Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрий Жуков юррисем – чĕререх çав вĕсем

17 апреля 2010 г.

Юрий Жуков юррисем – чĕререх çав вĕсем

«Эпĕ Сирĕн çырăва илтĕм. Çырăва хăвăртрах уçса вуличчен «Хĕрарăм куççульне» пур-ши тесе пăхатăп. Куртăм та мĕн тери хĕпĕртерĕм, пĕр куплетне юрласа ятăм. Юрланăçемĕн куççуль тухса пырать. Ывăл ача калать: «Анне, ухмаха ертĕн-им, юрăшăн кам йĕтĕр». Çитес кунсенче куккан арăмĕ 40 çул тултарать. Эпĕ ăна колхозри радиопа çак юрра юрласах саламлатăп-ха. Тавах Сире хам юратакан юрă сăмахĕсене ярса панăшăн. Эсир çырса ярасса та шанманччĕ. Эсир хăвăрăн илемлĕ юррусемпе çынсен ĕмĕрне тăсма пулăшатăр. Тавах Сире. Нихăçан та ан чирлĕр, Сирĕн çулăрсем яланах таса пулччăр». Арапуçĕнчи Валентина Иванован çак çырăвĕ эпир пурте пĕлекен, хисеплекен Юрий Жуков композитор патне килнĕ вуншар çыруран пĕри. Юрий Нестерович пурне те типтерлĕ упрать, кашнин патне хурав яма та вăхăт тупать. Юрий Жуков юррисем тесенех эпир радио сассине пысăклататпăр. «Хĕрарăм куççулĕсĕр» пуçне чуна тыткăнлакан вуншар-вуншар юрă тăрăх пĕлетпĕр эпир Юрий Нестеровича. «Тавах сире, атте-анне», «Вăй выляççĕ шевлесем», «Ан хурлан», «Тăван кил ăшши», «Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç», «Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет», «Чĕререн юрататăн пулсан», «Иртнĕ çамрăк ĕмĕр каялла килмест», «Тăванран хакли çук», «Пĕр сана савас килет» тата ытти юрăсем паян та вĕсене пĕрремĕш хут илтнĕ чухнехи пек чуна тыткăнлаççĕ. Хамăр республикăра кăна мар, аякри чăвашсем патĕнче те юратсах итлеççĕ Юрий Жуков юррисене. Чăвашсем кăна мар, вырăссем те.

«Эпĕ Сирĕн çырăва илнĕ чух леспромхоз директорĕ отпускраччĕ. Вăл вырăс, 48 çулта. Унăн кăмăлне çырса пĕлтеретĕп Сире. Килсе курăр Çĕпĕре. Кĕтсе илме Красноярск аэропортĕнче транспорт пулать. Миçен килетĕр, килĕр, кĕтетпĕр. Хăçан килес тетĕр, килĕр, кĕтетпĕр», – теççĕ Красноярск крайĕнчен килнĕ çырура.

Пултаруллă юрăçсем ăмăртмаллах хăйсен репертуарне кĕртрĕç Юрий Жуков юррисене: Виталий Гордеев, Людмила Семенова, Маргарита Туринге, Василий Раймов, Светлана Бубнова, Зоя Лисицина, Антонина Краснова, Рена Грачева, пĕртăван Малинасем, Николай Столяров... Халăх тÿрех асăрхарĕ, йышăнчĕ Юрий Жуков юррисене. Юрлама пуçларĕ.

Республикăра пурăнакансенчен К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче кăçалхипе 4-мĕш çул кăтартакан В. Леканов çырнă «Юратсан юрлас килет» 2 пайлă комедие кайса курманнисем те нумаях мар пуль. Юрий Нестерович кĕвĕленĕ 9 юрă янăрать унта, спектакле асамлă сĕм парать. Иртнĕ çул вĕçĕнче кăларнă «Чăваш композиторĕсен юррисем – шкул ачисем валли» кĕнекере Ю. Жуковăн сакăр юррине кĕртнĕ.

Мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха Юрий Жуков юррисем;

Чи малтанах, чуна тыткăна илекен илемлĕ кĕвĕпе. Çав кĕвĕсенчи чăвашлăх туйăмĕпе. Унăн юррисем пире хамăрăн пурнăç çине тарăнрах пăхма хистеççĕ, çут тĕнче илемне курма-туйма пулăшаççĕ, пурнăçа, пĕр-пĕрне хакламалли çинчен аса илтереççĕ. Паллах, кĕвĕ тени вăл юррăн çур пайĕ кăна, чуна кĕрсе вырнаçмалли юрă çырма çавăн пекех чĕрен кашни хĕлĕхне сĕртĕнекен сăвă кирлĕ. Сăвă суйласа илессине композитор пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тесе шутлать. Хăй те ачаранах сăвă çырса ÿснĕскер, сăвă пахалăхĕ мĕнрен килнине питĕ лайăх чухлать. Çавăнпа та этем кун-çулĕпе, пурнăç хура-шурĕпе çыхăннă тарăн шухăшлă сăвăсем суйласа илет.

Хăçан çавăрса илнĕ-ха илемлĕ кĕвĕ тĕнчи Етĕрне районĕнчи Янăм каччин чунне; Амăшĕпе ашшĕ Ульяна Ивановнапа Нестер Тихонович музыкăна юратакан çынсем пулнă. Çут тĕнчене талант текен асамлă япалапах килнĕ пуль çав Юрий Нестерович. Турă панине каярахпа Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетĕнче аталантарать. Çакăнта кĕвĕлет те хăйĕн малтанхи юррисене Юрий Жуков. Вĕрентекенĕсем те чаплисемех пулнă çав: чăвашсен паллă композиторĕсем Федор Васильев, Виктор Ходяшев, Тимофей Фандеев...

Муркашсем Юрий Нестеровича 1973 çултанпа пĕлеççĕ. Икĕ çул маларах алла диплом илнĕскер, салтака кайса килме те ĕлкĕрет ку вăхăта. Ачасене музыкăна вĕрентнĕ хушăрах художество пултарулăх коллективĕсен ĕçне хастар хутшăнать, юрăсем çырать. «Радиопа ирхи передачăра 1991 çулхи чи лайăх юрăсене итлесе саншăн савăнтăм. Хамăр ентеш юррисем пирки сăмах пырать вĕт», – тесе çырать ун чухне Юрий Нестерович патне Етĕрне районĕнчи Коротков учитель-пенсионер.

Музыкант пултарулăхне Хисеп грамотисемпе, дипломсемпе палăртаççĕ. Вăл ертсе пыракан коллективсем тĕрлĕрен фестивальсемпе смотрсенче лайăх енчен палăраççĕ. 1994, 1998 çулсенче Мускавра иртнĕ Чăваш культурин кунĕсенче ытти искусство ĕçченĕсемпе пĕрле Юрий Жуков та хутшăнчĕ. Мускавра пурăнакан чăвашсене хăйĕн юррисемпе савăнтарчĕ. 1997 çулта Турци çĕршывĕнче пулчĕ: кунта тĕрĕк халăхĕсен фестивальне хутшăнчĕ.

Апрелĕн 17-мĕшĕнче Чăваш композиторĕсен Ассоциаци членĕ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, халăх юратакан композитор 60 çул тултарать. Паян та юрă хыççăн юрă çырать вăл. Çуралакан кашни çĕнĕ юрриех чуна тыткăнлать. Сăмахăма вара Юрий Нестеровича 9-10 классенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентĕ Николай Ефимович учитель шухăшĕпе вĕçлес килет: «Санăн пуласлăхна эпĕ шанатăп», – тенĕ вăл хăйĕн çырăвĕнче. Хăй вĕрентнĕ ачан хальхи адресне пĕлменнипе «с. Моргауши, Юрию Жукову» тесе çырнă. Çак çырура та, композитор патне килекен ытти çырусенче те – халăх юратăвĕ. Çакăнтан хакли мĕн пултăр халăх валли юрăсем çыракан композиторшăн. Юбилей ячĕпе саламласа Юрий Нестеровича çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Çĕнĕ юрăсем кĕтетпĕр Сирĕнтен, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу çулăра уçсах пытăр.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика