Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камсем тивĕçеççĕ-ха хваттере;

24 апреля 2010 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2008 çулхи майăн 7-мĕшĕнче йышăннă «1941–1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» 714 " Указĕпе килĕшÿллĕн федераллă бюджет шучĕпе вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма майсем туса пама пăхнă. Çак ĕç пирĕн районта мĕнле пулса пырать-ха; Кун пирки эпир район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçине Владимир Германович НИКИТИНА каласа пама ыйтрăмăр.

– Малтанах çавна каласа хăварасшăн. Хальхи вăхăтра пирĕн районта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем 98 çын, вăрçăра вилнисен тăлăх арăмĕсем 18 çын шутланаççĕ. Кунпа пĕрлех вăрçă участникĕсемпе танлаштарнисем 9 çын. Вĕсенчен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ыйтса пĕтĕмпе 33 çын учета тăнă. Вăл шутран вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсем 6-ăн. Çавна валли вĕсем техника инвентаризацийĕн бюровĕнче, регистраци палатинче документсем хатĕрлеççĕ. Унта граждансен пурăнмалли урăх çурт-йĕр пуррипе çуккине кăтартни те пулать. Ытти пур документсемпе пĕрле паспортсен ксерокопийĕсем кирлĕ пулаççĕ.

Çавăн пирки те чарăнса тăмалла. Саккунра ветерансене çурт-йĕрпе тивĕçтересси, ăна туянма майсем туса парасси пирки каланă. Çавна валли кашни ветеран пуçне 910 пин те 800 тенкĕ уйăрма палăртнă. Анчах та хальхи вăхăтра вăрçă ветеранĕсен çурт-йĕрне юсамалли тĕслĕхсем те сахал мар. Вĕсене урăх çурт-йĕрпе тивĕçтермесĕрех юсав ĕçĕсене туса ирттерсе пурăнмалли условисене лайăхлатма май пур. Çавăнпа та эпир кун пеккисенчен те документсене йышăнатпăр. Хальлĕхе вара çÿлте асăннă указра çурт-йĕре юсама укçа-тенкĕ уйăрасси пирки каламан пулсан та, улшăну пулма кирлĕ.

Учета тăрассин йĕрки çапла. Ветерансене çемьери кашни çын пуçне пурăнмалли лаптăк виçи 12 тăваткал метртан сахал пулсан, черете тăратаççĕ. Вĕсен кун пирки вырăнти ял тăрăхĕн администрацине пырса заявлени çырса памалла. Документсем кайран район администрацине килеççĕ. Унтан вара пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма укçа-тенкĕ уйăрасси пирки республика Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви йышăну тăвать.

Асăннă суммăна алăран памаççĕ. Вăл банкри ятарлă счет çинче пулать. Ăна хваттер е çурт туяннă чухне банк урлă куçарса параççĕ. Хваттер е çурт çĕнĕ е унччен унта çынсем пурăнни те пулма пултарать.

Юлашки вăхăтра эпир ял тăрăхĕсенче пулса куртăмăр. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе документсем хатĕрлес шухăшлисем татах 50 çынна яхăн. Асăннă указпа килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас, юсав ĕçĕсем туса ирттерес шухăшлисене документсене майăн 1-мĕшĕччен хатĕрлесе пама сĕннĕ пулăттăм. Унсăрăн кая юлма та пулать.

Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене пурăнмалли çурт-йĕр кирлисен списокне кĕртессине Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне тата Чăваш Республикин «Пурăнмалли çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен» Саккунне çирĕп пăхăнса туса пыраççĕ. 2009 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче йышăннă 327 " «Ветерансем çинчен» Федераллă саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен» Федераллă саккун положенийĕсемпе килĕшÿллĕн енчен те Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсемпе участникĕсен тăлăх арăмĕсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалла пулсан, вĕсене çурт-йĕрпе федераллă бюджет шучĕпе хăçан учета тăнине пăхмасăрах тивĕçтерĕç. Çакă пĕтĕмпех «Ветерансем çинчен» Федераллă саккунăн 21-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пулса пымалла.

Тепĕр чухне çакăн пек тĕслĕхсене те курма пулать. Уйрăм тĕслĕхсенче ветерансенчен хăшĕсем хăйсен пурăнмалли условийĕсене ятарласа япăхлатса кăтартма хăтланаççĕ. Калăпăр, пурăнма кирлĕ лаптăк нормине чакарас тесе унта пурăнман тăван-пĕлĕшне пропискăна тăратаççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2008 çулхи майăн 7-мĕшĕнче йышăннă «1941–1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» 714 " Указĕпе килĕшÿллĕн çурт-йĕр илес тесе хăйсен çурт-йĕр условийĕсене ятарласа япăхлатса кăтартакансем пирки çавна каламалла. Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 53-мĕш статйипе килĕшÿллĕн енчен те граждансем хăйсен пурăнмалли условийĕсене япăхрах туса кăтартас тĕллевпе уйрăм ĕçсем туса ирттернĕ пулсан, вĕсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тивĕçлисен учетне унтанпа 5 çул иртмесĕр илмеççĕ.

Юлашкинчен çавна каласа хăварасшăн. Хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черете тăнă ветерансенчен 3-шĕ свидетельствăсем илнĕ ĕнтĕ. Кусем вĕсем иртнĕ çул черете тăнисем. Çывăх вăхăтрах вĕсем укçа куçнă май хваттерсем илме хатĕрленеççĕ.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика