21 апреля 2010 г.
Апрель уйăхĕнчен тытăнса социаллă хушма тÿлев илсе тăракан пенсионерсен 20 проценчĕн тупăшĕ республикăри пурăнма кирлĕ минимумран иртрĕ. Пенсисен шайне ÿстернĕ май Чăваш Енри татах 6 пин пенсионер чухăнлăх виçи урлă каçрĕ.
Çавна палăртмалла. Социаллă хушма тÿлеве ĕçлемен пенсионерсене параççĕ. Ăна илме Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ 2010 çул валли пенсионерсем тĕлĕшпе палăртнă тупăш пурăнма кирлĕ минимумран (3910 тенкĕпе танлашать) каярах пулмалла. Пенсионерăн тупăшĕ шутне пенси виçине кăна мар, уйăхсерен тÿлесе тăракан ытти тÿлевсене те кĕртеççĕ. Вăл шутра телефонпа усă курнăшăн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисемшĕн компенсаци пани т. ыт. те. Социаллă хушма тÿлевĕн калăпăшĕ мĕн чухлĕ пуласси республикăри пурăнма кирлĕ минимумпа пенсионерăн тупăшĕн шайлашулăхĕ мĕнле суммăпа танлашнинчен килет.
2010 çулхи январь уйăхĕнчен тытăнса Чăваш Республикинче социаллă хушма тÿлеве заявленисем çырмасăрах ĕçлемен 30,4 пин пенсионера тÿлесе тăма тытăннă. Муркаш районĕпе ку хисеп 1149 çынпа танлашать. Пĕтĕмĕшле илсен, кунта çемьери тăрантаракана çухатнипе пенси, социаллă пенси илсе тăракансем, çавăн пекех ватлăха пула пенси илсе тăракан тыл ĕçченĕсем тата ĕç ветеранĕсем шутланман çынсем кĕреççĕ. Социаллă хушма тÿлевĕн виçи 790 тенкĕпе, пирĕн районпа 795 тенкĕпе танлашать.
2010 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пур йышши пенсисен виçисем те ÿснĕ май, кунпа пĕрлех федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансенне уйăхсерен укçан тÿлесе тăракан тÿлевĕсене тата соцпакет виçине индексациленĕ май, социаллă хушма тÿлевĕн виçине çĕнĕрен пăхса тухнă. Çапла вара Чăваш Республикипе социаллă хушма тÿлевĕн виçи 39 тенкĕ чакрĕ, 751 тенкĕпе танлашрĕ. Тупăш ÿснĕ май, республикипе 6 пин пенсионера, районĕпе 295 çынна тупăш ÿснĕ пирки тата ĕçе вырнаçнă май социаллă хушма тÿлеве тÿлеме пăрахнă.
Çапла вара Чăваш Республикинче апрель уйăхĕнчен тытăнса ĕçлемен 24,4 пин пенсионер пенсипе пĕрле социаллă хушма тÿлев илме тытăнать. Социаллă хушма тÿлев валли уйăхсерен уйăракан укçа сумми 18,4 миллион тенкĕпе танлашать.
Е. АЛЕКСАНДРОВА,
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ.