30 апреля 2010 г.
Бронислав Ильич Гузовский вăрманçă пирĕн районшăн пысăк ĕç туни çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче çырнăччĕ ĕнтĕ. Майăн 5-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 150 çул çитет. Гузовскин 150 çулхи юбилейне хатĕрленсе ирттерме район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн йĕркелÿ комитетне туса хунă, ятарлă ĕç планне çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн Ильика ял тăрăхĕнчи чăваш юманлăхĕсен чи аслă юманĕ тавра, ку тăрăхри ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçсем пыраççĕ. Иртнĕ çул унăн тухса кайнă тымарĕсене тăпрапа хупласа хăварчĕç, йĕри-тавра карта тытрĕç. Ильинка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.В. Перцев каланă тăрăх, çак ват юман тавра та, обелиск умне те кăçал чечексем лартма хатĕрленеççĕ. Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи библиотека Бронислав Гузовский пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракан буклет хатĕрлет. Районти библиотекăсенче паллă вăрманçăна халалланă тематика куравĕсем, шкулсенче Чăваш Енри вăрмансемпе паллашма май паракан пĕлÿ сехечĕсем иртеççĕ. Ильинка шкулĕнче Гузовскин музейĕ ĕçлеме пуçламалла, «Б.И. Гузовский – ученăй – вăрманçă» электронлă презентаци иртмелле. Кунти библиотекăра Бронислав Ильичăн пурнăçĕ çинчен каласа паракан экспозици уçăлать. Çавăн пекех район хаçатĕнче, радиопа Гузовский çинчен каласа паракан кăларăмсем пулчĕç, район администрацийĕн сайчĕ çинче ятарлă баннер йĕркеленĕ.
Çак кунсенче Гузовскин юбилейне хатĕрленсе ирттерес ыйтупа Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин вăрмансемпе усă курас, çĕнетес тата патшалăх вăрман реестрĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А.А. Калегин тата «Опытлă вăрман хуçалăхĕ» патшалăх учрежденийĕн ертÿçи А.П. Яковлев килчĕç. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе – культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕпе А.Е. Андреевапа, Ильинка ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Ю.В. Перцевпа тата Ильинка тата Муркаш лесничествин лесничийĕпе А.К. Касьяновпа, лесничествăн ĕçченĕсемпе пĕрле çав ватă юман, Гузовскин обелискĕ, унăн усадьби ларнă вырăнта, Бронислав Ильич юман культурисене лартса çитĕнтернĕ лаптăксенче, Ильинка шкулĕнчи Гузовскин пулас музейĕнче пулса курчĕç. Аркадий Аверкиевич вăрманçăн юбилейне халалласа ирттерекен республикăри наукăпа практика конференцийĕн кун йĕркипе паллаштарчĕ. Майăн 13-14-мĕшĕсенче иртмелле вăл. Пĕрремĕш кун уява хутшăнакансем Шупашкарта çак наукăпа практика конференцине хутшăнаççĕ пулсан, иккĕмĕш кунне пирĕн района килсе Гузовские халалласа ирттерекен мероприятие хутшăнаççĕ, халь çеç асăннă Ильинка вăрманĕнчи паллă вырăнсенче пулса кураççĕ.
Л.ПАВЛОВА.