21 апреля 2010 г.
Диспансеризаци сăмах кĕске вăхăт хушшинчех эпир тăтăш усă куракан сăмахсен йышне çирĕппĕн кĕрсе вырнаçрĕ.
Çак медицина тĕрĕслевĕ çынсен сывлăхне тĕрĕслесе тĕрлĕ чирсене пуçламăш тапхăртах тупса палăртма май парать. Ăна кирлĕ йышши медицина оборудованийĕсемпе усă курса пысăк квалификациллĕ специалистсем туса пыраççĕ. Çапла диспансеризаци сывлăха анлăрах тĕрĕслеме май парать те.
Кăçал та çак тĕрĕслев витĕр пурĕ 3646 çын тухмаллине калать «Муркаш районĕн тĕп больници» муниципаллă сывату учрежденийĕн поликлиника ертÿçи А.П. Чиновникова. Çакă Чăваш Республикинче 2010-2012 çулсенче планлă диспансеризацие çĕр процентлă ирттерес тĕллевпе çыхăннă. Диспансеризацие вăхăтра пурнăçлас тесе çирĕплетнĕ графиксене пăхăнса ĕçлеççĕ. Кашни участока уйăхсерен тĕрĕслесе тăмалли çынсене çирĕплетсе панă.
Сывлăхран хакли çук тетпĕр пулсан, медосмотр-и вăл е диспансеризаци – пур тĕрĕслеве те вăхăтра ирттерни хамăршăнах усăллă. Диспансеризаци тÿлевсĕр тĕрĕслев пулнине те манмалла мар, ăна кĕске вăхăтрах вĕçлеме тăрăшмалла.
Çак тĕрĕслев витĕр тухнисене, вĕсен сывлăхĕ епле пулнине шута илсе, лару-тăрăва уçăмлăрах курма май пултăр тесе тĕрлĕ ушкăнсем çине уйăраççĕ.
«Пĕрремĕш ушкăна сывă çынсене кĕртеççĕ. Иккĕмĕш ушкăнра – чире пуçарма пултаракан факторсемпе çывăххисем. Виççĕмĕш ушкăна чирлисем кĕреççĕ (организмра чир паллисем пуррисем). Тăваттăмĕш ушкăнра – стационарта сиплемелли чирсемпе чирлекенсем тата хаклă та çÿллĕ шайри технологиллĕ медицина пулăшăвĕ памаллисем. Тепĕр ушкăна шаларах кайнă чирсемпе чирлекеннисене кĕртеççĕ», – аса илтерет Алина Петровна.
Сывлăха упрас тесе кашнинех тăрăшмалла. Врачсен сĕнĕвĕсене пурнăçламалла. Больницăна вара нумай чух мĕн те пулин ыратма пуçласан çеç пыратпăр. Апла пулсан медицина тĕрĕслевĕсем, диспансеризаци тени ют пулмалла мар. Врачсем çак тĕрĕслеве чĕнчĕç пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăрах больницăна çул тытмалла.
Н. НИКОЛАЕВА.