28 апреля 2010 г.
Çурхи кунсем çитнĕ май чылай çĕрте унчченхи кивĕ курăксене çунтарма тăрăшаççĕ. Анчах та кун пек чухне асăрханулăхпа тимлĕх пирки манма кирлĕ мар. Унсăрăн пушар тухас хăрушлăх пысăк.
Юлашки кунсенче кивĕ курăка çунтарнипе пушар тухас хăрушлăх пулнă е пушар тухнă тĕслĕхсем пĕрре кăна мар пулчĕç. Акă апрелĕн 20-мĕшнех илер. Типĕ курăк çунтарнине пулах Мăн Сĕнтĕр райпо хатĕрлев кантурĕн территорийĕнче усă курман кивĕ çурт çунчĕ.
Апрелĕн 21-мĕшĕнче те пушар хурушсăрлăхĕ енĕпе лăпкă пулмарĕ. Юнкăри врач амбулаторийĕнче ĕçлекенсем 11 сехет тĕлĕнче пуçтарнă çÿп-çапа çунтарма тытăннă. Анчах та алхасма тытăннă вут-çулăма хăйсен вăйĕпе чарма пултарайман. Çапла вара картиш çунса юрăхсăра тухнă.
Çав кунах 12 сехет çурăра Мăн Шаптак ялĕнче тырă токĕ çунса каяс хăрушлăх тухса тăчĕ. Каллех çакă типĕ курăка чĕртсе янипе çыхăннă.
13 сехет çурăра Кăпас ялĕ патĕнче кивĕ курăк çунчĕ. Çулăм вăрмана кĕрсе каяс хăрушлăх та пулман мар. Çав кунах кун пек тĕслĕхсем Мăн Сĕнтĕрте, Нискассинче те пулчĕç.
Тепĕр кун та инкек-синкексĕр пулмарĕ. 2 сехет тĕлĕнче Çурлатринче, 4 сехет тĕлĕнче Шурчара дача участокĕсем патĕнче, 14 сехет тĕлĕнче Куçкин ялĕ çывăхĕнчи вăрман патĕнче типĕ курăк хыпса илчĕ. Çав кунах 16 сехет иртсен Атăл хĕрринче пулăçсем чĕртнĕ вутран çулăм Ильинкăри кану çурчĕ патне те çитрĕ. 17 сехет тĕлĕнче кун пек тĕслĕхсем Шомикра, Мăн Сĕнтĕрте, 18 сехет тĕлĕнче «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики патĕнче пулчĕç. Хыççăн тата Рыккакасси патĕнче курăк çунни дача çурчĕсем çунса каяссипе хăрушлăх кăларса тăратрĕ.
Çавна каласа хăвармалла. Пушар хăрушсăрлăхĕ яланах тивĕçлĕ шайра пулмалла. Пушар никама та шеллемест. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнассине яланах малти вырăна хурасчĕ.
И. СМИРНОВ,
районти патшалăх пушар надзор уйрăмĕн пуçлăхĕ.