Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсем çарана тухаççĕ

21 апреля 2010 г.

Выльăхсем çарана тухаççĕ

Ĕнесене улăх-çарана кăларасси – пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрлех ял çыннисемшĕн те чăтăмсăр кĕтнĕ вăхăт. Вĕсем çак тапхăр хăйсен килти хушма хуçалăх экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине, выльăхсен сывлăхĕшĕн усăллине, хуçалăхсен тĕрекне вăйлатма меллине ăнланаççĕ. Кунсăр пуçне выльăхсем çарана тухсан вите-сарайсене кантарма, вĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме пулать. Анчах ял çыннисен çак тапхăра хатĕрленнĕ май картара утă-улăм мĕн чухлĕ юлнине шута илни те ытлашши мар. Çакă выльăхсене симĕс курăк çине кăларса апатлантарăва улăштарнă вăхăтра уйрăмах кирлĕ, мĕншĕн тесен нумай хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсем çăва начарлансарах тухаççĕ. Çак вăхăтра кашни выльăхпах диагностика тĕпчевĕ, профилактика прививкисем, тĕрлĕ хуртсене эмел парса пĕтерес ĕçсем тата, ерекен чирсемпе кĕрешмелли плансемпе килĕшÿллĕн, ветеринарипе санитари мероприятийĕсем ирттермелле.

Ĕнесене улăх-çарана кăлармалли вăхăт çитнĕ май кĕтÿçсем хатĕрлесси пирки те манмалла мар. Çак тапхăр ăнăçлă ирттĕр тесен кĕтÿçсен выльăхсене пĕрремĕш пулăшу пама пĕлмелле. Асра тытмалла, ĕнесене улăх-çарана кăларас умĕн агрономсемпе зоотехниксен çав вырăнсене пăхса тухса актпа хак памалла, пĕрле пулса çарансене темиçе ана çине пайламалла. Унпа черетпе усă курсан сĕт памалли ĕнесем валли тăтăшах çемçе курăк пулать. Улăх-çарана унта тĕрлĕ ăпăр-тапăр тулса ларасран тăтăшах пăхса тăмалла, вăхăтра тасатмалла. Унта наркăмăшлă япаласемпе минераллă удобрени миххисем пуласран питĕ сыхланмалла. Выльăхсем улăха тухмалли çулсене, вĕсем çинчи кĕперсене кая юлмасăр юсамалла, улăхсенчи шурлăхлă вырăнсене паллă тумалла, ĕнесене шăвармалли вырăнсене тирпейлемелле тата унти шыва ĕнесем тухиччен лабораторире тĕрĕслеттермелле.

Улăх-çарана тухас умĕн выльăхсем тĕлĕшпе ветеринарсемпе зоотехниксен тĕрĕслевне ирттермелле, вăйлăрах тăрантармалли выльăхсене уйрăм ушкăнсене пĕрлештермелле. Çулленхи практика çакна çирĕплетсе парать: ĕнесене хĕллехи рационтан (протеинпа чухăн та клетчаткăпа пуян) çуллахи сĕтеклĕ апат çине куçарнă тапхăрта вĕсен вар-хырăмĕ час-часах пăсăлать. Çавна пула сăвăм, сĕтри çу хисепĕ чакать. Çапла ан пултăр тесен ĕнесене ир-каç çителĕклĕ утă-улăм памалла, макро- тата микроэлементсемпе, тăварпа тивĕçтерсех тăмалла.

Ĕнесене улăх-çарана хăнăхтарасси – васкамасăр пурнăçламалли ĕç. Малтанхи икĕ кунĕнче ĕнесене улăхра 2-3 сехетрен ытла çÿретмелле мар. Тепĕр эрнерен çак вăхăта 10-12 сехете çитерсен те юрамалла. Çак тапхăрта пăру-тынашкасем, пăруламалли ĕнесем, хĕл каçа ытларах начарланнă тата чирлесе ирттернĕ выльăхсем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалла. Çăва тухнă май выльăхсене симĕс апата майĕпен хăнăхтарса пыни продуктивлăха тивĕçлĕ шайра упраса хăварма пулăшать.

Маларах каланине шута илсен, ĕнесене улăх-çарана кăларнă май кĕтÿçсем хатĕрлесси малти вырăна тухса тăрать. Куçару тапхăрĕнче кĕтÿçсен ĕнесене пĕрремĕш пулăшу пама пĕлмелле. Çакна валли вĕсене медицина аптечкипе, троакарпа, ытти хатĕрсемпе тивĕçтермелле тата вĕсемпе усă курма вĕрентмелле. Хăй ĕçне лайăх пĕлекен кĕтÿç – зооветспециалистсемшĕн пысăк тĕкĕ.

Кĕтÿç кĕтÿçпе те, анчах выльăхсене улăх-çарана кăларнă тапхăрти пĕлтерĕшлĕ профилактика мероприятийĕсенчен пĕри вăл – выльăхсене çĕпĕр язвинчен, эмкартан, ытти инфекциллĕ чирсенчен вăхăтра вакцинăласси. Прививкăсене мăйракаллă шултра выльăхсене, сурăхсемпе качакасене, лашасене çур çул хушăпа çулталăкне икĕ хут тумалла: малтан çуркунне выльăхсене çарана кăлариччен, кайран – выльăхсене витене хупнă чух. Эмкартан выльăхсене улăха илсе тухиччен 2 эрне маларах профилактика тумалла (çак вăхăтра активлă иммунитет çирĕпленет). Улăха тухакан ĕнесен чĕрнисене, шĕвĕр мăйракасен вĕçĕсене касмалла.

Выльăхсене улăх-çаранта çÿретес тапхăр вăл – йÿнĕрех хăй хаклăхпа ытларах продукци илмелли, кунпа пĕрлех вите-сарайсене çитес хĕле хатĕрлемелли вăхăт. Çакна шута илсе выльăхсене кĕтĕве е çуллахи лагерьсене кăларсан, пĕрремĕш кунранах вите-сарайсене çитес хĕле хатĕрлеме пуçламалла. Ăшă çу кунĕсем хăвăрт иртĕç. Кĕр еннелле вара ĕçсем хушăнсах пырĕç.

А. ФЕДОРОВА,

выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ветврачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика