕплетрĕ.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Условлă майпа айăпласа тĕрĕслев срокĕ пани айăпланнисемшĕн тÿрленÿ çулĕ çине тăмалли тепĕр шанăç пулнине манмалла мар.
С. ТРИХАЛКИН,
Чăваш Республикин Муркаш район сучĕн судйи.