Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Милици хроникинчен

24 апреля 2010 г.

«Кукăр алă» çакланнă

Узбекистанра çуралса ÿснĕ, халĕ вăхăтлăх Шупашкарта пурăнакан арçын Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Ойкас ялне çитет. Унта вара, пĕр киле кĕрсен, шкаф-трельяж ухтарма та май тупать. Çар билетне, ИНН хутне тата алă айне лекнĕ 930 тенкĕ укçана та кĕсйине чикет. Юрать, вăрăна тупса палăртнă, атту документсемпе «пĕлсе» усă курĕччĕ ĕнтĕ «кукăр алă». Вăрланă документсемпе кредит илекенсем те сахал мар вĕт халĕ. Тÿле вара кайран...

Каçхи «сунарçăсем» – капкăнта

Кÿршĕ республикăран Ильинкăна килнĕ арçын унти лавккаран кăнтăрла шурă эрех кĕленчине йăкăртса тухать. Лавккана та ĕçе малтан шутласа хунипе кĕрет вăл. Çапла вара «ухутана» килнĕ арçыннăн РФ Уголовнăй кодексĕн 116 статйин 1 пайĕнче çырса пани тăрăх явап тытмалла пулать. «Чикĕ» урлă каçнăскер, хăйĕнпе пĕрле нимĕн ыррине те илсе килмен.

Оринин лавккине «кĕрекенсем» те çĕрлехи вăхăтра ырăпах çÿремен: вăрăлла ĕçе çынсем çывăрса тăриччен тума шутланă. Каччăсем кантăк çинчи тимĕр решеткене авса кĕме пултарнă унта. Тĕрлĕ тавар вăрласа лавккана 2500 тенкĕ тăкак кÿреççĕ. Ку çеç те мар. Çамрăксем маларах Пăсăрман ялĕнчи лавкка умĕнче ларакан машинăна та ватса сиенлеççĕ. 10800 тенкĕ тăкак кÿреççĕ хуçине. Çамрăксем Уголовнăй кодекса пĕрре те уçса пăхман курăнать: вĕсем тунă ĕçсем çинчен тата явапĕ пирки те çак «кĕнекере» тĕплĕн çырса панă.

Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика