Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Инкексен калăпăшне пĕчĕклетме пĕрле ĕçлемелле»

30 апреля 2010 г.

Çапла пĕтĕмлетрĕ РФ Пушар хурал ĕçченĕсен профессиллĕ уявĕ умĕн ирттернĕ калаçăвне районти патшалăх пушар надзорĕн пуçлăхĕ Илья Николаевич СМИРНОВ. Район аталанăвĕнче, Чăваш Енĕн эффективлă хутшăнăвĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕ те иккĕмĕш вырăнта тăмасть. Раççейре куллен 600-700 пушар алхаснине, ирĕке кайнă çулăмра 70-80 çын пурнăçĕ татăлнине шута илсен, пушар хуралĕнче тăракансен ĕçĕн ответлăхĕ куç умне туллин тухать.

– Пушар хуралĕнче ĕçлекенсен уявĕ умĕн калаçăва салам сăмахĕнчен пуçлар. Сире, обществăшăн çакнашкал яваплă ĕçре вăй хуракансене, профессиллĕ уявăр ячĕпе саламлатăп.

– Тавта пуç. Пушар хăрушлăхĕ паянхи пулăм мар. Çавăнпа та ун çине çиелтен пăхакансемпе килĕшес килмест. Кук ыйту тавра вара сÿтсе явмалли нумай. Май килнипе усă курса эпĕ те районти пушар хуралĕнче паян ĕçлекенсене тата çак службăн ветеранĕсене, штатра тăман хамăрăн ĕçтешсене РФ Пушар хуралĕн кунĕпе саламласа туса ирттернĕ ĕçĕсемшĕн, кулленхи тăрăшулăхпа çитĕнÿсемшĕн тав тăватăп. Хăвăр суйласа илнĕ ĕçре ятăра ямасса шанса тăратăп. Сире те, сирĕн çемье членĕсене те кулленхи ĕçре-пурнăçра сывлăхпа телей кăна сунатăп.

– Ăçтан пуçланать-ха Раççей Пушар хуралĕн кунĕ;

– Историпе пăхсан, Раççейри пушар хурал кун-çулĕ инçете каять. 1649 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕ. Патшан «Наказ о градском благочинии» Указĕ кун çути курать. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ Раççейри профессиллĕ пушар хурал пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ.

– Унтанпа улшăнусем сахал мар пулчĕç ĕнтĕ...

– Тĕрĕсех, анчах вĕсем кашниех пушар хуралне малалла уттарнă-аталантарнă, халăх пурнăçĕпе экономика сыхлавне вăйлатнă. 1994 çулта «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» Федераллă Саккун вăя кĕчĕ. Унта палăртнă тăрăх пушар хуралĕн тĕп задачисем – пушар тухассинчен сыхланассине йĕркелесси тата «хĕрлĕ автана» вăхăтра сÿнтересси. Унччен Шалти ĕçсен министерствинче пулнă пушар хуралĕ 2000 çултанпа РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствине пăхăнса тăрать. 2003 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче РФ Президенчĕ пушар хăрушсăрлăх облаçĕнчи патшалăх управленине çĕнетсе лайăхлатассине улшăнусемпе хушусем кĕртесси çинчен указ кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн пушар хуралĕ халĕ пĕр-пĕрне пăхăнман икĕ подразделени çине пайланать: федераллă шайри патшалăх пушар надзорĕ тата вырăнти пушар сÿнтерессипе çăлав ĕçĕсем туса ирттерекен служба. Май килнипе кĕскен патшалăх пушар надзорĕн тивĕçĕсем çинче чарăнса тăрам. РФ Правительстви 2004 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче «Патшалăх пушар надзорĕ çинчен» Постановлени кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн патшалăх пушар надзорĕ ĕç тăвакан федераллă органсем, РФ субъекчĕн ĕç тăвакан органĕсем, вырăнсенчи самоуправлени органĕсем, организацисемпе должноçри çынсем, уйрăм граждансем пушар хăрушсăрлăх требованийĕсене пăхăнассине йĕркелет тата тĕрĕслет.

– Ветерансем терĕр те, районти пушар хуралĕнче нумай çул службăра тăнисене уяв умĕн ятран палăртса хăвармăр-ши;

– Патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕ те, 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ те ветерансене самантлăха та манмаççĕ. Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн 1964 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче çырăнма пуçланă историйĕ пысăк та пуян. Унăн пĕрремĕш пуçлăхĕ И.М. Казамбаев, малтанхи водительсем Ю.И. Тучевпа Н.Т. Тарасов тунă ĕçсем паян та упранаççĕ. Вĕсен ĕçне малалла тăснă вун-вун ĕçтеш ятне эпир манмастпăр: А.П.Богданов, И.Б. Иванов, И.А. Степанов, Н.П. Романов, Г.М. Пыркин, А.А. Архипов, В.Е. Павлов, Н.К. Чернов, М.М. Верендеев, В.В. Воробьев, Г.М. Леймов, пушар хуралĕнче чылай ĕçленĕ В.А. Сорокин т. ыт. те. Вĕсен ĕçне паян çамрăксем малалла тăсаççĕ.

– «Раççей Федерацийĕнче вырăнти самоуправление йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» Федераллă Саккун вăя кĕни пушар хăрушсăрлăхĕпе епле çыхăннă;

– Çапла, пушар хăрушсăрлăхне кун йĕркинче тытас ыйту ял тăрăхĕсен чиккинче вырăнти самоуправлени органĕсен нормативлă акчĕсемпе пулса пырать. Кунта пушар хуралне тата унăн ĕçне йĕркелесси, халăха çак ĕçе явăçтарасси тата пушар хăрушсăрлăхĕпе пĕлтерсе тăрасси, пушарсене сÿнтересси, аварипе çăлав ĕçĕсене вăхăтра туса ирттересси кĕреççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕ – хамăр алăра. Апла пулсан лăпкă пурнăçшăн пурсăмăр та пĕрле яваплă пулса тăратпăр. Хальлĕхе вара... Кăçал апрелĕн 27-мĕшĕ тĕлне районта 10 пушар пулчĕ. Вĕсенче пĕр çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Танлаштарма, пĕлтĕр çак вăхăтра районта 14 пушар пулнăччĕ, вут-çулăмра пĕр çын пурнăçран уйрăлнăччĕ.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика