30 апреля 2010 г.
Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа районта мероприятисем ирттересси малалла пырать. Апрелĕн 27-мĕшĕнче вара район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи ветерансен тата старейшинăсен канашĕсен анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта старейшинăсен, ветерансен канашĕсен членĕсем, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, вилнĕ çар çыннисен тăлăх арăмĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Мероприяти пуçланиччен ветерансем декоративлă прикладной искусствăн маçтăрĕсен тата ачасен пултарулăхĕн Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă ĕçĕсемпе паллашрĕç.
Уяв умĕнхи ларăва район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов уçрĕ. «Çак Çĕнтерÿ çăмăллăн килмен. Вăрçа тухса кайнă 9845 салтакран 5491 салтак вăрçă хирĕнчех выртса юлнă»,– терĕ Юрий Александрович.
Вăрçăра вилнисене пĕр минут хушши шăп тăрса асăнчĕç. Муркаш лицейĕн кадечĕсем Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Е. Андреев ертсе пынипе вăрçăра вилнисене халалласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Юрий Александрович пухăннисене пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм тата телейлĕ кун-çул сунчĕ. Вăл çавна та палăртрĕ. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Правительствисем ветерансем пирки тимлемеллине манăçа кăлармаççĕ. Районĕпе 51 вăрçă ветеранĕ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черете тăнă. Вăл шутран 9 çын пурăнмалли çурт-йĕр илме свидетельствăсене тивĕçнĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче вăрçăн татах 8 ветеранĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсен ыйтăвне татса парĕç.
Шел пулин те, ветерансен йышĕ чаксах пырать. Хальхи вăхăтра районта вăрçăн 107 ветеранĕ пурăнать. Вăл шутран 9-шĕ – ветерансемпе танлаштарнисем, вăрçăра вилнисен тăлăх арăмĕсем – 18, тыл ĕçченĕсем – 1910. Юрий Александрович çавна палăртрĕ: хальхи ăру ветерансен ырă традицийĕсене малалла тăсать. «2010 çул районăн пур сферинче те çĕнтерÿллĕ çул пултăр»,– терĕ район пуçлăхĕ.
Юрий Александрович вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене хăйĕн ячĕпе Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.
Ларăва пухăннисене ветерансен районти канашĕн председателĕ М.В. Виноградова саламларĕ: «Пирĕн ветерансем патшалăх хăйсемшĕн тăрăшнине туйса тăраççĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине те пирĕн пĕрле çак йышпах кĕтсе илмелле пултăр»,– палăртрĕ вăл.
Вăрçă ветеранĕсен те аса илмелли самантсем сахал пулмарĕç. «Герой» хуçалăх территорийĕнчен фронта 249 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 150-шĕ кăна каялла таврăнма пултарнă. Манăн 76 çулхи атте вăрçă çулĕсенче конюх пулса ĕçленĕ. Вăрçăран таврăнсан эпĕ ун патне лаша витине кайрăм. Лашасем вырăнне унта вăкăрсем тăраççĕ. Атте хăй аллипе 75 лашана вăрçа ăсатнине куççуль витĕр каласа пачĕ»,– аса илет вăрçă ветеранĕ, Шурча ялĕнче пурăнакан Ф.В. Савельев.
Хăйсен вăрçă çулĕсене икĕ Мухтав орденĕн кавалерĕ, Юнкă ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан И.А. Васюхин, Чуманкасси ял тăрăхĕнчи И.Д. Вязов ветерансем те аса илчĕç.
Вăрçă ветеранĕсене, вăрçăра вилнисен тăлăх арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене Раççей Геройĕ Е.Г. Борисов та саламларĕ. «Пире, çамрăк ăрури çар çыннисене, хĕрÿ точкăсенче паттăрлăх кăтартма сирĕн вăрçă вăхăтĕнчи тĕслĕх хистенĕ. Тавта пуç сире эсир пурришĕн. Тавта пуç 65-мĕш Çĕнтерÿ çуркуннишĕн»,– терĕ Евгений Германович.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ячĕпе пухăннă ветерансене Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Г. Ковалева тав сăмахĕ каларĕ. Вăл палăртнă тăрăх вăрçăран таврăнайман ентешĕсен ячĕпе ял тăрăхĕн территорийĕнче йывăçсем лартса хăварнă. Кунтан пĕтĕмпе 577 çын фронта тухса кайнă, 306 çын каялла таврăнайман. Кăçал Якаткасси ялĕнчен вăрçа тухса кайнă тата каялла таврăнайман çынсен ячĕпе майăн 8-мĕшĕнче обелиск уçма палăртнă. Кунтах 37 çăка лартса уçнă аллея та ешерет. Шăпах çавăн чухлĕ çын Якаткасси ялĕнче вăрçăран таврăнайман. Çак ырă ĕçе пуçараканĕ, обелиск уçма хистекенĕ вара штурман пулнă саппасри майор В.К. Гордеев.
Уяв кунĕ умĕн çамрăксем ячĕпе çĕнтерÿçĕ геройсене Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем саламларĕç. Уяв вара «Халăх паттăрлăхĕ – çемье паттăрлăхĕнче» музыкăпа хореографи композицийĕпе вĕçленчĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.