24 апреля 2010 г.
Рынок условийĕсенче ялта пурăнаканăн йывăрлăхсемпе пĕрре мар тĕл пулма тивет. Хуçалăхра туса илнĕ продукцие тупăшлă вырнаçтарасси те нумай шутлаттарать. Кулленхи ыйтусене татса парассипе тимлени çитмест çĕр ĕçченне, ултавçăсем «тупса паракан» ыйтусем те унăн кăмăлне хуçаççĕ.
Акă пĕлтĕр мартăн 25-мĕшĕнче Патаккасси ялне Çĕмĕрле районĕнчи усламçă килсе çитет. Хăйне çĕр улми туянакан тесе Н. гражданкăна улталаса 375 кг çĕр улми илет, пĕр килограмшăн 8 тенкĕ тÿлессине калать. Хăйĕн вара çав вăхăтра укçа çитейменни çине тайăнса, тепре килсен тÿлесе тататăп тесе улталаса хăварать. Çапла хĕрарăм ăна урăх курмасть те. 3 пин тенкĕ тупăшĕ те çилпе вĕçсе каять. Паянхи кун та «суту-илÿпе» ĕçлекен арçын укçана тÿлесе татман.
Çав ултавçах Ойкассинчи П. гражданина 1 килограмшăн 7 тенкĕ çурă тÿлессине шантарса 350 кг çĕр улми тиесе тухать. Патаккассинчи Г.-ран – 5017 тенкĕлĕх, Л.-ран – 4659 тенкĕлĕх, Ф.-ран – 3668 тенкĕлĕх, Х.-ран 5750 тенкĕлĕх çĕр улми пухать. Нихăшне те укçа тÿлемест.
Çак фактсем тăрăх уголовнăй ĕç пуçарнă. Миравай судья 28 çулхи А. гражданина Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 159 статйин 1 пайĕнче çырса кăтартнă преступленисем тунипе айăпланă. Ăна 10 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă.
А. гражданин хăйĕн айăпне йышăннине тата вăл ыйтнипе уголовнăй ĕçе уйрăм йĕркепе, суд следствийĕсĕр тишкерсе приговор кăларнă. Ултă факт тĕлĕшпе ют пурлăха ултавлă майпа вăрланă тесе çирĕплетнĕ миравай судья.
Наказани палăртнă чухне РФ Уголовнăй кодексĕн 159 стайин 1 пайĕнче палăртнă преступлени пысăк мар йывăрлăхлă пулнине шута илнĕ. А. хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăнни тата унăн иждивенинче пĕчĕк ача пулни Уголовнăй кодексăн 61 статйин 1 пайĕн «г» пункчĕпе тата 2 пайĕпе килĕшÿллĕн наказание çăмăллатма ирĕк панине те шута хунă. Уголовнăй ĕçпе вара наказание çăмăллатмалли лару-тăру çуккине пĕлтернĕ судья. А. пурăннă вырăнтан панă характеристика та, вăл нарколог тата психиатр патĕнче учетра тăманни те витĕм кÿнĕ.
10 пин тенкĕ штраф тÿллессисĕр пуçне суд А. гражданинран 3000 тенкĕ Н. гражданина, 5017 тенкĕ Г. гражданина, 4659 тенкĕ Л. гражданина, 3668 тенкĕ Ф. гражданина, 5750 тенкĕ Х. гражданина, 2625 тенкĕ П. гражданина шыраса памалла йышăну тунă.
Приговорпа А. килĕшнĕ. Суд приставĕсем А.-ран укçа шыраса илессипе ĕç хучĕсем илнĕ ĕнтĕ.
Т. САЛДЫРКИНА,
Муркаш районĕнчи 1" суд участокĕн миравай судйи.