30 апреля 2010 г.
Çул çитмен çамрăксемпе вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин иртнĕ ларăвĕнче чăннипех те çул çитменнисене хăйсен ашшĕ-амăшĕнчен хÿтĕлеме тиврĕ тесен йăнăш пулмасть пулĕ.
Ларăва 26 ашшĕ-амăшне чĕннĕ. Çакă, паллах, нумай. Анчах та вĕсем пурте хăйсен ачисене воспитани парассипе тивĕçĕсене пурнăçламан иккен. Пур ял тăрăхĕнче те район администрацийĕн кунĕсем иртнĕ чух специалистсем йывăр лару-тăруллă та ăнăçсăр çемьесене ятарлă рейдсем йĕркелесе тĕрĕслерĕç. Анчах та пăшăрханмалли тупăнсах пырать: учетра тăракан çемьесем халь те сахал мар, вĕсем çумне, шел пулин те, татах та «çĕнĕ» çемьесем хушăнса пыраççĕ.
Килте утă тиемелле, кÿршĕне пулăшмалла... Мĕн тĕрлĕ сăлтав тупмаççĕ пуль хĕрарăмсем хăйсем эрех ĕçнине тÿрре кăларас тесе. Намăс! Пĕри эрех ĕçсе урăлмасăр çÿренипе садике каякан ачи пÿртне кĕреймесĕр урам тăрăх çÿрет. Тепри хăйĕн ахаль те вăйсăр ачине хăйпе пĕрле «юлташĕсем» патне илсе çÿрет. Çавăнтах ÿсĕрĕлсе çывăрса кайнăран унăн ачи кунĕпе нимĕн çимесĕр, вырăн çинчи пĕр кĕтесре йăпшăнса амăшĕ урăлса киле илсе каясса кĕтсе ларать. Виççĕмĕшне хунямăшĕ эрех ĕçтерет иккен, çавăнпа унăн ачи çинчен шутлама та вăхăчĕ çук...
Çакăн пек чыса пĕлмен хĕрарăмсем – ача амăшĕсем пурăнаççĕ пирĕн районта. Хăйсем пурте çамрăк, ачисем вара пурин те тенĕ пекех пĕчĕккĕ! Çакнашкал нушаллă пурнăçа пĕчĕкренех курса ÿсчĕр теççĕ-ши хăйсем çуратнă ачисене; Хуравĕ те хăйсен пулĕ.
Ашшĕ-амăш правинчен хăтарасси пирки калаçма пуçласан вара вĕсен куçĕ шывланать. Анчах ку сăмахсем те пурин чĕрине кĕрсех вырнаçайманнине калаççĕ комисси членĕсем. Хăшĕсене пĕрре мар каланă иккен кун пирки. Часах манса каять пулас ашшĕ-амăшĕ саккунпа çапла тума ирĕк пурри çинчен: каллех эрех ытамне кĕрсе ÿкет.
Лару вăхăтĕнче юрать-ха пĕр хĕрарăм хăйне малтан асăрхаттарнă, кайран административлă майпа явап тыттарнă хыççăн эрех ĕçессинчен сипленнине пĕлтерчĕ. Комиссие чĕнтернĕ кашни ашшĕ-амăшĕ лару-тăрăвне уйрăммăн сÿтсе явнипе кăмăл пусăрăнсах ларнăччĕ. Çак тăватă ача амăшĕ «халĕ лайăхах пурăнатпăр» тени вара кăштах çăмăллăнрах сывласа яма май пачĕ. Ачисем тата епле савăнчĕç пулĕ амăшĕ эрех ĕçессинчен хăтăлсан.
Комиссие пынă кашни ашшĕне, кашни амăшне çитес вăхăтрах вĕсен енчен мĕнле ырă улшăнусем пулмаллине хытарсах каларĕç. Пулăшу кирлисене «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафонта пухăннă укçа-тенкĕпе усă курса ачасене çи-пуç тата атă-пушмакпа тивĕçтерме шантарчĕç.
Тепĕр кунне комиссие чĕнтернĕ пĕр хĕрарăм ачине садике хăех леçетчĕ, тепри акă ачине медосмотр тăратса садике яма справкăсем хатĕрленĕ пирки ача сачĕн ертÿçипе калаçатчĕ...
Н. НИКОЛАЕВА.