Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулинччĕ кăмăл çирĕпрех ...

21 апреля 2010 г.

– Салам, – çапла каласа виçĕ çул каялла хĕрпе паллашнă чух аллине тăснăччĕ 50 çултан иртнĕ арçын. Мускавран ĕçлесе таврăннă арçыннăн укçи те сахал марччĕ ун чухне...

Вăхăт иртнĕçемĕн çак паллашу туслăха та куçрĕ. Кĕçех Валентинăн Анатри Тăмлай ялĕнче пурăнакан кукамăшĕ патне Борис та пĕрле пулăшма çÿреме тытăнчĕ. Ватă çынсем, паллах, ĕçлеме пултаракансене кăмăллаççĕ. Çапла Валентинăн кукамăшĕ те мăнукĕ çакнашкал çынпа паллашнине хирĕçлемерĕ.

Пĕррехинче ашшĕпе ниепле те килĕшÿ тупайманнипе Борис хăйĕн килĕнчен тухса кайма шутларĕ. Анчах ăçта; Валентина патне ăна вăхăтлăх хÿтлĕхе яма ыйтса шăнкăравларĕ вăл. Хĕр хирĕçлемерĕ. Канаш районĕнчен арçын часах Муркаш тăрăхне çитрĕ...

Шупашкар районĕнче вара Борисăн килĕштернĕ хĕрĕ те пулнă. Ун патне ноябрĕн 7-мĕшĕнче канăç пĕлмен арçын кĕсье телефонĕпе хыпар ярать. Тепĕр куннех Тамарăран каялла хыпар килет: «...Пĕр уйăхран эпĕ качча каятăп».

Арçыннăн чĕрине касакан хыпар пуçĕнчен тухма пĕлмест. Малтанхи арăмĕпе те пурнăçĕ ăнман унăн. Ыратăва кăшт та пулин çăмăллатас, манас тесе вара Борис лавккана кайса пĕр кĕленче шурă эрех илет. Çапла, туянмасть, илет. «Ыран килсе тÿлетĕп», – тет. Çăлăнăç тупрăм тесе йăнăш шутлать çав ун чухне вăл.

Сыпай ялне çул тытать арçын. Ялти беседкăра кĕленчене пĕчченех пушатать. Нумайччен ларать, вăхăт иртнине сисмесĕр «тăван» ялне çур çĕр иртсен çеç таврăнать. Хĕрĕнкĕскерĕн хаяррине татах та ĕçес килнĕ, анчах çумра укçи пулман. Шăп çавăн чухне «ăслă» шухăш пырса кĕрет те унăн пуçне: «Лавккара тулли кĕленче сахал-им;»

Валентинăн кукамăшĕн килĕнчен ломпа напильник илсе тухать арçын. Никам та сисмест ăна, йытти те шавламасть – хăнăхнă çынна вĕрмест ĕнтĕ. Пахча урлă лавккана çул тытать арçын...

Лавккана çĕмĕрсе кĕрсе Борис çур литрлине те, пысăкрах кĕленчесене те савăнсах хутаçсем ăшне тултарать. Канфет-шоколад та, пирус пачкисем те, тĕрлĕ кăлпаса тата ытти тĕслĕ тавар çĕнĕ «хуçа» аллине куçать. Мăн Сĕнтĕр райпо лавккине 6 пин çурă тенкĕне яхăн тăкак кÿрет каçхи сунарçă.

– Вăхăтне тĕрĕсех астумастăп, 2009 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче ирхи виçĕ сехет тĕлĕнче вăрăлла ĕç турăм, – судра хăйĕн айăпне йышăнать Борис.

Суд Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексри 158 статйинчи иккĕмĕш пайĕн «б» пунктĕнче пăхса хунă преступление тунă тесе çирĕплетет.

Паян Борис наказание пурнăçлать: ăна 1 çул та 6 уйăх тĕрĕслев срокне парса условлă майпа айпланă.

Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕн материалĕ тăрăх ятсене улăштарса

Н.Николаева хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика