24 апреля 2010 г.
Футболла выляççĕ
Апрелĕн 27–28-мĕшĕсенче шкул ачисен спартакиади шучĕпе футбол вăййисем иртеççĕ. Малтанхи кун вăйăсем Калайкассинчи, Юнкăри, Турайри вăтам шкулсем тата Муркаш лицейĕ тавра йĕркеленнĕ зонăсенче, иккĕмĕш кунне Шетмĕпуçĕнчи, Шатракассинчи тата Кашмашри тĕп шкулсем тавра йĕркеленнĕ зонăсенче иртĕç. Ăмăрту вăййисем 10 сехетре пуçланаççĕ. Командăсем çуршер сехет тăсăлакан икшер тайм выляççĕ. Асăрхаттару: бутсы тăхăнса выляма чараççĕ.
Ăмăртăвăн финалĕ май уйăхĕнче Ярапайкассинче иртет.
Винтовкăран пересси
Çав кунах, апрелĕн 28-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерÿ уявне халалласа пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем пĕчĕк калибрлă винтовкăран тĕл перессипе ăмăртаççĕ. Командăра 3 яшпа 2 хĕр пулмалла. 3 хут тĕрĕслев, 5 хут зачет шучĕпе переççĕ. Дистанци – 25 м. Выртса пемелле.
Ăмăрту Муркаш шкулĕн тирĕнче 9 сехетре пуçланать.
Çуллахи спорт сезонĕ уçăлать
Çитес шăмат кун, майăн 1-мĕшĕнче, пирĕн районта çуллахи спорт сезонĕ уçăлать. Çав ятпа Муркаш райпо кубокне çĕнсе илессипе çăмăл атлетика ăмăртăвĕ иртет. Унта шкул ачисен командисемпе пĕрле районти организацисемпе учрежденисен, предприятисемпе ял тăрăхĕсен командисем те хутшăнаççĕ. Программăра – 1 километрлă дистанцисенчен тăракан хутăш эстафета. Малти вырăнсене йышăнакан командăсем дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçĕç, çĕнтерÿçĕсем вара – Муркаш райповĕн куçса çÿрекен кубокне те.
Кăçалхи ăмăртăва хутшăнса, парнесем çĕнсе илме çемье командисене те йыхравлаççĕ. 400-шер метрлă дистанцисенчен тăракан эстафетăра ашшĕ, амăшĕ тата 12 çул тултарман ачи ăмăртĕç.
Ăмăртура хутшăнасси çинчен майăн 1-мĕшĕччен район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайне 63-4-65 номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
Ăмăрту Муркашри тĕп площадьре 11 сехетре пуçланать.